Кӗскисем
«Тӳлев — ҫирӗплетнӗ виҫеллӗ. Чӑваш Енре вӑл 24604,30 тенкӗпе танлашать. Енчен те ҫемье тӳ-рех темиҫе ачана воспитани пама илнӗ пулсан, тӳлеве кашни ачашӑн параҫҫӗ. 7 ҫултан аслӑрах, инвалидноҫлӑ е пӗртӑван ачасене хӑвӑр ача пек ҫыртарнӑшӑн кашни ачашӑн 187996,90 тенкӗ илме пулать», — палӑртнӑ Раҫҫей Социаллӑ фончӗн Чӑваш Енри уйрӑмне ертсе пыракан Валерий Николаев.
Ача усрава илекенсене пулӑшу кӳреҫҫӗ // Каҫал ен. http://kasalen.ru/2024/10/18/%d0%b0%d1%8 ... %ab%d3%97/
Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ Николай Прокопьев юрӑҫ, 33-мӗш мехколонна аслӑ механикӗнче тӑрӑшнӑ Петр Терентьев /халӗ — ял старости, ял пухӑвӗн депутачӗ/, почтальонра вӑй хунӑ Ольга Егорова, районти комсомол организацийӗнче, ялти библиотекӑра хастар ӗҫленӗ Ольга Терентьева шкул ачисене хӑйсен ӗҫ-хӗлӗ ҫинчен кӑсӑклӑ, асра юлмалла каласа кӑтартрӗҫ.
Техника - нумай, ача-пӑча вара... // Ирина ИВАНОВА. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№
Кун хыҫҫӑн ҫынсен ирӗксӗрех савӑксӑр шухӑш ҫуралчӗ: комиссар кайсан, пӗтӗм пурнӑҫ Аким-пашаран кӑна килет, кам та кам хӑйне хирӗҫле калаҫнӑ — ӑна тавӑратех, Курмышов майлӑ пулнисем те йывӑрлӑха кӗрсе ӳкӗҫ; пурте тенӗ пекех кунта строительство вӗҫленичченех ӗҫлесшӗн, мӗншӗн тесен пӗтӗм ӗҫе пӗтерсен тин килӗсене таврӑнакансене Шупашкарта хваттер шантарчӗҫ.
4 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Ертӳҫӗсем — агрохолдинг гендиректорӗ — тӑхӑр теҫетке пуҫтарса пыракан ывӑнма пӗлми Иван Казанковран пуҫласа Мускавран килнӗ КПРФ Тӗп комитечӗн Пӗрремӗш секретарӗн пӗрремӗш ҫумӗ Юрий Афонинпа ыттисен хӗрӳ саламӗсем хыҫҫӑнах сцена ҫине тахҫанах халӑх хисепӗ пулса тӑнӑ Вячеслав Христофоровӑн «Янра, юрӑ» ушкӑнӗ тухсан, чылайӑшӗ чӑтса тӑраймарӗ, ташша ячӗ.
Телейпе ырлӑх утравӗ // Е.ПЕТРОВА. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/07/2 ... b0%d0%b2e/
Ҫӗрте армак-чармак патак выртать-и — унтан-кунтан хуҫатӑн та, пистолет-наган хатӗр; ҫырмари вӗтӗ чулсем, пӳрне вӗҫӗ пекскерсем, рогатка-пӑшал пульлисем вырӑнне аван пыраҫҫӗ; турпассемпе хӑйпӑк таврашне речӗпе чиксе тухнӑ тӑк — ҫывӑхрах чикӗ, кунтах пограничникӗсем те пулма тивӗҫ; тулса ларма пуҫланӑ ҫӗр улми пуссисенче вара тӗрлӗ штабсем, окопсем, дзотсем…
Аслӑ амӑшӗ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.
Муниципалитет округӗнчи тӗрлӗ активлӑ ӗҫе хутшӑнакан, ҫулӗпе сумлӑраххисенчен Мария Сергеевна Кузьмина, Римма Антоновна Гурина, Валентина Ивановна Васильева, Зоя Васильевна Герасимова, Нина Ивановна Никифорова, Зинаида Васильевна Иванова, Нина Николаевна Иванова, Фаина Аркадьевна Тимофеева, Мария Васильевна Ефремова тата ытти ӗҫ ветеранӗсене асӑнмалла.
Хастарлӑха ӳстерет, ӗмӗре вӑрӑмлатать // Наталия ФЕДОРОВА. https://yantik-press.ru/press/news/2025/ ... aramlatat/
Паллах, ку иртнинчи юрату сукмакӗ ҫинчи «тумхах» хӗрпе каччӑ кӑмӑлне «ҫурхи вӑйӑри чуччу ярӑнтараймарӗ», анчах ӑна, кӑмӑла, шартах хуҫса та пӑрахаймарӗ, вӑш-вӑш вӑшлаттарса вӗрекен ҫилӗ те вӗсене сивӗтеймерӗ, анӑҫра анакан хӗрлӗ шан пек ӑшӑ хӗвел те халӗ ылтӑннӑн-кӗмӗллӗн йӑлтӑртатакан, вӗсен пӗрлехи пуласлӑх ҫулне яр ҫуттӑн ҫутатакан ырӑ паллӑ пек курӑнчӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Ҫакӑн пек педагогсен йышнех Анфиса Георгиевна Ильмурзинӑна, Геннадий Васильевич Михеева, Николай Александро вич Румянцева, Антон Егорович Сорокина, Кузьма Дмитриевич Сорокина, Зоя Александровна Федоровӑна, Ирина Николаев на Башкировӑна, Анастасия Андрияновна Ямковӑна, Николай Гаврилович Мулеева, Виктор Васильевич Илюкова тата ыттисене те кӗртме пулать.
Аслӑ ҫул // Валери Туктар. «Сувар», 2010.01.15, 3№(837), 5 стр.
Литература критикӗсемпе тӗпчевҫисем хушшинче Н. Мартынов талантне чи малтан асӑрхаса тивӗҫлӗн хаклакан Ю. Артемьев пулнӑ: ҫыравҫӑн «Урпашра та вутчуль пур» ятпа тухнӑ иккӗмӗш кӗнекине (ку кӗнеке авторӑн — «Этем илемӗ» пӗрремӗш кӗнеки хыҫҫӑн ҫирӗм ҫултан тин кун ҫути курнӑ) тишкерсе вӑл чӑваш писателӗсен йышне тепӗр пултаруллӑ ҫыравҫӑ хушӑннине палӑртать.
Саланнӑ саманара нитне ҫухатмасӑр хӑтлӑх шыранӑ писатель // Борис Чиндыков. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 3-8 с.
Ҫакнашал ҫыхӑну пурри аван, анчах, икӗ уйӑх каялла кӑна ректор должноҫне тулли правӑпа /аслӑ шкул ертӳҫине палӑртмалли суйлавра Андрей Евгеньевич ытти кандидатсенчен чылай нумайрах сасӑ /94 %/ пухса ҫӗнтерчӗ/ йышӑннӑ Андрей Макушев малашнехи хутшӑнусем информаципе ылмашӑнни ҫинче кӑна никӗсленмессе, пирӗн пӗрлехи социаллӑ проектсем «пиҫсе тухасса» шанать.
Кадрсен ҫитменлӗхӗ ура ан хутӑр // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.06.28, 100№
Сисмесӗрех куҫ умне кунран кун малалла капашакан, чечекленсе вӑй илекен пӗтпӗлтӗк путене сассиллӗ, ылтӑн тырри-пулли тинӗс пек хумханакан тӑван ҫӗрӗм-шывӑм, куҫ тулли илемлӗ ҫилҫунат — Шупашкарӑм, Сарри-паттӑр чӗриллӗ, ылтӑн алӑллӑ ӗҫчен, хастар ентешӗмсем, Нарспирен те ырӑрах та хитререх савни тӗсленсе тухрӗҫ, хӑлхара «Асран кайми аки-сухи» янӑраса кайрӗ…
Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.
Тен, хушӑран автор операци технологийӗпе техникине ытлашширех пусӑмлатса ҫырса кӑтартать, анчах та ҫакна тимлени вӑл чӑн-чӑн профессионал, Турӑ чуптунӑ хирург пулнине туйса илме май парать; пурнӑҫ сухи тарӑн пынӑ ҫӗрте дилетантизм валли вырӑн ҫук, шӑпах ҫак тӳрре кӑларать пуль тетӗп эпӗ автора хӑш-пӗр кӑлтӑк-сӑлтӑк пирки тиркешсе калаҫма кӑмӑллисен умӗнче.
Илемлӗ хайлаври типсемпе вӗсен пурнӑҫри прототипӗсем ҫинчен // Юрий Артемьев. https://chuvash.org/content/3128-%D0%98% ... 1%80%D0%B8
Ир-кӳлӗм, кӗтӗве клевер ҫине хуса тухнӑ чух (шӑнтсан, колхоз ҫулсеренех ӗнесене кунта хуса тухать ҫитерме, мӗн юр ӳкичченех вӗсене ҫавӑн валли ятарласа тунӑ ҫурма ӑшӑ хуралтӑсенче пурӑнтарать) — уяртаслаччӗ, вичкӗн ҫил кастара-кастара вӗретчӗ, пӗлӗтсене, ӗнер анчах йӗс ывӑс пек курӑнакан хӗвеле паян та часрах курӑнтарма, хӑяматалла татти-сипписӗр хӑвалатчӗ.
5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Анчах тӑван чӗлхе общество сферисене анлӑрах та анлӑрах хутшӑнса хӑйӗн тивӗҫӗпе туллинрех те туллинрех усӑ курма тытӑннӑ май вырӑс чӗлхинчен кӗрекен терминсене мӗнле йышӑнасси (урӑхла каласан, фонетикӑпа морфологи тӗлӗшӗнчен мӗнле чӑвашлатса йӗркелесси) социализм строительствин вӑраха ямасӑр татса памалли пурне те хумхантаракан ҫивӗч ыйтӑвӗ пулса тӑнӑ.
Терминологин литература чӗлхин системинчи вырӑнӗпе аталанӑвӗ // Н. П. Петров. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 25–45 с.
Ҫак вӑхӑтра Магаевпа юнашар тепӗр партта хушшинче ларакан Милосердина Людмила (пӗрле вӗреннисем ӑна ҫепӗҫ кӑмӑлне те пӗтӗм кӳлепи-кӗлеткине витӗрех хӗмлентерсе ҫутатакан сӑн-питне кура Нарспи тетчӗҫ) сочиненин малтанлӑха ҫырма панӑ пӗр хут листинчен пӗчӗк татӑк чӑрр! ҫурса илчӗ те ун ҫине: «А Бодров юлташу ӑҫта?» тесе ҫырчӗ, вара хута Магаев парти ҫине хучӗ.
Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.
Алексей Кокеле асра тытса йӗркеленӗ юбилей мероприятине Патӑрьел муниципалитет округӗн пуҫлӑхӗн социаллӑ ыйтӑвӗсемпе тимлекен ҫумӗ Светлана Чернова, Турхан территори пайӗн пуҫлӑхӗ Алина Антонова, Пӗтӗм тӗнчери Кокель пленэрӗн ертӳҫи, культурологи докторӗ, Турхан ялӗн хисеплӗ гражданинӗ Владимир Васильев, тӗп хуламӑртан килнӗ ытти паллӑ ҫынсем хутшӑннӑ.
Алексей Кокель художник ячӗ тӗнче шайне ҫӗкленнӗ // Альбина НИКОЛАЕВА. https://avangard-21.ru/gazeta/53018-alek ... ne-c-klenn
«Манӑн анне кӗнекене хуплашки тӑрӑхах пӗлет, хӑш вырӑнта тӑнине те тӳрех калама пултаратчӗ. Вулакансен кӑмӑлне яланах шута илнӗ, тӗрлӗ курав йӗркелесе ҫӗнӗ авторсемпе паллаштарнӑ. Хӑйӗн ӗҫне чунтан парӑнни ӑна ҫынсемпе пӗр чӗлхе тупма май панӑ, ҫавӑнпа та аннене паянхи кун та ырӑпа аса илеҫҫӗ», - малалла паллаштарать ҫемье династийӗпе Надежда Владиславовна.
Юратнӑ ӗҫ темиҫе ӑрӑва пӗрлештерет // М.МИХАЙЛОВА. http://alikovopress.ru/yuratna-ec-temice ... teret.html
Ҫын ҫине те тухкаларӗ; халӑх йӑли-йӗркисене уяса ирттерекен тӗрлӗ уяв-вӑйӑ-тапӑсенче ял йышӗпе, пӗлӗш-тантӑшпа явӑҫни те, общество ӗҫне хутшӑнни те ӑна тӑнтанланмах памарӗ (район шайӗнче ирттернӗ ӑмӑртура вӑл пӗчӗк калибрлӑ винтовкаран персе район чемпионӗ ятне илчӗ; ялти каччӑ-тӗрӗшпе волейболла вылярӗ; колхозра футбол командине йӗркелес ӗҫе те ухатланчӗ).
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Керал пӑртак итлесе тӑчӗ те, вӗсен хушшине кӗме кирлӗ маррине систерсе, аллине ласс сулчӗ, ҫакӑ чӑваш тусне ним чухлӗ те тивӗҫтерменнине кура кӗскен ӑнлантарчӗ: ҫӳҫеллӗ тутӑрлин упӑшки икӗ каҫ килте ҫывӑрман, ку вара вӑл ӑҫта ҫӗр каҫнипе интересленнӗ иккен те, кӳршӗре пурӑнакан аваркӑсем халь хайхискере санӑн вара кунта мӗн ӗҫ пур тесе намӑслантараҫҫӗ иккен.
6 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 303 с.
Карандашпа треугольнике ҫӗнӗрен А точка патне илсе пырса, хушӑнакан икӗ движение кашнине уйрӑммӑн туса пӑхӑр, сӑмахран, ҫапла: малтан треугольнике карандашпа пӗрле линейка тӑрӑх 4 см шутарӑр, унтан, треугольнике вырӑнтан хускатмасӑр, унӑн хӗрри тӑрӑх карандаша 10 см шутарӑр (е урӑхла йӗркепе), вара эсир карандаш ялан D точка патне пырса тӑрать, тухнине куратӑр.
3. Движенисене хушасси // А.И. Иванов, Николай Степанов. Соколов И. И. Физика курсӗ. 1-мӗш пайӗ: Механика: вӑтам шкулӑн 8-мӗш класӗ валли / И. И. Соколов ; А. И. Ивановпа Н. С. Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 196 с.


