Çĕннисем
Халӗ хаҫат-журналта ҫапла ҫыраҫҫӗ: асфальтпа бетон тӑвакан завод, тутлӑ шывсем тӑвакан завод, автофургонсем тӑвакан завод, пахалӑх енӗпе ӗҫлекен инспекци, гражданла оборона енӗпе ӗҫлекен инженер, пассажирсем илсе ҫӳрекен автотранспорт, суднӑсем ҫӳремелли шлюз, груз лифтне ӗҫлеттерекен лифтер, груз турттаракан автомобиль, ковёр тӗртекен цех, йӑла ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комбинат, лента тӗртекен фабрика, физкультурӑпа спорт енӗпе ӗҫлекен комитет, профтехвӗренӳ енӗпе ӗҫлекен комитет, снабжени енӗпе ӗҫлекен агент, НОТ енӗпе ӗҫлекен инженер, хӑрушсӑрлӑх техники енӗпе ӗҫлекен инженер, пахалӑх енӗпе ӗҫлекен инженер, пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан шкулсем т. ыт. те.
2 // А.Е. Горшков. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 46–70 с.
Ҫурт-йӗр комбиначӗ сӑмах майлашӑвӗ те вӗсем йышши ятах-ҫке, сӑмахсем хушшинчи грамматика ҫыхӑнӑвӗ те пӗрех-ҫке, апла мӗншӗн-ха ҫурт-йӗр тӑвакан комбинат тесе чӗлхене кӑткӑслатмалла?
2 // А.Е. Горшков. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 46–70 с.
Акӑ эпир трактор завочӗ, пир-авӑр комбиначӗ тесе кӗскен калама-ҫырма тахҫанах хӑнӑхрӑмӑр.
2 // А.Е. Горшков. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 46–70 с.
Кун пек вӑрӑм терминсемпе номенклатура ячӗсене кӑмӑллакан юлташсене пирӗн чӗлхере тахҫан ҫирӗпленнӗ ытти терминсемпе номенклатура ячӗсене аса илме сӗнес килет.
2 // А.Е. Горшков. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 46–70 с.
Акӑ ҫурт-йӗр комбиначӗ сӑмах майлашӑвне илсе кӑтартсан, вӗсем: ҫурт-йӗрӗн хӑйӗн мӗнле вара комбинат пулма пултарать, комбиначӗ хӑй ҫурт-йӗр тӑвать вӗт теме пӑхаҫҫӗ, вара, ҫавӑн пек ҫынсен ирӗкӗпе, хаҫат-журнал чӗлхине ҫурт-йӗр тӑвакан комбинат е тата ҫуртсем тӑвакан комбинат йышши сӑмах майлашӑвӗсем кӗрсе каяҫҫӗ.
2 // А.Е. Горшков. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 46–70 с.
Ҫакӑн йышши тӗслӗхсемпе усӑ курса, вӗсем чылай термина хирӗҫлеме пӑхаҫҫӗ.
2 // А.Е. Горшков. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 46–70 с.
Ку тӗслӗхре пӗрремӗш сӑмахӗ, чӑнах та, япала хуҫине, иккӗмӗшӗ япалине хӑйне кӑтартать.
2 // А.Е. Горшков. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 46–70 с.
Хӑш-пӗр ҫынсем ӑнланнӑ тӑрӑх, пуҫламӑш формӑпа камӑнлӑх форминчи сӑмахсенчен пулнӑ изафетлӑ сӑмах майлашӑвӗсем пӗр-пӗр япала камӑн пулнине ҫеҫ пӗлтереҫҫӗ имӗш, хӑйсен шухӑшне ҫирӗплетме вӗсем колхоз тракторӗ йышши тӗслӗхсем илсе кӑтартаҫҫӗ.
2 // А.Е. Горшков. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 46–70 с.
Хаҫат-журналта, радиопа телевиденире, кӗнеке издательствинче ӗҫлекенсем, хӑшпӗр словарь авторӗсем изафет конструкцийӗсен компоненчӗсем хушшинчи грамматика ҫыхӑнӑвне ансӑртарах, пӗр енлӗрех ӑнланни сисӗнет, ҫакӑ вӑл ҫӗнӗ терминсемпе номенклатура ячӗсем тӑвас ӗҫре те палӑрать.
2 // А.Е. Горшков. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 46–70 с.
Кунта та сӑмах пӗлтерӗшӗ ҫырнӑ причастисерех паллӑ, ҫавӑнпа эпир кун пек сӑмах майлашӑвӗсенче мӗн тунине пӗлтерекен причастипе усӑ курмастпӑр: вӗсен пӗлтерӗшне икӗ сӑмах хушшинчи грамматика ҫыхӑнӑвӗ лайӑх палӑртать, урӑхла каласан, вӑл пире чӗлхе мелӗсемпе перекетлӗ усӑ курма май парать.
2 // А.Е. Горшков. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 46–70 с.
Писатель кӗнеки сӑмах майлашӑвӗнче пӗрремӗш компоненчӗ, пачах урӑхла, субъекта, иккӗмӗшӗ объекта кӑтартать (асӑннӑ кӗнекене ҫав писатель ҫырнӑ).
2 // А.Е. Горшков. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 46–70 с.
Кунта ӑнлав тӑвакан причастисӗрех паллӑ.
2 // А.Е. Горшков. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 46–70 с.
Акӑ трактор завочӗ тенӗ чухне пӗрремӗш сӑмахӗ объекта, иккӗмӗшӗ субъекта пӗлтерет, ур. к. Ҫав завод трактор тӑвать.
2 // А.Е. Горшков. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 46–70 с.
Тӑван чӗлхе пуянлӑхне ҫав изафет конструкцийӗсен уйрӑм пайӗсем хушшинчи грамматика ҫыхӑнӑвӗсем тӗрлӗрен пулни те лайӑх кӑтартать.
2 // А.Е. Горшков. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 46–70 с.
Унӑн пӗрремӗш компоненчӗ иккӗмӗшне определени пулса палӑртать.
2 // А.Е. Горшков. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 46–70 с.
Ку вӑл — икӗ япала ятӗнчен пулнӑ сӑмах ҫаврӑнӑшӗ.
2 // А.Е. Горшков. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 46–70 с.
Чӑваш чӗлхинче изафет текен сӑмах майлашӑвӗ питӗ анлӑ сарӑлнӑ.
2 // А.Е. Горшков. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 46–70 с.
Чӗлхеҫӗсем те ҫавна вӑхӑтра асӑрхаса кирлӗ сӗнӳсем параймаҫҫӗ курӑнать.
2 // А.Е. Горшков. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 46–70 с.
Халӗ хаҫат-журналта усӑ куракан чылай термина тӑван чӗлхе законӗсене пӗлмесӗр туни сисӗнет.
2 // А.Е. Горшков. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 46–70 с.
Апла пулсан, ҫӗнӗ термин тӑваканӑн чӗлхе пӗлӗвӗ вӑйлӑ пулмалла, унӑн сӑмах пулӑвӗн йӗркине лайӑх пӗлмелле.