Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Кӗскисем

Малтанах муниципалитет округӗн пуҫлӑхӗ Рудольф Селиванов сӑмах илчӗ: «Педагог - кирлӗ те хисеплӗ професси. Эсир хӑвӑр пултарулӑха куллен аталантарса пыратӑр. Сирӗн тӑрӑшуллӑ, кулленхи ывӑнмасӑр пурнӑҫлакан ӗҫӗр, шыравӑр Раҫҫейӗн ыранхи кунхи никӗсне хывма пулӑшать. Професси конкурсӗвара учитель сумне ӳстерет, муниципалитетӑн чи ӑста, талантлӑ ӗҫченӗсене палӑртать»,- терӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӗрентекенсем професси ӑсталӑхне ӳстерсех пыраҫҫӗ // Альбина АСТРАХАНЦЕВА. https://avangard-21.ru/gazeta/53012-v-re ... ekh-pyracc

…Тепӗр кунне ӗҫ вӑхӑчӗ пуҫланнӑ-пуҫланманах Урӑлманкин ӗнерхи ҫи-пуҫпах медпункта чихлата-чихлата, кӑраланса-тулкӑшса, ҫулӑм ҫинчи пӑрака хуранӗ пек вӗресе пырса кӗчӗ те алӑк сули урлӑ каҫнӑ-каҫманах хӗсӗк хура куҫӗсенчен хаяр вучӗ сирпӗткелесе, пырне хӑйӑрттарса, «пунк! тапса, вӗчӗрхӳ ҫӳпҫине вӑнк! ӳпӗнтерсе ячӗ» (хӑйӗнчен килти «цехра» юхтарнӑ эрех шӑрши кӳ! те кӳ! ҫапать):

Куҫарса пулӑш

Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.

Хӑйсем вара, шӗмпӗлтсем (вӗсенчен ытларахӑшӗ икӗ ҫул каялла кӑна Ҫӗнтерӳпе вӗҫленнӗ Аслӑ Аттелӗх вӑрҫинче пуҫӗсене хунӑ ашшӗсен «тимӗр аллисене», ҫемьери йӗркесӗрлӗх, сӑпайсӑрлӑх чиккине, «кӑкарӑҫне» туймасӑр яру ярӑнса ӳснӗскерсем) ял касса, ҫырма-ҫатра тӑрӑх ҫавӑрттарса, арҫуриленсе ҫӳресе, унта ура йӗрлемен, алӑ тӗкӗнмен, «шӑлпа ҫыртса тӗрӗслемен» вырӑн та хӑварман ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

«Пуҫа ҫухатрӑм» — хисеп тупрӑм // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 207–214 с.

«Сегодня свой день рождения отмечает Минтимер Шарипович Шаймиев – Государственный Советник республики, Герой труда России, видный государственный и общественный деятель, обладающий непререкаемым авторитетом и заслуженным уважением, первый Президент Татарстана, человек, благодаря которому о Татарстане узнал весь мир», – заметил руководитель республиканского парламента.

Куҫарса пулӑш

Паян, кӑрлачӑн 20-мӗшӗнче Тутарстанӑн пӗрремӗш Президенчӗ, ТР Патшалӑх Канашҫи Минтимер Шаймиев 88 ҫул тултарчӗ // Хусан тӑрӑхӗ. https://suvargazeta.ru/news/cn-khyparsem ... 88-cul-tul

«Раҫҫей Федерацийӗн правительствине Раҫҫей Федерацийӗн субъекчӗсен пурнӑҫлакан органӗсемпе пӗрле: Раҫҫей Федерацийӗн субъекчӗсенче инвалидсем валли протезпа ортопеди пулӑшӑвӗпе усӑ курма май пуррине тивӗҫтерес тӗллевпе протезпа ортопеди организацийӗсен сетьне туса хатӗрлемелли мероприятисен планне туса хатӗрлемелле. Срок - 2025 ҫулхи пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗ,»- тенӗ документра.

Куҫарса пулӑш

Путин реабилитаци организацийӗсем тумалли план хатӗрлеме хушнӑ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/sotsiall-kh- ... hn-4070282

Иккӗмӗш вырӑна Инзулия Табаева (Урмаел вӑтам шкулӗ), Инзиля Низамтдинова (Урмаел вӑтам шкулӗ), Анастасия Лукиянова (Ҫӗнӗ Мӑрат вӑтам шкулӗ), Полина Романова (Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулӗ), Снежана Рамская (Ҫӗнӗ Мӑрат вӑтам шкулӗ), Лиана Хайбуллина (Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулӗ), Анастасия Николаева (Нӗркеҫ вӑтам шкулӗ), Ангелина Павлова (Комсомольски 1-мӗш вӑтам шкулӗ) йышӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Алӑ вӑйне виҫсе ӑмӑртрӗҫ // Ирина Ильина. http://kasalen.ru/2023/12/05/%d0%b0%d0%b ... %97%d2%ab/

Ҫу каҫа ӑшалакан хӗвелпе пиҫсе хурални, ӳт-тире йӗпе-сапа та витрелетсе ҫӑвакан ҫумӑр витӗрлени кӑна мар, чӗре карти татӑлмаллах выҫӑпа кавсӑлни те, кунсерен ыйхӑ татни те, ытти таппа-тан йывӑрлӑхсем те пулчӗҫ кунта, анчах каллех вӗсене чӑтма ир тӑрсан та, каҫ выртсан та куҫ умӗнчех тӑракан Полина сӑнарӗ, унпа хӑйӗнпе кӗҫ-вӗҫ курнӑҫас шанӑҫ чун ҫирӗплӗхӗ те тӳсӗмлӗх парса тӑчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Мероприяти ҫемье командисен ӑмӑртӑвӗ пулса тӑнӑ, ӑна ҫемье ҫине хисеппе пӑхассине ӳстересси, ҫемье хутшӑнӑвӗсенче лайӑх опыт йӗркелесси, пӗрлехи пултарулӑх ӗҫ-хӗлӗ патне туртӑнасси, ачасемпе ҫитӗннисем пӗр-пӗрне ӑнланасси, пӗр-пӗрне пулӑшасси, хӑйшӗн тата команда членӗсемшӗн явап тытасси, ҫемьери хутшӑнусене ҫирӗплетесси, обществӑн культурине ӳстересси ҫине тӗллев лартнӑ.

Куҫарса пулӑш

Раҫҫейри Ҫемье ҫулталӑкӗ тӗлне // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/eme/2024-05- ... ne-3765204

Комсомольски 1-мӗш вӑтам шкулӗн математика тата кӗҫӗн классен учителӗсем Н.В.Серебровӑпа Т.В.Капралова, Хирти Мӑнтӑр вӑтам шкулӗнче акӑлчан чӗлхине вӗрентекен Е.С.Данилова, Шурут, Хирти Явӑш шкулӗсенче математикӑпа пӗлӳ паракан И.В.Зотовӑпа Г.В.Комиссарова, Кӗҫӗн Ҫӗрпӳел вӑтам шкулӗн истори учителӗ С.С.Наумов, «Лейсан» ача сачӗн учитель-дефектологӗ И.Т.Сахрова хисепе тивӗҫрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Педагогсемпе ачасене телейлӗ ҫулталӑк кӗттӗр // Л.ШУРЯШКИНА. http://kasalen.ru/2023/02/22/%d0%bf%d0%b ... %b0%d0%bb/

Патшалӑх Канашӗн депутачӗн Сергей Семеновӑн та пуҫлӑхсем тӗлӗшпе требованисем уҫӑмлӑ: «Ман шутпа, хальхи вӑхӑтра муниципалитетсене хуҫалӑх ҫыннисен ертсе пымалла - политика енӗпе «сӑрланман», ҫӗнӗ шухӑшлавлӑ, ӑслӑ, цифра технологийӗсене, производствӑна ӑнланакан, бюджет укҫипе тухӑҫлӑ усӑ курма пӗлекен, ҫав вӑхӑтрах бюджет тулашӗнчи укҫана та явӑҫтараякан ҫынсем пулмалла.

Куҫарса пулӑш

ПУҪЛӐХСЕН РОТАЦИЙӖ тата муниципалитет реформинчен нумай кӗтни ҫинчен // Николай КОНОВАЛОВ. http://putpobedy.ru/publikatsii/11703-pu ... ni-cinchen

Ӗмӗтленнӗ ӗмӗтӗрсем пурнӑҫланса пыччӑр. Ырӑ пурнӑҫ ҫӑлтӑрӗ йӑлтӑр-йӑлтӑр ҫиҫтӗр умӑрта. Умри ҫулӑра ырӑ тӗллев ҫутаттӑр, Ачӑрсенчен те курӑр пархатар. Хальхи пекех ан усӑнтӑр ҫунатӑр. Ан ватӑлӑр эсир, ан чирлӗр нихӑҫан, Куллен хавас утса ҫӳрӗр, Ялан пулӑр пирӗнпе пӗрле Йышра, тулли кӗрекере. Ӑшӑ салампа – Ҫтерлӗ хулинчи чӑваш наципе культура автономийӗ, чӑваш культура пӗрлӗхӗ.

Куҫарса пулӑш

Иван Васильевичпа Людмила Исааковна ЕФИМОВСЕМ // Инга Алексеева. https://ursassi.ru/articles/salamlanisem ... em-3850176

Кӗркури ҫапла тархасланипе Анфис аппа сасартӑк ун ҫине тинкерчӗ те: — Чӗре ӗненмест манӑн, пулма пултараймасть, вунӑ-вуникӗ ҫул хушшинче пирӗн патра пулман кун иртмен санӑн, хам ывӑл пек пӗлсе, хӑнӑхса ҫитрӗмӗр, нихӑҫан кӑмӑлсӑр юмах-сӑмах пулманччӗ… анчах сӑлтавӗсем халӗ… Чӑннипе кала, ывӑлӑм Кӗркури, чӑннипе. Чӑнлӑх ҫиеле тухатех. Эпӗ мар, халӑх суд тутӑр, — терӗ юлашкинчен.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Акӑ ӗнтӗ куҫ самаях кӗмӗлленнӗ Атӑла та, ун ҫинчи дебаркадерсене те, пристаньсене те, вӗсен ҫумне юнашса тӑнӑ пӑрахутсене те, тиевре тӑракан баржӑсене те, башньӑллӑ е порталлӑ крансене те, кӑкарӑнса тӑракан, лӑпкӑ хум ҫинче палӑри-палӑрми чӳхенекен кимӗсене те, шӗпӗлтетсе ҫырана лӑч-лач пырса ҫапӑнакан пӗчӗк хумсене те, тӗтрепе пиеленнӗ таврари ҫурт-йӗре те самаях уяма пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Республика Правительствин членӗсемпе, федерацин ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсен вырӑнти тытӑмӗсен тата хула округӗсен ертӳҫисемпе ирттерекен планеркӑна ӗнер Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев хӑшпӗр йышӑнупа килӗшӳллӗн 2016 ҫулта федераци бюджетӗнчен пирӗн республикӑна 4 млрд ытла тенкӗ куҫмаллине, ҫав нухратран хӑш тытӑма мӗн чухлӗ укҫа тивӗҫессине палӑртнинчен пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫамрӑксене ҫыхӑнтаракан юхӑм кирлех // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

Асӑну митингне хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Виталий Михайлов, район администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ — общество инфратытӑмӗн аталанӑвӗн пайӗн ертӳҫи Екатерина Филиппова, Канаш хулин, Канаш тата Тӑвай районӗсен ҫар комиссарӗ Юрий Барышов, Афганистан ветеранӗсен Раҫҫейри союзӗн районти уйрӑмӗн председателӗ Валерий Калиганов тата унӑн пӗрремӗш ҫумӗ Герман Николаев хутшӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Унтанпа 33 ҫул иртрӗ // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2022/02/18/%d1%83%d0% ... 82%d1%80e/

«Анат тата Тури Тимӗрчкасси ялӗсенче пурӑнакансем Питрав кунӗнче культура ҫурчӗ умне пуҫтарӑнчӗҫ. Ҫак кун вырӑнти культура ӗҫченӗсем йӗркеленипе ватти-вӗтти вӑййа тухрӗ. Капӑр чӑваш тумӗллӗ хӗрарӑмсем мӗн авалтан пыракан чӑваш халӑх юррисене шӑрантарса ҫаврӑм туса ҫаврӑнчӗҫ, хуткупӑс кӗввипе ташларӗҫ, вӑйӑсем вылярӗҫ. Уяв ҫӗрлечченех тӑсӑлчӗ», — пӗлтерет Татьяна Морозова.

Куҫарса пулӑш

Халӑх йӑли-йӗркипе уявсем иртнӗ // Юрий Гаврилов. http://kasalen.ru/2024/07/19/%d1%85%d0%b ... %bd%d3%97/

Хӑшӗсем татах хушса: — Хӗрхенни паллах, ахальтен каламарӗ вӗт ывӑлӗн ачалӑхӗ мӗнле асаплӑ та йывӑр пулнине, ашшӗпе ама ҫури амӑшӗ ӑна мӗнле суйса асаплантарнине. Ҫав чӑнлӑха халӑх тата суд тӑвакансем ӑнланса, кӑштах та пулин ҫӑмӑлрах приговор ҫырасса, персех вӗлермелле ан туччӑр тесе каларӗ вӑл. Ун чухне ҫын вӗлернӗшӗн персе пӑрахмалли саккун пуррине ӑнланнӑ, шеремет, — терӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Гаврил чунне — юратупа тулнӑ чун-чӗрине — кунашкал хыпар та пусараймасть, мӗншӗн тесен хӗр сӑн-пичӗпе куҫӗсенче таса ҫулӑм явӑннине курсан, ӑна хаваслӑ туйӑм малтанхинчен те вӑйлӑрах ярса илчӗ; чӑнах та юратать иккен ӑна Римма, чӑнах та ӗмӗр сӳнми юратупа юратать, унсӑрӑн ӑна чун варринченех шанса калас ҫукчӗ; унсӑрӑн йӗкӗт ҫине хальхи пек пӑхас ҫукчӗ; телейлӗ ҫын вӑл — Гаврил.

Куҫарса пулӑш

2 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.

«Эпир ҫемьери сывӑ йӑла-йӗркене хаклатпӑр», «Манӑн ача чӑннипех хӑйнеевӗр», «Сывлӑхшӑн малалла талпӑнатпӑр», «Ашшӗсен канашӗ», «Тантӑшӑм, эпир сана пӑрахмастпӑр» тата ытти проект чӑннипех пархатарлӑ та сӑваплӑ, вӗсем пурте пурнӑҫа ҫӗнӗ варкӑш кӗртессипе, кунҫула ырӑрах тӑвассипе, ҫынна хӑйӗн сывлӑхне хаклама вӗрентессипе, ҫемье йӑли-йӗркине малалла аталантарассипе ҫыхӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Тӗп ыйту — сывӑ пурнӑҫ йӗрки // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2015, 37 (26689)№, 1,2 с.

Халӗ ӗнтӗ вулаканшӑн промышленность тракторӗсен завочӗ йышши сӑмах ҫаврӑнӑшӗсенчи иккӗмӗш сӑмахне мӗншӗн нумайлӑ хисеп формипе калама кирли ӑнланмалла пулӗ: тӗслӗхрен, промышленность тракторӗн (кунта трактор сӑмаха тӗп падеж формипе калама ҫук) завочӗ тесе калас пулсан, иккӗмӗш япала ячӗ пӗр конкретлӑ трактора ҫеҫ пӗлтернӗ пулӗччӗ, ҫавӑнпа та ӑна нумайлӑ хисепре каламалла.

Куҫарса пулӑш

2 // А.Е. Горшков. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 46–70 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех