Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Кӗскисем

Юбилей ячӗпе саламланӑ май, район администрацийӗн пуҫлӑхӗ А. Кузнецов, кунти социаллӑ аталану тата архив ӗҫӗн пайӗн начальникӗ Р. Осипова, «Трак ен» ентешлӗхӗн председателӗ, район депутачӗсен Пухӑвӗн председателӗ А. Львов, Чӑваш халӑх поэчӗ Ю. Сементер, Кӗҫӗн Шетмӗ ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Г. Ефимова Кӗҫӗн Шетмӗри кану центрӗ ку тӑрӑхшӑн чӑн-чӑн культура вучахӗ пулнине палӑртрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Кӗҫӗн Шетмӗри кану ҫуртне — 45 ҫул // В. Ильина. «Ял пурнӑҫӗ», 2019.02.22

Тепрер сехетрен Валетпа Телегин, лашисене пасар карти ҫумне уйрӑмшарӑн, анчах пӗри теприн патӗнчен курӑнмалла кӑкарса хунӑскерсем, апат-ҫимӗҫ тултарнӑ хутаҫсемпе михӗсене йӗнер ҫумне ҫыха-ҫыха хучӗҫ те, малтан Валет, ун хыҫҫӑн Телегин килнӗ ҫулпа каялла Йӗпреҫрен тухрӗҫ, ирхине ыттисем вӑрманалла пӑрӑннӑ тӗле ҫитсен, хӑйсем те сылтӑмалла кӗчӗҫ, малалла вара пӗрлех кайрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Унта Комсомольскинче пурӑнакан Дарийӑпа Алексей Грибовсем, Светланӑпа Иван Козловсем, Иринӑпа Руслан Кольцовсем, Маринӑпа Александр Петровсем, Валентинӑпа Виталий Хораськинсем, Кӗҫӗн Каҫалти Татьянӑпа Александр Кузьминсем, Тукай ялӗнчи Цветанӑпа Алексей Маторинсем, Йӑвашкелӗнчи Екатерина тата Леонид Казаковсем, Тукай Мишерӗнчи Йолдыспа Ильнар Мингалиевсем хутшӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫемьесем фестивале пухӑнчӗҫ // Любовь ШУРЯШКИНА. http://kasalen.ru/2023/11/28/%d2%ab%d0%b ... %97%d2%ab/

Илтет Ахтупай арӑмӗ Эрнепи, ваттисем тӗрлӗ калаҫаҫҫӗ: пӗрисем Мускав патши вӗсене пурне те тытса хупрӗ пулӗ теҫҫӗ; теприсем лӑплантарма пӑхаҫҫӗ — ҫул вӑрӑм, ан васкӑр-ха, чиперех килсе ҫитӗҫ ак теҫҫӗ; урӑх тӗрлӗ калаҫакансем те пур: Тукай хӑйӗн юратнӑ хӗрне Сарри мӑрса ывӑлне качча панӑ та тутарсенчен хӑраса Сӑр таврашнех пурӑнма юлнӑ, ял ҫыннисене те хӑй патне хӑварнӑ имӗш.

Куҫарса пулӑш

2. Вӑрман юрри // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Таврара малтанхиллех ӗҫ вӗрет, аялта автомашинӑсем кӑшкӑртаҫҫӗ, пӗр-пӗринчен иртсе таҫта васкаҫҫӗ, сывлӑш вӑйӗпе ӗҫлекен мӑлатук бетон юпана тӳнклеттерет-кӗрлет, Иринӑран вунӑ-вун икӗ метрта ларакан ҫӗклекен кранӑн кантӑк кабининче шурӑ катанпир ҫинче кӑвак чечеклӗ блузкӑллӑ хӗр рычаксене куҫаркалать, кран стрелин мӗлки таҫта васканӑн колонна ҫинчен колонна ҫине кусать.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Чӑваш Республикин ӗҫлев министрӗ Сергей Димитриев, культура министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Константин Яковлев, Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков, Ҫӗнӗ Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Ольга Чепрасова каласа кӑтартнӑ тӑрӑх — республикӑра пурӑнакансем уявсенчи мероприятисен хальчченхинчен те йышлӑн, хастар хутшӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫамрӑксене ҫыхӑнтаракан юхӑм кирлех // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

Патша ҫумӗнче ик енӗпе ун ҫывӑх ҫыннисем тӑраҫҫӗ: Благовещенски собор священникӗ Сильвестр, Алексей Федорович Адашев, аслӑ князь пекех ҫап-ҫамрӑк Андрей Михайлович Курбский, Иван Васильевич Шереметев (Асли), Иван Федоровпч Мстиславский, Михаил Яковлевич Морозов, Дмитрий Федорович Палецкий, Владимир Иванович Воротынский, ӗҫре пулӑшма чӗннӗ думнӑй дьяксем, думнӑй дворянсем.

Куҫарса пулӑш

18. Ылтӑн ҫӑмарта тӑвакан чӑх // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Римма хыпарӗ ӑна ӑшӑрхаттарса ячӗ; будкӑра ӑшӑран кӗрен кофтине йӳле янӑ, ҫамка ҫийӗпе ҫӳҫ пайӑркисене хумлӑн-хумлӑн уснӑ хӗр ҫине вӑл пӗр хӑраса та сивӗ ҫулӑм пӗрӗхсе пӑхрӗ те пӑхрӗ; Римма унран куҫне тартмарӗ, йӗкӗт хӑраса ӳкнине, тарӑхнине вӑл ниепле те тӳрре кӑлараймарӗ: ун пуҫне ҫавӑрасшӑн ҫак йӗкӗт мӗнле кӑна йӑпӑлтатманччӗ пуль, мӗн чухлӗ пылак сӑмах тӑкманччӗ-ши тата!

Куҫарса пулӑш

1 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 303 с.

3) вырӑс чӗлхинчен йышӑннӑ терминсем: архиппелак (архипелаг), вулккан (вулкан), климӑт (климат), краттӗр (кратер), кристал (кристалл), корал, лавинӑ (лавина), маттерӗк (материк), меритиан (меридиан), муссон, оасӗс (оазис), оккеан (океан), пленеттӑ (планета), полюс, саваннӑ (саванна), температтурӑ (температура), тайка (тайга), троппӗк (тропик), тундра), клопӑс (глобус), компӑс (компас) т. ыт. те;

Куҫарса пулӑш

Терминологин литература чӗлхин системинчи вырӑнӗпе аталанӑвӗ // Н. П. Петров. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 25–45 с.

Волостновпа пӗрле тӗлпулӑва Тольяттири уйрӑм резерв казак ҫарӗн атаманӗ Евгений Владимирович Шарафанов, ҫак ҫарти старейшинӑсен канашӗн председателӗ Владимир Иванович Абрамов тата Пӗрлешӳллӗ Нацисен Организацийӗн Тӗнче король академийӗн хисеплӗ академикӗ, йӗркеленӗ преступноҫпа кӗрешекен комитет председателӗн советникӗ Петр Иванович Сысоев генерал-лейтенант килнӗ.

Куҫарса пулӑш

Туслӑх тата пулӑшу // Иршат Хамидуллин. «Сувар», 2010.01.08, 1–2№№(835–836), 3 стр.

Шалти пӳлӗме те, акӑ, стройкӑри вунпиллӗкмӗш позици пуҫран майӗпен хӑвала пуҫларӗ, ыранхи мар ӗнтӗ, паянхи ӗҫсем куҫ умне капланса килчӗҫ: ПТО инженерӗ Костина валлиех, авӑ, задани пур, — канмалли куна ан пӑхса тӑтӑр, стройбазӑна ҫитсе, мӗн чухлӗ кантӑк пуррине пӗлмелле, пур пеккине — хӑй валли; Пятина уяв ячӗпе саламлама маннӑ тата вӑл; СУ дежурнӑйӗсене тӗрӗслени те пӑсмасть.

Куҫарса пулӑш

1 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.

«Пӗлтӗр 5-9 классенче вӗренекен 3 пин ытла шкул ачи Чӑваш Ен тӑрӑх ҫулҫӳревре пулнӑ. Кӑҫал вӗсен шутне 5 пин таранччен ӳстерме палӑртнӑ — 1-4 тата 10-11 классенче вӗренекенсене те явӑҫтармалла. Унсӑр пуҫне шкул ачисем валли музейсенче, театрсенче тата туризм пӗлтерӗшлӗ ытти вырӑнсенче чӗрӗ урок формачӗпе мероприятисем ирттерме пуҫланӑ», - палӑртнӑ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.

Куҫарса пулӑш

Экскурсисем кӑсӑклӑ иртеҫҫӗ // Эвелина МИХАЙЛОВА. http://gazeta1931.ru/urmary/12036-ekskur ... -kl-irtecc

ЧР Министрсен Кабинечӗн Председателӗн заместителӗ Михаил Резников хӑйӗн сӑмахӗнче республикӑри кооператорсем тӗрӗс ҫулпа пынине, коммерци ыйтӑвӗсене кӑна мар, чи малтанах социаллӑ ыйтусене татса парассине тӗп вырӑна хунине, ҫак ӗҫе халӑхран сӗт, какай, эмел курӑкӗсем туяннипе, пӗчӗк ялсенче пурӑнакансене кирлӗ таварпа, пулӑшупа тивӗҫтернипе пурнӑҫа кӗртсе пынине ырларӗ.

Куҫарса пулӑш

Чăвашпотребсоюз ырă ята çĕнĕ ÿсĕмсемпе çирĕплетет // Алина ЛУКИЯНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

«Владимир Владимирович Украинӑри хальхи лару-тӑру ҫинчен пӗлтерме хатӗрленнӗччӗ - ку, паллах, тӗп ыйту. Пирӗн президент паян пирӗн ҫӗршывра хӑрушсӑрлӑха ҫирӗплетес тӗлӗшпе, пирӗн кӑнтӑр чикӗре пулса иртекен тенденцисене, ҫавӑн пекех Балтика тата Польша ҫӗршывӗсем пирӗн хӗвеланӑҫ чиккинче хӑйсене мӗнле тытнипе ҫыхӑннӑ юлашки событисем ҫинчен каласа парать», - пӗлтернӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Лукашенкопа Путин Минскра Украинӑри хирӗҫӗве сӳтсе явӗҫ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/politika/202 ... av-3781568

ОА вертикаль ҫине, сӑмахран 1-мӗш е 2-мӗш точка тӗлне, пӑта ҫапса хурсан, В точкӑран сулланса каякан маятник АС₁ тӑрӑх е АС₃ тӑрӑх каять, кашни хутӗнче равновеси шайӗнчен пӗр пек е ҫӳллӗшех хӑпарать; А точка урлӑ каҫнӑ вӑхӑта пухӑнса ҫитнӗ кинетикӑлла энерги ҫавӑн чухлӗ потенциллӗ энергие анчах куҫма пултарать, ҫапла вара, вӑл маятнике пӗр пек ҫӳллӗше анчах хӑпартма пултарать.

Куҫарса пулӑш

4. Механикӑлла энерги // А.И. Иванов, Николай Степанов. Соколов И. И. Физика курсӗ. 1-мӗш пайӗ: Механика: вӑтам шкулӑн 8-мӗш класӗ валли / И. И. Соколов ; А. И. Ивановпа Н. С. Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 196 с.

Пароходпа пассажир иккӗшӗ те куҫса пыраҫҫӗ пулсан, пассажир 1 секунда хушшинче палуба тӗлӗшӗнчен малти ҫулпах пырать те В₁ точкӑна ҫитет, анчах ҫав вӑхӑт хушшинче палуба С₁ А₁ лини тӗлне куҫать, вара унӑн пур точкисем те, ҫав шутра В₁ точка та, параллельлӗ ҫулсем туса илеҫҫӗ, ҫавӑнпа пассажир 1 секундӑран С₁А₁ тата В₁С₁ тӳрӗ линисем пӗр-пӗрне каснӑ С₁ точкӑра пулса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

3. Движенисене хушасси // А.И. Иванов, Николай Степанов. Соколов И. И. Физика курсӗ. 1-мӗш пайӗ: Механика: вӑтам шкулӑн 8-мӗш класӗ валли / И. И. Соколов ; А. И. Ивановпа Н. С. Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 196 с.

Яла тирпей-илем кӗртес ӗҫе тата экологи субботникӗсене хастар хутшӑнакансене, ял тата район шайӗнче иртекен ӑмӑртусенче тӑван тӑрӑх чысне хӳтӗлекенсене, ял уявӗсене ирттерме пулӑшакансене (А.Андреев, Л.Андреева, В.Андреев, Н.Бахретдинов, Л.Лаврентьева, Г.Филиппов, Г.Филиппов, Л.Кузьмина, И.Ильина тата «Шӑпчӑксем» ушкӑн пайташӗсем) палӑртса хӑварчӗҫ, вӗсене тав сӑмахӗ каларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫынсем ял историне пуянлатаҫҫӗ // Ирида Матниязова. https://ursassi.ru/articles/yubiley/2024 ... ta-3850193

Тӳрлетӳсем пысӑк пӗлтерӗшлӗ тееймӗн – вӗсене сӑмахсӑрах йышӑнчӗҫ, анчах депутатсем меллӗ самантпа усӑ курса Сӗнтӗрвӑрринче авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнче савӑнӑҫлӑ лару тӑрура уҫнӑ, кайран вара пушар хӑрушсӑрлӑхне тивӗҫтерменнине пула вӑхӑтлӑха хупма тивнӗ шкулти ӗҫ-пуҫпа, тӗп хулари Сад микрорайонӗнче вӑхӑтра хута ярайман шкулти пушар хӑрушсӑрлӑхӗн лару-тӑрӑвӗпе интересленчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Награда паттӑрсене тупӗ // Николай КОНОВАЛОВ. http://hypar.ru/cv/news/nagrada-pattarsene-tupe

Анаталла пӑхсан, чи малтан, айлӑмра, Атӑла юхса кӗрекен шыв хӗрринче, хӗрлӗ кирпӗчрен тунӑ илемлӗ чиркӳ курӑнса кайрӗ, таҫта аякра, сылтӑмра, ҫӳллӗ ҫыран палӑрать, сулахайра куҫпа виҫейми тӑсӑлса каякан хура хӑмӑр вӑрман хыҫӗнчен тин ҫеҫ хӑпарнӑ хӗвелӗн ылтӑн урисем ӳкнипе тӗрлӗрен тӗспе йӑлтӑртатакан мӑнаҫлӑ та хӑватлӑ; шыв таҫта ҫитиех сарӑлса каять те горизонтра ҫухалать.

Куҫарса пулӑш

Сывӑ пул, хаклӑ ывӑлӑм Сергей // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫамрӑксен ушкӑнӗ ташлама чарӑнчӗ кӑна, купӑсҫӑ умне Ҫӗпритун почтальон вӗҫнӗ пек тухрӗ, кӑшт пӗшкӗнчӗ те аттисене, чӗркуҫҫисене, кӑкӑрне ҫат-ҫат ҫапса, илемлӗ кӗвӗ кӑларса тӑчӗ, унтан ҫӗрте кӑлтӑрмач пек ҫаврӑнма тытӑнчӗ, анчах иккӗ-виҫҫӗ ҫаврӑнсанах ҫӗкленчӗ те, пашкаса, чӗрине тытса, кулкаласа: «Эх, ватӑлтӑм ҫав, ма хӑть хӗрӗхре ҫеҫ мар-ши», — текелесе, хӑй вырӑнне кайса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 338–356 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех