Кӗскисем
Ҫак аталанусене, паллах, паянхи кунхи технологисемпе, техникӑпа ӗҫлеме пӗлекен специалистсем кирлӗ, ҫакӑн пек ӑмӑртура паллах ӗнтӗ пирӗн ачасем хайсен пултарулӑхне чӑн малтанах кӑтартса параяҫҫӗ, ыттисене пӑхса тӗрлӗ енлӗ, тен, вӑрттӑнлӑхӗсене те хӑйсене валли илме пултараҫҫӗ.
Професси ӑсталӑхӗн ӑмӑртӑвӗ иртет // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60745
Тата ҫар пуҫӗсемпе мӗн пур ратниксем ҫакӑнтан та тӗлӗнчӗҫ: вырӑссем Атӑл тӑрӑх таҫта ҫити ҫӳренине пӗлекен ҫын, халиччен темле ҫапӑҫура та пулса курнӑ улан мӗнле ҫавӑн пек сыхланмасӑр хӑтланнӑ-ха, ку енче кам пуррипе ҫуккине тӗрӗслемесӗр-тумасӑр Кама урлӑ сулӑпа каҫма шут тытнӑ?
12. Икӗ хула // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
«Каҫарӑр, сирӗн превосходительство, — тесе пӳлет ӑна пирӗн генерал (тепӗр хут калатӑп, вӑл ҫав тери йӗркеллӗ калаҫакан ҫын пулнӑ), — епле-ха эпӗ, Хӗрлӗ Ҫарта таса чунлӑ, тӗп-тӗрӗс служить тӑватӑп тесе присягӑ панӑ ҫын, хамӑн присягӑна пӑсса эсир ыйтакан сведенисене пама пултарам?»
7. Ҫӗр ҫинче миҫе чӑнлӑх? // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.
Ҫавӑн пекех уйлӑхра Эктор Алос-и-Фонт (Барселона – Шупашкар) социолингвист, Тухватуллин Айрат Халитович (Хусан федераци университетӗнчи истори факультечӗн доценчӗ, Тутар республикин Истори институчӗн ӑслӑлӑх ӗҫченӗ), Федоринчик Арцем Сергеевич (Тимукка) (Кийӳ - Шупашкар) пулӗҫ.
«Хавал» уйлӑха йыхравлаҫҫӗ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/22164.html
Альберт ҫакна урӑхла пулма та пултарайман япала вырӑнне йышӑнса, йӑпанусемпе йӗпхӗрсе ӳснӗ, вӑл мӗн те пулин ыйтнине тивӗҫтермесен, ун еккине ямасан, акӑш-макӑш ҫуйӑхашса, ӑшӗнчи мӗнпур чӑкӑртӑшне шӑртлантарса, суя куҫҫульпе чыхланнӑ, мӗн алла лекнӗ, ҫавна ватнӑ, ҫӗмӗрнӗ, ҫӗтнӗ…
Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.
Вӑл ҫак маршрутпа иртет: Тӑрӑм — Аслӑ Пӑла Тимеш — Кушкӑ — Энтепе — Шӑмалак — Яманчӳрел — Лаш Таяпа — Ҫӗнӗ Эйпеҫ — Питтӗпел — Элекҫей Тимеш — Патреккел — Аслӑ Елчӗк — Елчӗк — Таяпа Энтри — Кӗҫӗн Таяпа — Аслӑ Таяпа — Хӑвӑлҫырма — Тӗмер — Турхан — Курнавӑш — Ҫӗнӗ Пӑва — Тӑрӑм.
Хӗреслӗ ҫул ҫӳрев // Елчӗк ен. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/07/1 ... 5%d0%b2-3/
Хуҫа Тукай чӑмӑртаса ыраттарнӑ аллине суллакаласа лаша пуҫӗнчи сӳс йӗвене хывса илчӗ (ӑна лашапа пӗрле пама юрамасть, унсӑрӑн килте лаша выльӑх ӗрчемест), ун вырӑнне Тукай аллинчи тем пек илемлетсе пӗтернӗ чӗн йӗвене тӑхӑнтартрӗ, сӑхман аркипе чӗркесе тытнӑ чӗлпӗре Нухрата пачӗ.
12. Шупашкар пасарӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Октябрӗн 8-мӗшӗнче ҫӑмӑл атлетика тусӗсем Хирти Явӑш тӗп шкулӗн стадионне пуҫтарӑнса «Каҫал ен» хаҫат парнисене ҫӗнсе илессишӗн йӗркеленӗ ҫулленхи ӑмӑртӑва хутшӑнчӗҫ Шкул ачисем, организацисемпе предприятисен ӗҫченӗсем старта тӑрса финиша чи малтан ҫитессишӗн ӑнтӑлса чупрӗҫ.
Старта тӑрса, хӑвӑрт чупса хаҫат парниллӗ пулчӗҫ // А.ЕФРЕМОВА. http://kasalen.ru/2022/10/11/%d1%81%d1%8 ... -%d0%bf-2/
Ҫак кун ветерансене саламлама Элӗк муниципаллӑ округӗн пуҫлӑхӗ Александр Терентьев, Чӑваш Республикин ҫар ӗҫ комиссарӗ Бахтиер Холиков полковник, Чечен Республикин Пуҫлӑхӗн представителӗ Салман Майрукаев, Муркаш тата Элӗк районӗсен ҫар комиссарӗ Владимир Казаков килсе ҫитнӗ.
Ҫӗнтерӳшӗн тавах, ветеран! // Марина ЛЕОНТЬЕВА. http://alikovopress.ru/centeryshen-tavax ... eran!.html
Вӗсене ӑнӑҫу сунса тата праҫник ячӗпе шкул директорӗ Андрей Анатольевич Матвеев, парад йышӑнакан Эрик Васильевич Васильев, ветерансем – Илья Лаврентьевич Лаврентьевпа Владимир Иванович Толстов, район администрацийӗн представителӗ Вячеслав Петрович Никифоров тухса калаҫрӗҫ.
Ҫӗршыв хӳтӗлевҫисем шкулта ҫитӗнеҫҫӗ // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. Ҫӗнтерӳ ҫулӗ, 2010.03.03
Унтан икӗ динамометрне, калӑпӑр пӗрремӗшпе иккӗмӗшне, вӗҫерсе илер те, кантрасен пушаннӑ вӗҫӗсен йӑллисене пӗр динамометрӑн ҫӗклинчен ҫаклатар, унтан ҫак динамометра — вӗҫерсе илмен виҫҫӗмӗш динамометр, унӑн кантри тата тӗвви ӗлӗкхи вырӑнӗсенех йышӑнмалла туса — туртса хурар.
1. Пӗр-пӗринпе шайлашса тӑракан вӑйсем // А.И. Иванов, Николай Степанов. Соколов И. И. Физика курсӗ. 1-мӗш пайӗ: Механика: вӑтам шкулӑн 8-мӗш класӗ валли / И. И. Соколов ; А. И. Ивановпа Н. С. Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 196 с.
Вӑхӑтлӑха ҫакнӑ вараланчӑк электролампӑсен тӗксӗмрех ҫутинче каменщиксем пӳлӗм стенисене купалаҫҫӗ, штукатурсем малти стена ҫумне (металл шӑратса ҫыпӑҫтаракан корпус стени ҫумне ӗнтӗ) ҫыпӑҫтарса лартнӑ тимӗр сетка ҫине раствор сӗреҫҫӗ, плиточницӑсем юпасене «тумлантараҫҫӗ».
XIV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
«Вкладсен сӑлтавӗ ҫынсене мошенничествӑн ытти тӗсӗсемпе танлаштарсан, пурлӑх ытларах сиен кӳрет. Асӑрхануллӑрах пулӑр, хӑвӑрт та пысӑк тупӑш илесси ҫинчен илӗртӳллӗ сӑмах панине ан ӗненӗр. Палламан ҫынсене нимӗнле сӑлтавпа та укҫа ан парӑр», — тесе асӑрхаттарнӑ Дамир Мустафин.
Альшей районӗнче пурӑнакан ҫын телефон аферисчӗсене 8 млн тенкӗ куҫарнӑ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/pravo-tata-z ... rn-3815747
Хӗлле, лармана кайсан, каҫсерен ик-виҫ йӗке арласа тултарать, пир тӗртме ларсан, пӗр ҫип те татмасть; юр ҫине пир тӑрӑхӗсем шуратма сарсан, унӑн пирӗ пек тикӗсси, шурри ҫук; утӑ ҫулма тухсан, ҫава касмасть тесе тӑмасть; тырӑ вырма тухсан, ҫурла касмасть тесе каҫалӑка куҫласа тӑмасть.
XI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.
Ҫак содержанине кӑтартса памалли формӑ — произведени валли илнӗ Ростовсен, Болконскисен, Безуховӑн, Трубецкисен, Курагинсен, Наполеон, Кутузов пурнӑҫӗ, салтаксен, хресченсен, ҫарӑн, обществӑри ҫӳлти сийсен пурнӑҫӗ, ун чухне пулса иртнӗ событисем, лару-тӑрусем тата ыттисем теҫҫӗ.
Дмитрий Исаев ҫырӑвӗсене вуласан... // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 97-99 с.
— Хисеплӗ Шафика Санатулловна, сире сумлӑ уяв ячӗпе саламлатпӑр, ҫирӗп сывлӑх, ачусемпе мӑнукусен тимлӗхне туйса пурӑнма, телейлӗ ватлӑх сунатпӑр, — тесе саламларӗҫ ӑна ҫак илемлӗ кун районти Ӗҫ тӑвакан комитетӑн ертӳҫин ҫумӗ Айрат Залялов тата ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Гумар Халитов.
Пурнӑҫӑн пысӑк парни // Гулия Фаизова. https://chuprale-online.ru/news/khyparse ... ysak-parni
Ҫавӑнпа пӗртикӗс улшӑнса куҫса пынӑ чух кайнӑ ҫул, хисеп енчен илсен, хӑвӑртлӑх графикӗпе, вӑхӑт тӗнӗлӗпе тата мӗнле вӑхӑт хушшинче кайнӑ ҫула шутлатӑн — ҫав вӑхӑтӑн пуҫламӑшӗпе вӗҫне тивӗҫлӗ ординатӑсемпе карталанса тӑракан фигурӑн лаптӑкӗпе (пределра) тан шутланма пултарать.
1. Тӳрӗ лини тӑрӑх пулакан движени // А.И. Иванов, Николай Степанов. Соколов И. И. Физика курсӗ. 1-мӗш пайӗ: Механика: вӑтам шкулӑн 8-мӗш класӗ валли / И. И. Соколов ; А. И. Ивановпа Н. С. Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 196 с.
Ҫавӑн пирки тӑван ял ҫыннисемпе юмахлама тытӑнатӑн та — сӑмах вакласшӑнах мар, туртӑнкаласа ик-виҫ сӑмах персе хуни ҫеҫ: йывӑҫӗ вӑл, имӗш, ӗлӗк те пит кашласах ларман-ха пирӗн енче, ун вырӑнне тырри лайӑх пулать пирӗн, улми йӑтӑнать, тавах ҫӗре, ӳпкевлӗ сӑмах калама ҫылӑх ун пирки…
II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.
Вӑл ку сӑмаха пӗтересшӗн пит-куҫне пӗркелерӗ те: — Мӗншӗн авланмастӑп-и?.. Ӗмӗр тӑршшӗпе пӗрре кӑна авланмалла. Ма пуҫа ҫыхма васкас? Пӗр ҫыхӑнсан — сӳтме ҫук. Эп халь хурт-хӑмӑр пек! Ӑҫта пыл ытларах, ҫав чечеке суйлама пултаратӑп. Авлансан ҫук вара… Ҫунатсене ҫыхса яраҫҫӗ, — терӗ.
IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Тӗп конкурсӑн пӗтӗмлетӗвӗ тӑрӑх фестиваль жюрийӗ «Лучший игровой фильм», «Лучший проект для интернета», «Лучший документальный фильм», «Лучший телепроект», «Лучшая режиссура», «Лучшая операторская работа», «Лучшее музыкальное оформление» номинацисемпе ҫӗнтерӳҫӗсене палӑртӗ.
Фестивале хутшӑнма васкӑр // Каҫал Ен. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 11


