Кӗскисем
Канашлура темех калаҫса татӑлайман пулин те, Атӑл ҫынни йышӑнакан позици тӗплӗ те принциплӑ пулни, Маркс вӗрентӗвӗпе пурнӑҫра усӑ курма пӗлни, революцилле социал-демократсем палӑртса хунӑ ҫул, рабочи класс ҫӗнтерӗвӗшӗн пыракан кӗрешӳ ҫул-йӗрӗ, пӗртен-пӗр тӗрӗс ҫул пулни пирки ним чухлӗ те иккӗленменни Надежда Константиновнӑна чӗререн савӑнтарнӑ, хумхантарнӑ.
Йывӑр та телейлӗ пурнӑҫ // Вера Дридзо. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 4-8 с.
Мускаври чӑваш офицерӗсен «Сыны Отечества» обществӑлла пӗрлешӗвӗн председателӗн ҫумӗ, ҫар наукисен докторӗ Иван Николаев полковник Антип Николаевӑн иртнӗ вӑрҫӑра Александр Матросов паттӑрлӑхне кӑтартнӑ чӑваш салтакӗсем – Михаил Родионовпа Николай Афанасьев ҫинчен ҫырса кӑтартнӑ очеркӗсем пулас хӳтӗлевҫӗсене воспитани парас ӗҫре хытӑ пулӑшнине палӑртрӗ.
Салтак чӗрин астӑвӑмӗ // Валерий КОШКИН. Ҫӗнтерӳ ҫулӗ, 2019.07.24
Вырӑсла калаҫакан арҫын хӑйӗн шухӑш-кӑмӑлне пӗлтерчӗ: «Геннадий Николаевичӑн ҫӗр улмийӗ яланах пахалӑхпа палӑрать. Ҫулсем витӗр тӗплӗ тӗрӗслев витӗр тухнӑ продукци. 13 ҫул Самарӑна турттаратпӑр ӑна, хулари суту-илӳ вырӑнӗсене, пасарсене, шкул апатланӑвӗн комбиначӗсене тивӗҫтерсе тӑратпӑр кунтан куртӑммӑн тиесе кайнӑсерпе. Сезонра вӑтамран 20-25 рейс та пулать».
Ҫӗр улми пуҫтармалли вӑхӑт // Эвелина МИХАЙЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/12390-c-r-ul ... lli-v-kh-t
Ӗҫ биографине малалла тишкерсен вӑл Хусанти Н.Бауман ячӗллӗ ветеринари институчӗн аспиранчӗ, биологи наукисен кандидачӗ, профессор, академик, Вологодски институчӗн ветеринари факультечӗн деканӗ, Волгоградри патшалӑх ял хуҫалӑх институчӗн выльӑх-чӗрлӗх физиологийӗпе ветеринари кафедрин заведующийӗ, республикӑри тӗп ветеринари инспекторӗ пулни те курӑнать.
Ӗҫӗпе мухтавлӑ, чунӗпе пуян // Альбина ИВАНОВА. https://avangard-21.ru/gazeta/52536-c-pe ... pe-puyan-2
Вӗсенчен пирӗн таврари ял-хуҫалӑхӗпе пачах ҫыхӑнман ӳсентӑрансен ячӗсем (бодяк «пиҫен» йышши ҫумкурӑксен, белена «тилпӗрен» йышши наркӑмӑшлӑ курӑксен е борщевик «пултӑран» йышши культурӑна кӗртекен курӑксен ячӗсене шутламасан та) — 80 яхӑн, вӑл шутра пирӗнтен питӗ инҫетри географи тӑрӑхӗсенче ӳсекеннисен ячӗсем: агава, айва, ананас, анчар, бамбук, банан, батат.
Чӑваш чӗлхин пурнӑҫри вырӑнӗпе пӗлтерӗшӗ тата терминологи ӗҫӗн задачисем // М. И. Скворцов. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 3–24 с.
Район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров, Тутарстан тата Ульяновск облаҫӗнчи патшалӑх пурлӑхне тытса пыракан Федерацин агентствин регионсен хушшинчи территорири управленийӗн ертӳҫи Альберт Хайрутдинов, район прокурорӗ Олег Гайнутдинов «Ҫӗпрелӗнчи отрасль технологийӗсен техникумӗнче» тата 1 номерлӗ Кивӗ Ҫӗпрел вӑтам шкулӗнче иртнӗ савӑнӑҫлӑ мероприятисенче хутшӑнчӗҫ.
Янӑра, шӑнкӑрав, ан шӑплан! // Римма Мавлютова. https://chuprale-online.ru/news/tp-khypa ... -an-saplan
«Виҫӗ ҫул министр пулнӑ вӑхӑтра эпир пысӑк ӗҫсем турӑмӑр,– терӗ. – Вӗрентӳ министерствине наука структурине йышӑнтӑмӑр. Ректорсене ӑнланса ӗҫленӗшӗн пысӑк тав. Республикӑра ППЭ пуҫларӑмӑр. Професси паракан заведенисене ҫӗнӗлле ӗҫлеме программӑсем хатӗрлерӗмӗр. Вӗрентӳ системинче модернизаци туса оптимизаци пуҫларӑмӑр», – терӗ вӑл коллективпа сывпуллашса.
Ҫӗнӗ министр // Сувар. «Сувар», 26(704)№, 2007.06.29
А как ныне имя наше властию всевышней десницы в России процветает, того ради повелеваем сим нашим имяным указом: кои прежде были дворяне в своих поместиях и водчинах, оных противников нашей власти и возмутителей империи и раззорителей крестьян ловить, казнить и вешать и поступать равным образом так, как они, не имея в себе христианства, чинили с вами, крестьянами.
Тӗлӗнтермӗш хӗр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
«Юратаҫҫӗ кӑна мар, ӑнӑҫлӑ ӗҫлеме пӗлеҫҫӗ. Районӑн хӑвачӗсем пӗчӗк мар. Ахальтен мар эсир иртнӗ ҫула тивӗҫлӗ вӗҫленӗ», - Муркаш районӗнче ӗҫлесе пурӑнакансене ҫапла пысӑк хак панинчен пуҫларӗ Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев районӑн социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвне пӗтӗмлетессине тата 2016 ҫулхи тӗллевсене палӑртассине халалланӑ анлӑ канашлӑва.
Муркашсем ĕçлеме юратаççĕ // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 4; 29-30№
Ула Тимӗр хӑйӗн чӗмсӗр, тӗнче уҫлӑхӗ пысӑкӑш ыйтӑвӗсен хуравне шыраса вӗҫӗ-хӗррисӗр инҫе шухӑшӗпе, «кантри-ҫипписем» панн! татӑлса каясла карӑнтарса ҫивӗчлетнӗ ӑсӗ-пуҫӗпе ватайми-ҫӗмӗрейми чул ту ҫине пырса тӑрӑнчӗ, пуҫне усрӗ, варарахран тин ӑна манерлӗ ҫӗклерӗ те, куҫ тимлӗхне ҫухатса, «стрелкӑна» шухӑш урӑхрах рельс турачӗпе кӑлтӑртатса кусмалла пӑрса хучӗ:
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Гипер- (грекла хипер- «над, сверх, излишний» — унӑн антонимӗ хипо «ниже, ниже нормы») — хутлӑ сӑмахӑн пӗрремӗш пайӗ, иккӗмӗш сӑмахӑн пӗлтерӗшне хӑпартса (ӳстерсе, пысӑклатса) кӑтартать: гипертония, чӑв. гипертони (юн пусӑмӗ виҫерен ӳсни) — антонимӗ гипотония, чӑв. гипотони (юн пусӑмӗ виҫерен чакни); гипербола (геометри фигури), гипербола (литература терминӗ) т. ыт. те.
Чӗлхемӗрӗн малашлӑхӗ унӑн паянхи пуянлӑхӗнчен килет // М. Р. Федотов. Чӗлхене нормӑлас ыйтусем. — Шупашкар, 1985. — 102 с. — 6–21 с.
Тӗнчипе паллӑ синолога, Демидов премийӗсен лауреатне /1834, 1837, 1842, 1849/, Раҫҫей ӑслӑлӑхӗсен академийӗн член-корреспондентне, Парижри Ази обществин чӑн членне, Раҫҫей империйӗн Ют ҫӗршыв ӗҫӗсен министерствин Ази департаменчӗн ӑслӑлӑх ӗҫченне Никита Бичурина /1777-1863/ хисеплесе уҫнӑ музей ентешӗмӗр Китайра ӑслӑлӑх енӗпе пурнӑҫланӑ вышкайсӑр пысӑк ӗҫӗпе паллаштарать.
Шупашкарпа Аньхой ҫывӑхланаҫҫӗ // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.07.22, 114-115№
Ҫӳллӗ шайри тӗп кӑтартусен пӗр пайне ҫӗршыв Президенчӗн ҫӗршыва 2030 ҫулччен аталантармалли ҫӗнӗ тӗллевсем ҫинчен калакан указӗсене пурнӑҫланӑ май 2023 ҫул пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑхах пурнӑҫланине, ҫапла пулса тухрӗ, асӑннӑ программӑна пурнӑҫа кӗртнӗ опыта шута илсе эпир Социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвӗн 2025-2030 ҫулсенчи комплекслӑ программине ырласа йышӑнтӑмӑр.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне Ҫырупа тухрӗ // Хӗрлӗ ялав. http://gazeta1931.ru/gazeta/12828-ch-vas ... rupa-tukhr
Ӗҫ кунӗ те виҫесӗр, уроксем хыҫҫӑн — тӗрлӗ мероприяти, ачасене уяв-конкурса хатӗрленме пулӑшмалла, кабинет сӑн-сӑпачӗшӗн те учителех яваплӑ, тӗрӗслемелли тетрадьсем купипе, тепӗр урока хатӗрленмелле, пӗлӗве ӳстерес тӗллевпе вӑхӑтра курс та тухмалла, конференци итлемелле, шкултан тухсан хуҫалӑх ӗҫӗпе ӗҫлемелле, ҫав вӑхӑтрах ҫемье валли те чун ӑшшине хӑвармалла.
Тавтапуҫ сана, Вӗрентекенӗм! // Светлана Петрушкина. http://kasalen.ru/2023/12/01/%d1%82%d0%b ... %97%d0%bc/
Мӑкри кассине (Пушкин урамӗ) килсе вырнаҫнисем: Няга Иванӗ, Кӗҫтенкке арӑмӗ тата Иван ывӑлӗ (1858-1919 ҫ.ҫ.), Пайтуган Хветӗр ывӑлӗсем - Палля, Исак, Михаля, Ваҫук Уҫки ывӑлӗ Микуля, Ваҫук Уҫки ывӑлӗ Питук, Пакась, Денис Куртейӗ, Салтак Якрав, Хветӗр, Сыса Стехвин, ывӑлӗсем - Элекҫей, Исус, Тӑрши Питруха ывӑлӗсем - Хветушка, Платун, Ерепин Матви ывӑлӗ Канжель Ваҫлей (1860-1942 ҫ.ҫ).
Ҫӗнӗ Эйпеҫ ялӗ пуҫланса кайни // Ф.М.БАЙДУГАНОВ, Н.П.МУСТАЕВ. «Елчӗк Ен», 2014.06.14
Урасмет пуҫ мимийӗ ҫак вӑхӑтра калама ҫук вӑйлӑ ӗҫлерӗ, хаяр та чуна кайса тивекен сӑмахсене илтсе алманчӑн пӗрре хӗр ачана илӗртсе пӑхас, ӑшӑ сӑмахсемпе ҫавӑрас, тем пулсан та хӑйӗн юратӑвне кӑтартса парас килчӗ, тепре кӑкӑрта, алӑ чӑмӑрӗсенче, пӗтӗм шӑм-шакра хускалакан ҫилле чармасӑр, ҫакӑнтах туласа тӑкас, чи киревсӗр сӑмахсем каласа хур тӑвас кӑмӑл ҫӗкленчӗ.
7. Мӑн кӑмӑллӑ хӗр ача // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Ваттисен кунне пысӑк йышпа пӗрле пухӑнса ӑна савӑнӑҫлӑ та интереслӗ ирттернишӗн эпир Оринин территори пайӗн пуҫлӑхне В.Пушкована, ваттисен канашӗн ертӳҫине В.Вязова, пенсионерсен канашӗн ертӳҫине В.Иванова, ҫавӑн пекех спонсорла пулӑшу панӑшӑн муниципалитет округ Пухӑвӗн депутатне П.Вязова чун-чӗререн ӑшшӑн тав тӑватпӑр, ӗҫӗсенче ӑнӑҫу, ҫирӗп сывлӑх сунатпӑр.
Савӑк кӑмӑлпа уявларӑмӑр // Александр ШАРИКОВ. https://www.zp21rus.ru/glavnye-novosti/2 ... yavlar-m-r
Унӑн ӗҫне Патӑрьел муниципалитет округӗн пуҫлӑхӗ Рудольф Селиванов, ЧР ҫут ҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министрӗ Эмир Бедертдинов, ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Николай Степанов, Патӑрьел муниципалитет округӗнчи депутатсен Пухӑвӗн председателӗ Николай Тинюков, мӗн пур харпӑрлӑх формиллӗ учрежденисен ертӳҫисем, территори пайӗсен начальникӗсем хутшӑнчӗҫ.
Шыв-шур хӑрушсӑрлӑхӗ, ҫул-йӗр строительствипе хӑтлӑх, ҫӗр законодательствинчи улшӑнусем // Альбина ЕГОРОВА. https://avangard-21.ru/gazeta/53010-shyv ... ulsh-nusem
Регионта тӑлӑх ачасене тата ашшӗ-амӑшӗн хӳттисӗр юлнисене ҫемьесене вырнаҫтарас, социаллӑ тӑлӑхлӑха профилактикӑлас, ача ҫуратмашкӑн хавхалантарас, демографи лару-тӑрӑвне лайӑхлатас, йышлӑ ҫемьесене хӳтӗлес, шкул умӗнхи тата пӗлӳ учрежденийӗсенчи вӗренӗве ҫӗнӗлле йӗркелес, ачасен сывлӑхне сыхлас енӗпе комплекслӑ мерӑсем йышӑннӑ, вӗсем ӑнӑҫлӑ пурнӑҫланаҫҫӗ.
Инвестицисем — ҫамрӑксене аталантарма… // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№
Ытти сӑмах та тухрӗ-ха диспетчер ҫӑварӗнчен, ҫапла ҫеҫ те ыйтмарӗ вӑл — ытти сӑмахсем ман хӑлха ҫуммипе иртсе кайрӗҫ, хӑлхана кӗмерӗҫ, мӗншӗн тесен хура сӑн-питлӗ арҫыннӑн тилмӗрсе пӑхакан куҫӗсене куратӑп та, ҫак самантра маншӑн та бетонран хакли нимӗн те ҫук пек, бетонсӑр пуҫне мана урӑх нимӗн те кирлӗ мар пек, кунта эпӗ хам та ҫавӑншӑнах килнӗ пек туйӑнса каять.
IV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.


