Кӗскисем
«Ҫул-йӗр карттине Чӑваш Республикин территорийӗнче инвестици климатне кулленех тата системӑллӑ лайӑхлатма, инвестици проекчӗсене пурнӑҫланӑ тата предпринимательлӗх ӗҫ-хӗлне тытса пынӑ чухне капиталлӑ вложенисене пурнӑҫлакан клиент карттине оптимизацилеме янӑ», – тесе палӑртса каланӑ Чӑваш Республикин экономика аталанӑвӗпе пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министрӗ Лариса Рафикова.
Чӑваш Ен инвестицисен калӑпӑшне ӳстерсе ӗҫлӗ климата лайӑхлатcа пынине каланӑ регион Пуҫлӑхӗ Олег Николаев // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2026/02/03/11
Канашлу тӗллевӗ - социаллӑ экономика, обществӑпа политика лару-тӑрӑвне шута илсе вӗсене канӑҫ паман ыйтусене хӑйсенчен илтесси, нормативлӑ майпа йӗркелесе ҫитереймен, ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑхпа, бюджетсен хушшинчи хутшӑнусен, налук саккунӗсем тӗлӗшпе тухса тӑнӑ ҫитменлӗхсене, урӑхла каласан - пуҫлӑхсене те, ахаль ҫынсене те пӑшӑрхантаракан ҫивӗч ыйтусене, уҫӑмлатасси.
Чăваш тракторĕсен чапĕ-сумĕ таврăнатех // Валентина ИЛЬИНА. «Хыпар», 2016, нарӑс, 26; 26№
Кусем те уяв «сӑлтавне», вырӑс чӗлхипе литературине вӗрентекен тӑванне, пускилне, ӗҫтешне сыв пулӑр та пур пулӑр тесе, таву каласа, курка-черкке ҫӗклесе парнесем кӳчӗҫ, хӑйӗн ӗҫри тивӗҫне тӳрӗ кӑмӑлпа, ҫӗнӗлӗхсем кӗртсе, пысӑк хавхаланупа туса пынӑшӑн, пуринпе те ырӑ кӑмӑллӑ, тарават пулнӑшӑн лайӑх, хавха, ырлавлӑ сӑмахсем каларӗҫ, такмакласа та юрларӗҫ, сӑвӑ вулакан та тупӑнчӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
«Ах, ҫав тӗттӗм чӑрӑшлӑхра ҫухалса ҫӳремен пулсан, лачакари шыва та ӗҫмен пулӗччӗ Аленушкӑн тӑван шӑллӗ. Иванушка та качака путекки пулса тӑмастчӗ, тӑлӑха та тӑрса юлмастчӗ», — ирӗксӗрех аса илчӗ Эльгеев вырӑссен халапне: Ҫунать кӑвайчӗ вылянса, Вӗрет хуранӗ пӑсланса, Ҫиҫет ҫӗҫҫи, вут-хӗм тӑкать Мана пусасшӑн, ӑш вӑркать… — юмахри хӑш-хӑш сӑмахсене хӑй тӗллӗн каласа выртрӗ вӑл.
2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Хӗрсем будкӑсенчех юрлама вӗренеҫҫӗ, ҫӗнӗ пуҫлӑх столовӑй-клубра каҫсерен кино хыҫҫӑн репетици ирттерме ирӗк памасть: ыран ыйхӑллӑ пуҫпа стройкӑра йывӑр пулать имӗш, пӗртен-пӗр концерт ҫеҫ ҫырлахтарать иккен ӑна — сӑрт-ту районӗнчи пӗтӗм ӗҫе вӗҫленӗ ятпа иртекенни, ҫав концертра Акимов хӑй те ура хуҫсах ташлӗ, ыттисем ташланине-юрланине курса алӑ ҫупӗ, халӗ вара — ӗҫлемелле…
4 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Хушӑран хӗвел именчӗклӗн йӑлкӑшса кулать те завод корпусӗсен бетонпа кантӑк аякӗсем ҫийӗн, ӳплентерсе пӑрахнӑ калама ҫук пысӑк сӳре шӑлӗсем пек тӑратӑнса тӑракан металл колоннӑсем ҫийӗн, будкӑсемпе бытовкӑсем ҫийӗн, ҫак яланах шавлӑ, яланах савӑк ӗҫ кӗввиллӗ стройка ҫыннисене хӑйсен ҫӗтӗк-ҫатӑкне вӑрах кӑтартма вӑтаннӑ пек, элес-мелес мӗлкесем хыпӑнчӑклӑн шӑва-шӑва иртеҫҫӗ.
VIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
«Аслӑ ӑру ҫыннисен пурнӑҫне канлӗ тумашкӑн куллен тӑрӑшатпӑр, — тет Станислав Николаевич. — Кунта инвалидсем те пуррине тӗпе хурса пандуссем лартрӑмӑр. Территорие тирпей-илем кӗртрӗмӗр. Пӳлӗмсене юсарӑмӑр, пушар хӑрушсӑрлӑхӗ ыйтнипе килӗшӳллӗн электро- тата хутса ӑшӑтакан хатӗрсене ҫӗннисемпе улӑштартӑмӑр, вут-ҫулӑм тухнине ҫийӗнчех систерекен автоматсем вырнаҫтартӑмӑр».
Ырӑлӑх, чун ӑшши парнелекенсем // Хыпар. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№
«Килен-каянсен ҫуртне кӗрсе сӗм ҫӗрле ҫынсене чӑрмав кӳрем мар-ха. Юханшыв портӗнчи пассажирсен кӗтмелли залне хам парпах яртлаттаратӑп та унта ытах, пӗр-пӗр лачӑркка тенкел ҫине майлӑрах вырнаҫса ларсах, ыйӑх патшине авӑрлӑ кулач ҫитерсе, тӑм шӑхличӗ тыттарса хӑваратӑп», — шӳтлӗн-мӗнлӗн каварлашрӑм эпӗ хампа хам ҫемҫе ларкӑч ҫинче пӑшт-пашт, хӑлт-халт сиктеренкелесе пынӑ май.
Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.
Пӗр енчен пӑхсан, «Ялав» журнал орфографипе терминологи комиссийӗ 1959 ҫулхи майӑн 6-мӗшӗнче йышӑннӑ решенисене пурнӑҫласа пырать (вӑл решенисенче терминсем тӑвас ӗҫре тӑван чӗлхе материалне анлӑ усӑ курма ыйтнӑ, чӑвашла калама май пуррине чӑвашлах каламалла, тенӗ те, тӗслӗхсем вырӑнне Аслӑ Совет «Верховный Совет», Тӗп Комитет «Центральный Комитет» терминсене те илсе кӑтартнӑ).
Чӑваш чӗлхинчи термин тумалли мелсемпе хаҫатсенче мӗнле усӑ кураҫҫӗ // В. И. Сергеев. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 108–125 с.
Кусем — В.И.Волков (Апас районӗ, Черккӗн), Л.А.Ярухина (Ҫӗпрел районӗ, Ҫӗнӗ Упи), Р.П.Мартынова (Ҫырчалли хули, 43№ шкул), С.В.Дормидонова (Ҫарӑмсан районӗ, Лагерка), З.П.Федорова (Ҫӗпрел районӗ, Шемӗршел), С.А.Мукасева (Пӑва районӗ, Альших), Е.В.Макарова (Ҫарӑмсан районӗ, Акрель), Г.М.Матросова (Ҫӗпрел районӗ, Алешкин-Саплӑк), Г.А.Петрушкова (Аксу районӗ, Кивӗ Ӳсел), Н.П.Павлова (Пӑвари 5№ шкул).
Ҫӗпрелсем кӑҫал та малта // Светлана САДЫКОВА. «Сувар», 2010.01.08, 1–2№№(835–836), 7 стр.
Ку материал ҫитмест — часрах кӳртермелле; сантехниксем сахалрах — вӗсен пуҫлӑхӗсем патне васкавлӑ телефонограмма; сӑрӑ пахалӑхӗ япӑх — базӑна лайӑхраххине шырама ҫын ярать; рабочисем тухӑҫлӑрах ӗҫлеччӗр тесе, мастерсемпе пӗрле вӗсене епле вырнаҫтарса тухнине тӗрӗслет, тӗрӗсленӗ майӑн — тӳрлетӳсем; ӗҫленӗ ҫӗрех автолавка илсе пыртарать, вӗри кукӑль, квас, пылак шыв сутаҫҫӗ…
5 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 303 с.
«Шупашкар-Арена» Пӑр керменӗнче тӗнче шайӗнчи мероприятие уҫма ЧР Министрсен Кабинечӗн Председателӗ Иван Моторин, НППП ҫӗршывӗсем хушшинчи монополипе кӗрешекен канаш ҫумӗнчи реклама енӗпе ӗҫлекен координаци канашӗн председателӗ Андрей Кашеваров, Пӗрлӗх ҫӗршывӗсенчи потребительсен прависене хӳтӗлекен консультаци канашӗн председателӗ Анна Попова, ытти сумлӑ хӑна хутшӑннӑ.
Фестивале юбилее халалларӗҫ // Каҫал Ен. «Каҫал Ен», 2016.06.21
Муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ Николай Раськин спорта юратакансене уяв ячӗпе ӑшшӑн саламланӑ, спорт ветеранӗсене Вениамин Белкова, Николай Ятманова, Геннадий Петухова, Евгений Тихонова, Николай Краснова, Владимир Гладкова, Рафик Тимергалеева, Алевтина Биктимировӑна, Василий Краснова, Нежеметдин Сахрова «Комсомольски муниципаллӑ округне туса хунӑранпа 85 ҫул» медальсемпе чысланӑ.
Спорт тусӗсем тӗрлӗ енлӗн ӑмӑртнӑ // Наталья КАЛАШНИКОВА. http://kasalen.ru/2024/08/16/%d1%81%d0%b ... %bd%d3%91/
Культура тата искусство деятелӗсене, Пушкӑртстанри 2013 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 6-мӗшӗнчи 184-мӗш номерлӗ «Пушкӑртстан Республикин Пуҫлӑхӗн культура тата искусство деятелӗсене грант уйӑрса памалли йӗрке ҫинчен калакан» положение ҫирӗплетесси ҫинчен Пушкӑртстан Правительствин постановленийӗпе килӗшӳллӗн кашни ҫул Пушкӑртстан Республикин Пуҫлӑхӗн гранчӗсене конкурс никӗсӗпе параҫҫӗ.
Музей проектне грант пулӑшнипе пурнӑҫланӑ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/kultura/2024 ... an-3876042
Фролов трестри парти ӗҫӗпе пачах интересленмест иккен, ӑна производствӑри цифрӑсемпе процентсем ҫеҫ кирлӗ имӗш, хӑйне вӑл пӗртте хула комитечӗн секретарӗ пек мар, ытларах чухне ӗҫтӑвком представителӗ е хула ӗҫтӑвкомӗн строительство пайӗн пуҫлӑхӗ пек тыткалать, ҫавна пулах Пятина — пултаруллӑ руководителе — пӗтӗм парторганизацирен те мала хурса, куҫ умӗнчех пӑсса ярать имӗш.
4 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Виҫҫӗмӗш вырӑнта — Ангелина Павлова (Ҫӗнӗ Мӑрат вӑтам шкулӗ), Виктория Журавлева (Кӗҫӗн Ҫӗрпӳел вӑтам шкулӗ), Карина Ильина (Ҫӗнӗ Мӑрат вӑтам шкулӗ), Дарья Ласточкина (Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулӗ), Алина Камелетдинова (Чӗчкен тӗп шкулӗ), Эвелина Гамидова (Кӗҫӗн Ҫӗрпӳел вӑтам шкулӗ), Дарья Медведева (Комсомольски 1-мӗш вӑтам шкулӗ), Адиля Ямальдинова (Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулӗ).
Алӑ вӑйне виҫсе ӑмӑртрӗҫ // Ирина Ильина. http://kasalen.ru/2023/12/05/%d0%b0%d0%b ... %97%d2%ab/
Чӑн та, Николай Мартынов хайлавӗсенче тӑван тавралӑх, тӑван кӗтес, тӑван кил сӑнарӗсем пысӑк вырӑн йышӑнаҫҫӗ, вӗсенчи ӗҫ-пуҫ та чылай чух вӑл е ку ҫын тӑван килӗнчен уйрӑлнипе е, ытларах чух, тӑван килне таврӑннипе пуҫланаҫҫӗ, е тата таҫта аякра пӑчӑхса антӑха пуҫланӑ чун тӑван кӗтесре ҫӗнӗрен сывлӑш ҫавӑрса ярать, пурнан пурнӑҫӗ ҫине ҫаврӑнса пӑхса малалла пурнас хевтине тупать.
Саланнӑ саманара нитне ҫухатмасӑр хӑтлӑх шыранӑ писатель // Борис Чиндыков. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 3-8 с.
Петенька чӗнчӗ те, уҫӑлма тухрӑм, — килӗшӳллӗн хуҫкаланса, аяккарах кайса тӑчӗ Синук, мерчен куҫлӑ ҫӗрӗ тӑхӑннӑ ятсӑр пӳрнине юриех выляткаласа, аллине пилӗкӗ ҫине хучӗ, утмӑлтурат чечекӗпе йӑпанкаларӗ, хуп-хура сӑрланӑ куҫ хӑрпӑкӗсене хӑпарткалса, хӑйне каланине ним вырӑнне хуман пек пулса: Авланнине саватӑп эп. Авланманни тиркет, пӗлеп… — тесе ҫинҫешке сассипе кӗвӗлесе тӑчӗ.
II // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Сӑмах пӗтмен: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 190 с. — 3–33 с.
Асат хуҫса кӑларнипе вуник-вунвиҫ ҫулхи хӗрача пысӑкӑш ҫеҫ курӑнаканскер ҫине вӑл питӗ хӗрхенсе пӑхрӗ, ун пурнӑҫӗпе ашшӗ-амӑшӗ ҫинчен ыйтса пӗлесшӗнччӗ, Элис Наттал патӗнче пурӑннине, пӗр-пӗр ӗҫе вырнаҫтарасчӗ ҫак хӗре тесе, Наттал хӑй патне пыркаланине аса илчӗ те ку шухӑша улӑштарчӗ, ун пурнӑҫӗ тутлах марри ахалех паллӑ, ӑна-кӑна тапратни йӗпе вырӑна шыв сапса типӗтнипе пӗрех.
3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Аслӑ уявра Патреккел халӑх хорӗ, Лаш Таяпари «Сударушки», Тӳскелӗнчи «Шуҫӑм», «Тускил», Кивӗ Эйпеҫри «Хӗлхем», Кӗҫӗн Таяпари «Илем», Аслӑ Пӑла Тимешри «Пӑла» ансамбльсем, Максим Изратов (Кавал), Диана Егорова (Тӑрӑм), Светлана Сорокина (Ҫӗнӗ Пӑва), Тамара Смирнова (Курнавӑш), Сергей Барановпа Кирилл Петров (Елчӗк) юрӑ-сӑвӑ ӑстисем сивӗ ҫанталӑкра куракана ӑшӑ кӑмӑл-туйӑм парнелерӗҫ.
Аслӑ Ҫӗнтер чапӗ иксӗлмӗ нихӑҫан // Николай ФЕДОРОВ. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/category/ ... %b8%d0%b8/


