Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Кӗскисем

Ҫилпе, вӑхӑт ҫитнипе тӑкӑннӑ ҫулҫӑсем ҫине пӑхсан: эпир йывӑҫӑмӑр ҫинче ирӗклӗн ӳсеттӗмӗр, вӑштӑр ҫил вӗрсен, пӗр-пӗринпе хамӑр чӗлхепе шӑппӑн калаҫаттӑмӑр, сывлӑша пӗр ӳркенмесӗр тасатма тӑрӑшаттӑмӑр, ҫу каҫа пархатар кӑтартса ӳстернӗ йывӑҫран аякка каяс килмерӗ пирӗн, еплерех эпир халӗ илемлӗ, сарӑ, хӑмӑр, хӗрхӗлтӗм курӑнса выртатпӑр, тесе калас пекех туйӑнать.

Куҫарса пулӑш

Пурҫӑн та тӗртӗҫ-ха вӗсем // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.

Ҫапла вӑл, хашка-хашка, пашка-пашка, малаллах кӑштӑртатрӗ, сӗтӗрӗнчӗ, вӑл-ку ыратни ура тӗпне ҫыпӑҫнӑ пылчӑк пек хӑпӑнса юлсан куҫӑм хӑвӑртлӑхне те ӳстерчӗ, анчах темле сыхланса пырсан та питрен-куҫран пиҫӗ турат таврашӗ шӑртти-шартти тутарса ямасӑр, алли-урине хуҫӑк турат тӗпӗсемпе е кӑнтарса тӑракан хыткан йывӑҫ тымарӗсемпе тирӗнтермесӗр-тӑрӑнтармасӑр пулмарӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Атте кулкаласа: — Толя, ан тӗлӗнтер-ха. Мӗнле пӑрахутсем ҫӳреччӗр унта? Ҫеҫен хирти юханшывсем. Вӗсем пирӗн Пӑла пекскерсем пуль. Вырӑнӗ-вырӑнӗпе ҫулла, паллах, вӗсем типсех каяҫҫӗ. Вӗсен урлӑ ҫарран каҫса ҫӳреме пулать. Урала юхса кӗреҫҫӗ пулмалла ҫав шывсем. Уралӗ хӑй те пит ӑшӑх юханшыв вӗт. Пӗве пур-тӑр-ха, Толя, шыва кӗме. Аптрамӑн. Шывӗ таса пулмалла унта, — терӗ.

Куҫарса пулӑш

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Анатолий Волков. А.Н. Волков. Атте ҫути: роман — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 368 с

Ака уйӑхӗн 8-мӗшӗнче Муркаш муниципалитет округӗн А.Г. Николаев ячӗллӗ Калайкасси шкулӗнче чӑвашсене ҫутта кӑлараканӗ тата педагог Иван Яковлевич Яковлев ҫуралнӑранпа 175 ҫул ҫитнине, Раҫҫей Федерацийӗнчи Вӗрентекенпе ӑс паракан ҫулталӑкне тата Чӑваш Республикинчи Телейлӗ ачалӑх ҫулталӑкне халалланӑ «Чӑваш ачи чӑвашах» республика шайӗнчи 7-мӗш фестиваль иртрӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш ачи чӑвашах юлтӑр! // Вӗренӳ институчӗ. https://chrio.rchuv.ru/news/2023/04/10/c ... shah-yultr

Ҫавра сӗтел ӗҫне ТР строительство, архитектура тата ҪКХ министрӗн ҫумӗ Ильдус Насыров, ТР экологи, ҫутҫанталӑкпа усӑ курассин министрӗн ҫумӗ Рустем Камалов, ҫак ведомствӑн ҫӗр ресурсӗсене сыхлассипе уйрӑм специалисчӗ Рустем Богданов, ТР ял хуҫалӑхпа апат-ҫимӗҫ министерствин ҫӗрпе пурлӑх хутшӑнӑвӗсен уйрӑмӗн пуҫлӑхӗ Александр Дружинин, пӗтӗмпе 12 ҫын хутшӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Кирлех-и завод? // Ирина Трифонова. «Сувар», 2019.03.07

Калас пулать, кил-ҫурт таврашӗ земство управин членӗн пуян ҫынсенчен кая мар: малти пӳртне хӑма ҫапса хӳтӗленӗ, кӗтессисене ярӑмӑн-ярӑмӑн кӗске хӑмапа витсе хитрелетнӗ, ҫиелтен ҫутӑ кӑвак сӑрӑпа илемлетнӗ; пӳрт ҫийӗ — хӗҫтимӗр; мӑрйи тӑрринче авӑнчӑк хӳреллӗ автан кӳлепи (ку автанӗ вара шак та ҫиле хирӗҫ ҫаврӑна-ҫаврӑна халь авӑтса ярас пек пуҫне каҫӑртса ларать).

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Ҫакӑнпа пӗрлех Англипе Францири ертсе пыракан деятельсем, США монополисчӗсем хушнӑ тӑрӑх, Совет Союзӗ вӑрҫӑ хӑрушлӑхне хирӗҫ пӗрлешсе кӗрешме сӗннипе килӗшмесӗр, фашистла агрессора «мирлӗлетес» политикӑна тытса пычӗҫ, чӑннипе ӑна Совет Союзне хирӗҫ вӑрҫӑ пуҫласа яма хӗтӗртсе тӑчӗҫ, миршӗн тӑракан ҫӗршывсен фронтне юхӑнтарса-салатса ярасси патне илсе ҫитерчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Совет халӑхӗн историллӗ ҫӗнтерӗвӗ // Прохор Трофимов. Ялав. — 1951. — № 6. — С. 1-3

«Коммунизм ялавӗ» хаҫатра вырӑсла «горнолыжник» тенине «ту ҫинчен ярӑнакан йӗлтӗрҫӗ» тесе (1976 ҫ., январӗн 13-мӗшӗ), «чемпионат Европы по художественной гимнастике» тенине «художествӑллӑ гимнастика енӗпе Европӑра ирттерекен чемпионат» тесе, «чемпионат СССР по хоккею» тенине «хоккейла выляса ССР Союзӗнче мала тухмалли чемпионат» тесе (1978 ҫ., ноябрӗн 4-мӗшӗ) куҫарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Спорт терминологине йӗркелес ыйтусем // Л. Г. Улангин, М. И. Скворцов. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 126–131 с.

Статьясен ячӗсем Завьялов куҫӗсем умӗнче вӗлтлетсе кӑна тӑчӗҫ: «КПСС XX съезчӗ йышӑннисене пурнӑҫа кӗртме пӗтӗм вӑя хурар!», «Государство пенсийӗсем ҫинчен калакан закон проекчӗ», «СШАра коммунистсене хирӗҫ ҫӗнӗрен кӗрешӳ пуҫласа яма тӑни», «Иркутскри ГЭС строителӗсем Ангара урлӑ кӗпер хывма тытӑннӑ», «Империализм агенчӗсем Познаньре тӑшманла провокаци туни…»

Куҫарса пулӑш

3. Ҫул-йӗр пуҫламӑшӗ // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

= хурт-хӑмӑрпа ӗҫлемелли материалсене (таварсене) юридициллӗ вӑйра тӑракан предприяти-организацисенчен, индивидуаллӑ предпринимательсенчен е килти хушма хуҫалӑх тытакансенчен тата Чӑваш Республикин Ял хуҫалӑх министерстви ҫирӗплетнӗ «Професси тупӑшӗ ҫине хуракан налук» ятарлӑ налук режимӗпе усӑ куракансенчен министерство пӑхнӑ переченьпе килӗшӳллӗн туянма.

Куҫарса пулӑш

Килти хушма хуҫалӑх валли // Ҫӗнтерӳ ялавӗ. https://www.zp21rus.ru/obshchestvo/22136 ... l-kh-valli

Пульницӑна ҫулсӑр-мӗнсӗр талпӑнакан Виссарион, паллах, ҫавнашкал тепӗр «концерт лартасси» ҫинчен аса та илмерӗ; пысӑк ӗҫ тунӑ вӑл паян участокра — электроэнерги пур, строительство кал-кал пыма кирлӗ, Тылымра та пӗчӗкех ӗҫ туман — унсӑрӑн Маржанад, «иккӗ» хыҫҫӑн «пиллӗк» илнӗ пек савӑнса, ӑна тем тери тав тумӗччӗ; паян ҫуралнӑ ача ашшӗ те кӗтет ӑна пульница патӗнче.

Куҫарса пулӑш

5 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 303 с.

Кӗҫех унта, сӗтел ҫинче, пӳрт анлӑшне тӑван ен шӑршине сарса ӑшӑ, паш хӑпарса пиҫнӗ ҫӗнӗ ҫӑкӑр та, сив апат-ҫырткаламаллисем те, тин ҫеҫ вӗри кӑмакаран кӑларнӑ ашпа ҫӗрулминчен пӗҫернӗ кукӑль та, вӗри яшка чашӑкӗ те, чӑп тулли тултарнӑ килте вӗретнӗ сӑра кӑкшӑмӗ те («ҫутти-симӗсси», «йӳҫҫи-хӑватли» таврашӗ ку хутӗнче юри «вӑхӑтлӑ» пулмарӗ) хӑйсен вырӑнӗсене йышӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Пӑртас, Кивьял Хапӑс, Рункӑ, Ҫӑлкас Кӑкшӑм, Хурӑн Кӑкшӑм, Чалӑм Кӑкшӑм, Вӑрман Кипек, Ҫӑкаллӑ Явӑш, Пӑваяль, Кив Шуртан, Вӑрманкас, Утар, Енӗш, Уравӑш, Ҫарӑклӑ, Мӑн Явӑш, Кив Сӑрьел, Мӑньял Хапӑс, Ершепуҫ, Кӳстӳмӗр, Шӗнер Ишек, Сӑкӑт ялӗсенче, Вӑрнарти Центральная, Ягодная, Запрудная, Молодежная, Апнерка тата ытти хӑшпӗр урамсенче электричество линийӗсем йӗркесӗре тухнӑ.

Куҫарса пулӑш

Пӑр ытамӗнче // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11755-p- ... -ytam-nche

Тӗл пулура 2024 ҫулта коммуналлӑ услугӑсен тарифӗсене индексацилессипе, Ҫӗнӗ ҫул тата раштав уявӗсене хатӗрленсе ирттернӗ чухне ҫынсем массӑллӑ пулакан вырӑнсенче пушар хӑрушсӑрлӑхӗпе тивӗҫтерессипе, ҫулсене хӗллехи вӑхӑтра пӑхса тӑрассипе контрактсене мӗнле пурнӑҫланипе ҫыхӑннӑ ыйтусене тата ҫулсене нормативлӑ шая ҫитерессипе тӑракан задачӑсене сӳтсе яврӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ял ҫыннисем хӑтлӑрах пурӑнма тӑрӑшаҫҫӗ // Ҫӗнтерӳ ялавӗ. https://www.zp21rus.ru/glavnye-novosti/1 ... -t-r-shacc

Шырасан-шырасан, стена ҫумне, ӑшӑтмалли батарейӑпа юнашар, ҫын куҫне курӑнмалла мар ӑсталаса ҫапса лартнӑ кассӑна, стена тӗслӗ фанертан майлаштарнӑскерне, уҫать те унта тӗркемӗ-тӗркемӗпе укҫа арканса выртнине курать, Малтан укҫа тӗркемӗсене васкавар йӑта-йӑта машина ҫине куҫарать, унтан заместителӗн пӳлӗмне канистрӑри бензинпа лӗчӗр-лӗчӗр пуличчен сапса тухать.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑтмахра пурӑнакана суда мӗн-ма чӗнеҫҫӗ-ха! // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Вырӑнти клуб ертӳҫи Елена Иванова ертсе пынипе Ирина Кузьмина, Людмила Епифанова, Алевтина Мордвинова, Елена Степанова, Надежда Сергеева, Лидия Ярабаева, Надежда Васильева, Галина Федорова, Ольга Антонова, Соня Макарова, Галина Савельева, Валентина Болюбаш иртнӗ ҫулхи март уйӑхӗнчен пуҫласа 3 метр сарлакӑш тата 6 метр тӑршшӗ 53 сетка ҫыхнӑ, икӗ кикимора костюмӗ тунӑ.

Куҫарса пулӑш

«Вӗсем пире, эпир вӗсене сыхлатпӑр» // Надежда Родионова. https://ursassi.ru/articles/%D0%A5%D0%B0 ... -r-3850149

«Виртуаллӑ юратӑва ӗненсех каймастӑп. Вӑл соцсеть тулашӗнче аталанаймасть пек туйӑнать. Иккӗмӗш сыпӑкри пиччем Интернетсӑрах, ӑнсӑртран, пулас арӑмӗпе паллашрӗ: телефонпа йӑнӑш шӑнкӑравласан хӗр тытнӑ. Вӗсем ҫапла калаҫса кайнӑ, кайран тӗл пулнӑ, пӗрлешнӗ. Пӗччен пулмасса, ватлӑха /пурӑнса ҫитсен ӗнтӗ/ юратнӑ мӑшӑрпа кӗтсе илессе шанатӑп эпӗ», — тенӗччӗ Валериан.

Куҫарса пулӑш

Такӑнсан - тӑратӗҫ, чун нишлӗленсен - таптӗҫ // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.05.26, 20 (6113) №

Ҫакна бригадир асӑрхаса: — Ҫак шурӑ татӑксене кашни икӗ метртан ҫыхнӑ. Вӗсем посадка ретне кӑтартаҫҫӗ. Туя ҫинчи пӗр метртан тунӑ паллӑ, йывӑҫ лартмалли ретри шӑтӑк вырӑнне пӗлтерет. Ҫапла иккӗн пӗрле вунӑ метр тӑршшӗ вӗрене туртса тӳрех пилӗк ретри йывӑҫ лартмалли вырӑнсене паллӑ туса хӑваратпӑр. Ҫав паллӑпа вара шӑтӑксем чаватпӑр, — терӗ, мана шаларах кӗме чӗнсе.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Ял хуҫалӑх предприятийӗсен ертӳҫисем умӗнче вӗрентекен докладсемпе Пишпӳлек районӗнчи тӗп агроном Линар Самигуллин, Пишпӳлек районӗнчи тӗп инженер Александр Новиков, Пишпӳлек районӗнчи Гостехнадзор инспекцийӗн специалист-эксперчӗ Алсу Халилова, Пушкӑрт Республикинчи районсен хушшинчи «Россельхозцентр» филиал пайӗн пуҫлӑхӗ Флорит Исламов сӑмах тухса каланӑ.

Куҫарса пулӑш

Пишпӳлек районӗнче Уй-хир кунӗ-2024 иртнӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/yal-khu-al-k ... tn-3862742

Ҫапла, тӗлӗ-йӗрӗпе ӑнланаймасть пулин те ку вӑрттӑплӑха Дина, ҫакна вара тӗшмӗртет-тӗшмӗртетех хӗр: ҫут тӗнчере мӗн чӗрӗ — ҫав япалан ҫеҫ чунӗ пур; ыратать-и унӑн вулли-кӗлетки, туять-и вӑл сивве-шӑрӑха — ҫав ҫеҫ кун ҫутине сисӗмлеме, чӑнлӑхлама пултарать: ытти — хӑть пусахла, хӑть вӑйрат мимене хӗреслӗ-пирлӗ — чӗрӗ чун хӑтлантарӑшӗ анчах, шухӑш вӗҫевӗ, кӑмӑл ҫуначӗ.

8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех