Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Кӗскисем

Унпа килӗшесшӗн марччӗ Виссарион, кунашкал «кӑмӑл» шӑпах будкӑра кармунь каласа ларма, чӑваш юррисене янратма юрӑхлӑччӗ, анчах виҫи-чиккисӗр савӑннӑ Керал: «Пирӗн кунта ҫавнашкал, чӗнеҫҫӗ сана хӑнана — пымаллах!» — терӗ те, килӗшме тиврӗ; юрӗ-ҫке, участокра паян Виссарионсӑрах аптрамӗҫ, ӗрле ыйха татсах ӗҫленӗ вӑл — электроэнерги пур.

Куҫарса пулӑш

6 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 303 с.

Чӑваш Республикин обществӑлла ӗҫ-хӗлне хастар хутшӑннӑшӑн, Мускаври патшалӑх академи театрӗн директорне, пултарулӑх ертӳҫине Надежда Бабкинӑна медаль орденпа чысланӑ, Чӑваш Республикинче «Вырӑс юррисем» Пӗтӗм Раҫҫей шайӗнче фестиваль-марафона ирттернӗшӗн Мускаври патшалӑх академи театрӗн специалисчӗсене Тав сӑмахӗсемпе чысланӑ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Ен "Раҫҫей тӗрленӗ карттине" ҫӗршывӑн ҫӗнӗ регионӗсемпе пуянлатса паллаштарнӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2022/12/13/chav ... hivan-cene

Патӑрьел муниципалитет округӗн гражданла хӳтӗлев, чрезвычайлӑ лару-тӑру, мобилизаци тата ятарлӑ программӑсен пай начальникӗ Григорий Каллин тӗпрен илсен ҫак ыйтусене ҫивӗчлетрӗ, вырӑнсенче хӑрушлӑха сирес тӗллевпе пурнӑҫланӑ ӗҫсемпе, ку тӗлӗшпе халӑхпа ӑнлантару ӗҫӗсем йӗркеленипе, памяткӑсем валеҫнипе тата ыттипе те паллаштарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Шыв-шур хӑрушсӑрлӑхӗ, ҫул-йӗр строительствипе хӑтлӑх, ҫӗр законодательствинчи улшӑнусем // Альбина ЕГОРОВА. https://avangard-21.ru/gazeta/53010-shyv ... ulsh-nusem

Халӗ ӗнтӗ Урӑлманкин та хӑйӗн йӑшӑк, «хӗсӗк куҫлӑ» куллипе фельдшер урапи ҫине йӑпӑр-япӑр хӑпарса ларчӗ: пӗри машина кузовӗнчен юхса тӑкӑнакан йӑшӑр-йӑшӑр тип хӑйӑр саслӑн чыхӑна-чыхӑна, янахне вӗттӗн-вӗттӗн, автоматла сиктерсе чӑхлатать, тепри йывӑҫ каткара йӳҫекен пӑрака лӗкӗр-лӗкӗр лӗкӗртетнӗ пек пӗтӗм кӗлеткипе «вӗресе» лӗхлетет.

Куҫарса пулӑш

Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.

Акӑ вӑл хӑй пекех ҫурма хӑрӑк шӗшкӗ йывӑҫҫинчен вӑрӑм, пиҫӗлӗхне ҫухатма ӗлкӗреймен турат хуҫса илчӗ, «тӑхӑмӗсенчен» тасатса, унпа арӑмне чӑвӑш! чӑвӑш! чӑвӑшлаттарнӑ пек туса, сывлӑша вӑйлаттарса каса-каса илчӗ, вара тӳсӗмсӗррӗн, ыткӑннӑ пек, шӑмӑрчӑк пит-куҫпа анкарти кӗҫналӑкӗ патнелле лӑнк-ланк, тӑнк-танк, тӑнкки-танкки танклаттарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.

Муниципаллӑ округӑн администрацийӗн ларусем ирттермелли залӗнче пуҫтарӑннисем Чӑваш Республикинче ҫуллахи каникул тапхӑрӗнче ачасемпе ҫамрӑксен канӑвне йӗркелес, халӑха социаллӑ пулӑшу парас, ӗҫ тӑвакан влаҫӑн тата вырӑнти хӑйтытӑмлӑх органӗсен ҫурхи ака-суха ӗҫӗсене йӗркелесе ирттерсе ярассинчи вырӑнӗ пирки ыйтусем пӑхса тухнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ачасен канӑвӗ пирки калаҫнӑ, юсав ӗҫӗсемпе паллашнӑ // Каҫал ен. http://kasalen.ru/2024/05/17/%d0%b0%d1%8 ... %97%d1%81/

Вӑрмар округӗн депутачӗсен Пухӑвӗн председателӗ Юрий Иванов, Вӑрмар муниципаллӑ округӗн пуҫлӑхӗ Василий Шигильдеев, Вӑрмар муниципаллӑ округӗн администрацийӗн пуҫлӑхӗн социаллӑ ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен заместителӗн — вӗрентӳпе ҫамрӑксен политикин пайӗн начальникӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлаканӗ Виктор Павлов Ҫӗнтерӳ кунӗ ячӗпе саламларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Алла указка вырӑнне хӗҫ-пӑшал тытнисене асӑнса // Хӗрлӗ Ялав. http://gazeta1931.ru/urmary/11959-alla-u ... ene-as-nsa

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Раҫҫей кунӗнче Раҫҫей Федерацийӗн ҫамрӑк яш-кӗрӗмне, ятарлӑ ҫар операцийӗсене хутшӑннӑ паттӑрсен ывӑлӗсемпе хӗрӗсене паспортсем парса чысланӑ, вӗренӳре ҫитӗнӗсемпе палӑрнисене, спортсменсене, республикӑн маттур та пысӑк тавра курӑлӑ ҫамрӑкӗсене савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура документа алла тыттарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Раҫҫей кунӗнче Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев республикӑри 12 шкул ачине паспорт парса чысланӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/06/13/racc ... kolaev-res

Ирех тӑрать, тумланать, Нарспи ӗҫе тытӑнать: Е пурҫӑн ҫип илет те Юрла-юрла тӗрӗ тӑвать; Е ҫӗлеме ларать те, Ҫӗвви шӑрҫа пек пулать — Сӳс хӳреллӗ хурҫӑ йытӑ Пӗр кӗрет те пӗр тухать; Е пир тӗртме ларать те Вылянтарать ӑсине; Е хултӑрчӑ тытать те Ҫипне тиет ҫӗррине; Е сак ҫинчи кушакӗ Питне ҫӑва пуҫласан, Апат хатӗр хӑнашӑн Алли-ури ҫӑмӑлран…

Куҫарса пулӑш

Сарӑ хӗр // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.

Паллӑ, чун-чӗре ҫулӑмӗ кашни этемӗн тӗрлӗ пулать: халӑхшӑн, унӑн ырлӑхӗшӗн Ян Амос Коменский, Макаренко, Иван Яковлев, Сухомлинский тӗлкӗштернӗ ҫулӑм упранать ҫӗр ҫинче, ыттисен чунне хӗртет те хавхалану кӳрет вӑл; ҫав хушӑрах Гобсексемпе Плюшкинсем, Алина Ивановнӑсемпе ытти хыт кукарсем йӑсӑрлантарса хӑварнӑ сӗрӗм те уҫӑлса ҫитмен-ха.

Куҫарса пулӑш

Стервиз аптӑрать… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Кистенлӗпуҫӗнчи хӗрарӑмсем ҫулӗсем, чирӗсем ҫине пӑхмасӑр, паттӑр кӑмӑл-туйӑмпа хӑйсен ӗҫне пӑрахмаҫҫӗ, йӑлӑ хыҫҫӑн йӑлӑ туса вӗсем Ҫӗнтерӳ патне ҫул хываҫҫӗ, боецсемшӗн кӗлтӑваҫҫӗ, хӑйсен тӑрӑшуллӑ ӗҫӗпе паян ятарлӑ ҫар операцийӗ иртекен зонӑра задачӑсене пурнӑҫлакансен пурнӑҫӗсене май килнӗ таран ытларах упраса хӑварасса шанаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Кистенлӗпуҫӗнчи хӗрарӑмсем Ҫӗнтерӳ патне ҫул хываҫҫӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... va-3835431

Аталану шайӗ енчен илсен, пур чӗлхе те пӗр виҫере тӑмасть: пӗри вӑйлӑрах аталаннӑ, тепри сахалтарах, пӗр чӗлхипе тем тӗрлӗ литература та пур, унӑн нормисем те тахҫанах йӗркеленсе ҫитнӗ, ҫырулӑхӗ пулса кайни те темиҫе ҫӗр ҫул ҫитет, теприн нормисем вара анчах йӗркеленме тытӑннӑ е йӗркеленсе ҫитеҫҫӗ, ҫырулӑхне туни те 50 — 60 ҫул кӑна пулать.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш чӗлхи аталанӑвӗн хӑш-пӗр ыйтӑвӗсем // И. А. АНДРЕЕВ. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 88–92 с.

«Килтисемшӗн — аннешӗн, мӑшӑрӑмпа ывӑлӑмшӑн, паллах, тунсӑхлатӑп. Кашнинчех, отпуск вӗҫленсен, вӗсенчен уйрӑлма ҫӑмӑл мар. Телефонпа час-часах ҫыхӑнса калаҫатпӑр, видеоҫыхӑнӑва та тухатпӑр. Вӗсем мана кӗтни чуна ӑшӑтать, пуҫа усма памасть. Кирек мӗнле пулсан та тӑшмана парӑнмастпӑрах, Ҫӗнтерӳпе таврӑнатпӑрах!» — тет Тимур Анатольевич.

Куҫарса пулӑш

Тӑван ҫӗршывшӑн, тӗрӗслӗхшӗн, ирӗклӗхшӗн // Ирина ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/urmary/12470-t-van- ... -kl-khsh-n

Ҫӗнтерӳҫӗсемпе призерсене Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев, РФ пӗрлештернӗ командин аслӑ тренерӗ Евгений Лукашкин, Шупашкар хула пуҫлӑхӗ Леонид Черкесов, ЧР спорт министрӗ Сергей Шелтуков, Олимп чемпионкисем Елена Николаевӑпа Валентина Егорова, Раҫҫей спортӑн тава тивӗҫлӗ мастерӗсем Владимир Андреевпа Олимпиада Иванова саламларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Чӑвашсемпе мордвасен тупӑшӑвӗ // Андрей МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.06.28, 100№

«Таджикистанран хӑнасем пирӗн тӑрӑха йышлӑрах килсен те питӗ аван пулнӑ пулӗччӗ. Тепӗр тесен, вӗсем пирӗн тӑрӑхри мероприятисемпе тӗплӗнрех паллашма пултарайраҫҫӗ, паха ӗҫ опытне хӑйсем патӗнче те усӑ курайраҫҫӗ, пӗрлехи проектсене пурнӑҫа кӗртме хӑш-пӗр плансене туса хӑварсан аван пулнӑ пулӗччӗ», – тенӗ вӑл сӑмаха малалла тӑснӑ май.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Республики Таджикистан Республикипе тачӑ ҫыхӑнса ӗҫлеме палӑртать // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/03/13/chav ... kipe-tacha

Халӗ А.Белова паллӑ журналистӑн статйинчи йӗркесем /ӑна А.И.Хованский каласа панӑ\: «Пӗррехинче эпӗ кӗл пухмалли задание ирттерсе пурнӑҫларӑм. Калиса Хованская, Анна Михайлова, Анна Сорокина, Федор Сапаркин хӑйсен килӗсенчен кӗл нумайрах парса мана пулӑшрӗҫ. Вӗсем ҫинчен районти «Хӗрлӗ ялав» хаҫатра ҫырса кӑтартса хавхалантарас терӗм.

Куҫарса пулӑш

Вӑйне кура вӑй вылять // Владимир ТОЛМАТОВ. http://gazeta1931.ru/gazeta/12856-v-jne- ... v-j-vylyat

— Ах, хуланах таврӑнмаллаччӗ, Павӑл, — пӑлханчӑк именӗвне куҫ айне ӳкерчӗ, ҫумӑрпа витӗрех шапарнӑ, хашкана ернӗ хӗр шӑратнӑ кӗмӗл евӗр тумла тумлакан лупас арки айне (унта ҫерҫисем те пӗршӗннӗ) ҫитсе ӳксен, ӳт-кӗлетки ҫумне лаппипех ҫыпӑҫса ларнӑ платйине яртах палӑрса тухнӑ нӑкӑ-нӑкӑ кӑкӑр «пӳскисенчен» пӳрнисемпе чӗпӗткелесе уйӑрса.

Куҫарса пулӑш

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Амӑшӗсене тата ачасене медицина пулӑшӑвӗ парассине йӗркелекен пай пуҫлӑхӗ Татьяна Хамзатова, Татьяна Полякова тӗп специалист неонатолог, акушер тата гинекологи ӗҫӗн тӗп специалисчӗ Татьяна Дерипаско Надежда Уркова тӗп тухтӑрпа тата унӑн заместителӗпе Галина Уфуковӑпа тӗл пулнӑ май, уйрӑмах ача ҫуратассипе ҫыхӑннӑ ыйтӑва мала хучӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Амӑшӗпе ачасене — тимлӗх // Ирина СМИРНОВА. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/07/2 ... bbe%d1%85/

Малтан вӗсем пӗр-пӗрне пӳлсе кӑшкӑрашнинчен нимӗн те уйӑрса илме пулмарӗ, тӗплӗрех итлесен тин мӑрсасем вӗсен арӑш-пирӗш сӑмахӗсенчен ҫакна ӑнланса илчӗҫ: ыран шӗкӗр хулара халиччен пулман чаплӑ уяв пулать, хӑй престола ларнӑ ятпа Сафа-Гирей пӗтӗм халӑха кремле ӗҫке чӗнет, ҫав ятпах кашни килте така пусса вӑйлӑ апатлану ирттерме сӗнет.

Куҫарса пулӑш

10. Тепӗр Гирей // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

«Ҫакӑн пек операцисенчен пӗри 92 ҫулти пациенткӑн ват хӑмпине касса илесси пулса тӑнӑ, вӑл хырӑмӗ ыратни ҫинчен ӳпкелешсе пынӑ, — каласа панӑ Пушкӑрт Сывлӑх сыхлав министерствинче. — Консервативлӑ терапи хыҫҫӑн ӑна лапароскопи операцийӗ ӑнӑҫлӑ ирттернӗ. Сахал инвазивлӑ меслете пула пациентка хӑвӑрт юсаннӑ та больницӑран халех тухнӑ».

Куҫарса пулӑш

Пушкӑрт ял больницинче 92 ҫулти хӗрарӑма ӑнӑҫлӑ операци тунӑ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/natsi-proekc ... un-3875954

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех