Кӗскисем
Ҫав пуҫламӗш хӑвӑртлӑха кӑтартакан татӑк вӗҫӗнчен абсциссӑсен тӗнӗлӗпе параллельлӗ лини туртсан, ҫав лини кашни ординатӑран хӑвӑртлӑх пӗр-пӗр вӑхӑтра мӗн чухлӗ ӳснине кӑтартакан татӑк татса илет; сӑмахран, пӗрремӗш секунда хушшинче хӑвӑртлӑх мӗн чухлӗ ӳснине Е₁ Д₁ = 1 см/сек татӑк кӑтартать: ҫур секунда хушшинче ӳснине ак ҫак татӑк кӑтартать:
1. Тӳрӗ лини тӑрӑх пулакан движени // А.И. Иванов, Николай Степанов. Соколов И. И. Физика курсӗ. 1-мӗш пайӗ: Механика: вӑтам шкулӑн 8-мӗш класӗ валли / И. И. Соколов ; А. И. Ивановпа Н. С. Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 196 с.
Пӗрлехи информаци кунӗнче районта Чӑваш Республикин Финанс министрӗн ҫумӗ Валерий Иванов, Чӑваш Республикин пурлӑх тата ҫӗр хутшӑнӑ-вӗсен патшалӑх комитечӗн председателӗн ҫумӗ Ольга Казарина, «Хыпар» хаҫатӑн тӗп редакторӗн ҫумӗ Геннадий Максимов, «Слава картофелю» агрофирма ООО директорсен совечӗн председателӗ Александр Капитонов пулчӗҫ.
Район ҫыннисемпе тӗл пулса ыйтусене уҫӑмлатнӑ // А.ЕФРЕМОВА. «Каҫал Ен», 2016.05.20
Посольство урлӑ вӑл хӑйне хан туса хунӑ Василий Ивановичран ҫапла ыйтнӑ: ырӑ патша, пиртен Сафа-Гирей хан пулнӑ чухне юлнӑ пищальсене ан ил, вӗсем пире кунта кирлӗ пулаҫҫӗ; сана хирӗҫ ҫапӑҫма мар хӑварасшӑн эпир вӗсене, хамӑр тӑшмансене, Мускавпа Хусан тӑшманӗсене аркатма кирлӗ пулаҫҫӗ вӗсем; пирен кунта туссем йышлӑ, анчах тӑшмансем те ҫук мар.
7. Ҫӗнӗ хуҫа // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Вырӑнне Думитру йӑтса илчӗ те алӑк патӗнче кӑшт кӗтессерех ларакан каланкка хыҫне кайса хучӗ, унтан кресло ҫинчи гитарӑна диван тӗлӗнчи пӑтана ҫакма тӑчӗ, анчах ҫакмарӗ, ӑна ӑнсӑртран алла лекнӗ е чылайранпа тытса курман япалана пӑхнӑ пек ҫавӑркаласа пӑхрӗ те пӑнтӑрр! сӗртӗнчӗ хӗлӗхӗсене пӳрни вӗҫӗпе, вара диван ҫине ларчӗ, мана та ларма сӗнчӗ.
XVII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
Тӗллӗн-тӗллӗн курӑнакан хурӑнсем кӑна, шывран тин тухса сасартӑк ҫын куҫӗ умне лекнӗ хӗрсем пек именчӗклӗн авӑна-авӑна илекенскерсем, шап-шурӑ вуллисемпе палӑрса тӑраҫҫӗ, тата хыр-чӑрӑш, пире ҫулла-и е хӗлле, ҫуркунне-и е кӗркунне — пурте пӗрех тенешкел, симӗс тумне хура йывӑҫсем хушшинче пушшех кӑтартма тӑрӑшса, пӗлӗтелле мӑнаҫлӑн кармашать…
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Эпӗ ӑспа ҫавӑрма та ӗлкӗреймерӗм — ҫакскер, ҫитсе, ҫӑпана: «Ак сана!» — тенӗ пек, мана янахран, «ҫӗрӗк хӗрлӗ суханран» пӗр сантиметр мар, пӗр миллиметр та супӑнмасӑр-пӑрӑнмасӑр, ша-а-а-ап! шаплаттарчӗ (хирӗҫли командӑри тахӑш «Ворошилов стрелокӗ» урипе мечӗке юри шӑп та шай манӑн чуна илекен ҫӑпана тивертмелле кӳплеттерсе-панклаттарса янӑ тейӗн.
Ҫӑпан (е шок терапийӗ) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 202–207 с.
Каҫ-кӳлем, ак (ӗнтӗ клевер ҫинче ҫӳресе тӑраннӑ ӗнесене те паҫӑрах хуралтӑсене хӑваласа таврӑнса хупрӗҫ пуль, кӗтрӗҫ-кӗтрӗҫ пуль те Нинӑна тантӑшӗсем каҫхи сӑвӑма та хӑйсемех суса пӗтерчӗҫ пуль), ҫил лӑпланнӑҫемӗн лӑпланма тытӑнсан, чӗрери пур пек шанӑҫа та сивлекпе пусӑрӑнтарса, тӳпе тӑрри ҫӑралнӑҫемӗн ҫӑралма, пушшех те чунсӑрланма ташратрӗ.
5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Лева курсах тӑрать, икӗ мелӗ те ытла килӗшӳсӗр: паҫӑр апат ҫинӗ чух «ҫуттине» аса илменнине (вӑл хӑех эрех кӑларттармарӗ), халь тин, вунпӗр сехетсенче: «Ой, тем, эрех ӗҫес килет, пӗрер стакан ӳпӗнтерер пуль!» — тесе сӗнеймӗ; намӑс-симӗс текен япала вара — вӑхӑтлӑха манмаллискер е аяккалла сирмеллискер мар, е пур вӑл этемӗн, е ҫук, пур-тӑк — яланлӑха.
2 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
«Вӑрнарта маршрутка тавраш, автобус тавраш ҫук. Тупӑш ҫук тесе пӗтерсе хучӗҫ. Халь ытларах таксипе ҫӳреҫҫӗ — Вӑрнар тӑрӑх пӗр хак, 90 тенкӗ. Нумайӑшӗ Мускава кайса укҫа ӗҫлесе илеҫҫӗ, машшинлӑ пулса тӑраҫҫӗ. Ҫавӑн пекех велосипедпа ҫӗрекенсем чылай. Тепӗр чухне тӗлӗнсе хытса каятӑн: 80 ҫулхи карчӑк велосипедпа яра парать!» — каласа пачӗ Станислав.
Вӑрнара кайса килни: курни-илтни // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/content/5669-%D0%92% ... D0%B8.html
Элеваторӑн тӗп инженерӗ, Тутарстан Республикин ял хуҫалӑхӗн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ И.М.Маскеев 52 ҫул ытла ӗҫленӗ, Николай Озеров, Михаил Ашкеров, Раиса Садовникова, Александр Глухов, Ольга Кириллова, Нина Малышева, Зоя Елисеева, Ольга Мужикова, Александра Афанасьева, Лидия Бабаева, Наталья Трофимова, Роза Макарова, Александр Ранцев тата ыттисем те.
Пӑрӑнтӑк 65 ҫулта // Сувар. «Сувар», 24(702)№, 2007.06.15
Ҫинукпа Кирюк университет библиотекинче ӑсчахсем ҫак чир пирки ҫырнӑ вун-вун ӗҫе тӗплӗн тишкерчӗҫ, анчах юнри шариксен шучӗ мӗнле сӑлтавпа ӳсме тытӑннине пӗр ӗҫре те татӑклӑн палӑртман: хӑшӗ шӑнса пӑсӑлнӑ хыҫҫӑн веҫех сывалса ҫитменнипе тет, тепри ялан пӑлханнипе нерӑвӑсен системи хавшакланнипе, виҫҫӗмӗшӗ япӑх апатран, вӑхӑтра ҫименнипе тет.
Иккӗмӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ
РФ Президенчӗн хушӑвӗпе килӗшӳллӗн 2018 ҫултанпа вӑйра тӑракан «Экологи» наци проектӗнчи 11 программӑран чи пӗлтерӗшлисем — сывлӑша варалассине чакарасси, таса шывпа тивӗҫтересси, вӑрмансен лаптӑкӗсене ӳстерессипе вӗсене пушартан сыхласси, ҫӳп-ҫап куписенчен хӑтӑласси тата йӑлара усӑ курнӑ япаласене тепӗр хут ӗҫлесе хатӗрлесси пулса тӑраҫҫӗ.
Ҫут ҫанталӑк — пысӑк пуянлӑх // Елчӗк ен. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/08/0 ... bba%d1%85/
2020 ҫул тӑршшӗпе Карим Абдрауфович Хакимов пурнӑҫӗ ҫинчен материалсем пухнӑ: Карим Хакимов хурӑнташӗсемпе калаҫни, дипломат тӑванӗсемпе хальхи вӑхӑтри тӑванӗсене аса илни, совет полпречӗн ятне чапа кӑларас ӗҫе пысӑк пӗлтерӗшлӗ тӳпе хывни, Пишпӳлекри историпе этнографи музейӗн тата Карим Хакимов ячӗллӗ музейӗн документлӑ ҫӑлкуҫӗсемпе ӗҫлени.
Музей проектне грант пулӑшнипе пурнӑҫланӑ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/kultura/2024 ... an-3876042
Унтан такам каллех клуб алӑкне уҫрӗ те: «Васьлей Егорчӑ! Представительсене сана памастпӑр. Хӗрлӗ автанпа та шӳтлеме сӗнместпӗр. Асту, хӑвна та, юлташусене те вутта пӑрахса ҫунтарса ярӑпӑр. Ҫемйӳсем пирки те шухӑшлӑр, ачасем. Пире пурне те вӗлерсе пӗтереймӗр, эпир сире палласа юлатпӑрах. Ҫинех представительсен те пӑшал пур!» — терӗ хытӑ кӑшкӑрса.
3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Стадион ҫинче, куракана-итлекене чӗрӗ пурнӑҫ сӗткенӗпе шӑварса, футбол вӑййин хастар йӑславӗ -чӑн-чӑн сывӑ пурнӑҫ шӑнкӑравӗ — пӗрре ҫӑк тиевлӗ лава тӑвалла питӗрленсе туртакан лашана татах та вӑйлӑрах питӗрленме хӳтерсе тапхӑр-тапхӑр «шартлатакан» хистевлӗ, сикчевлӗ, янкӑс сассӑн, тепре шарлаккӑн юхакан юханшывла пӗр тикӗссӗн янӑраса тӑрать.
Ҫӑпан (е шок терапийӗ) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 202–207 с.
«Эх, ҫав Макар хӑйӗн пахча ҫӗрне мана сутса ярсанччӗ — мӗнешкел лайӑх пулнӑ пулӗччӗ! Хӑй вӑл пур пӗрех сад ӗҫӗпе аппаланмасть, ҫӗре усӑсӑр вырттарать, улмуҫҫийӗсене те мулкачсем кӑшласа пӗтереҫҫӗ, карти-хури япӑхран пахча ҫимӗҫне те сыснасемпе качакасем тустараҫҫӗ. Маначчӗ ҫав ҫӗре!» — ӑмсанса шухӑшларӗ Лавр, вӑрттӑн ӗмӗтне никама пӗлтермесӗр.
XI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.
«Ҫӗршыв умӗнче пысӑк пӗлтерӗшлӗ тӗллев тӑрать: 2030 ҫул тӗлне юхан шывсене варалассине палӑрмаллах чакармалла. Ку енӗпе яланах ӗҫленӗ, малашне тата та ҫине тӑрса вӑй хумалла. Юлашки пилӗк ҫулта пин-пин ҫухрӑм юхан шыва, ҫырансене тасатнӑ, Атӑла юхса тухакан вараланчӑк шыв калӑпӑшне икӗ хут чакарнӑ. «Таса ҫырансем» проекта уйрӑммӑн палӑртас килет.
Ҫӑлкуҫ – ҫут ҫанталӑк еткерлӗхӗ // Марина ЛЕОНТЬЕВА. http://alikovopress.ru/calkuc-%E2%80%93- ... rlexe.html
Вӗсем — повар тата кондитер ӗҫӗсем, ялхуҫалӑх техникипе оборудование эксплуатацилесси тата юсасси, ял хуҫалӑх производствин тракторист-машинисчӗ, ялхуҫалӑх производствинче электрооборудование юсас тата пулӑшас енӗпе ӗҫлекен электромонтер, ялхуҫалӑхӗнче электрооборудовани юсас тата пулӑшас енӗпе ӗҫлекен мастер, строительство ӗҫӗсен ӑсти.
Ӑнӑҫлӑ вӗренме лайӑх условисем // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/v-rent/2024- ... em-3890959
«Ҫапла, Александровпа Орлов пек паттӑрсем халӑхӑмӑр лӑпкӑ пурӑнтӑр тесе пуҫ хураҫҫӗ пулин те, вӗсен вырӑнне милицие пултаруллӑ, вӗреннӗ, ӗҫе лайӑх пӗлекен, хастар ҫынсем килсех тӑраҫҫӗ. Ҫу-ук, кивӗ тӗнче юлашкисем нумай иртӗхеймӗҫ, шалҫи тулатех вӗсен. Чӑвашра та, ҫӗршывӑн ытти кӗтесӗсенче те ӗмӗрлӗхех тӗп тӑватпӑр вӗсене», — шухӑшларӗ Крапивин.
3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Вӗсемсӗр — спортсменӑнни пек яштака пӳ-силлӗ, сарлака кӑкӑрлӑ, тӑрӑхларах та тулли питлӗ, янравлӑ саслӑ, нихҫан ниҫта пуҫ усман Ярусовсӑр, лутакарах та тулли кӗлеткеллӗ, тӗл-тӗл кӑвакарнӑ ҫӳҫлӗ, ҫӳллӗ ҫамкаллӑ, тӗксӗм хӗрлӗрех те сарлака питлӗ, васкамасӑр, кашни сӑмахрах хӑй вӑйне кӑтартса калаҫакан Пятинсӑр — трест пулман та, пулас та ҫук пекчӗ.
1 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.


