Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Кӗскисем

Чи малтан Лашманова асӑрхарӗ вӑл — сӑнӗ сасартӑк тӗксӗмленчӗ, куҫ харшийӗсем, ҫамки тирне картлантарса, ҫӳлелле ывтӑнчӗҫ; Пруткин ҫине пӑхрӗ — тутӑх ҫинӗ тимӗр пек шатра-паталлӑ хӗрлӗ пичӗ чӗтренсе илчӗ; хӑй умне кулкаласа пырса тӑнӑ Серебрякова куҫӗпе сӗртӗнчӗ — сӑнӗ кӑштах ӑшӑнчӗ; мана курчӗ — хӑйне хӑй ирӗксӗрлесе кулам пек турӗ.

Куҫарса пулӑш

XXIV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Шӑртланса, ырханланса кайнӑ пит-куҫлӑ Тимуш картишне кӗчӗ те ҫӑл умӗнчи валашкана мӑкӑртата-мӑкӑртата шыв тултарчӗ («Хамсӑр пуҫне шыв ярса хуракан та ҫук ҫакӑнта, типсе-ӗнсех кайнӑ валашка»), картиш кӗтессинчи хӑяр пахчи еннелле пӑхрӗ — уҫӑ алӑкран пахчана чӑхсем кӗрсе кайнине курчӗ те вӗсене хӑвалама танкӑлтатрӗ, каллех мӑкӑртатрӗ:

Куҫарса пулӑш

V // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Кучан, ӑна халь-халь ҫисе яма хатӗр пек, пит шӑммисене вылянтарчӗ, Жумба хӑй Телегина милици хушшинче курнине пач ӗненмерӗ тейӗн, Йысна урине кӑна мар, пӗтӗм шӑмшакне чӗтрентере-чӗтрентере илет, ку ӗнтӗ вӑл ҫав тери хытӑ тарӑхнине пӗлтерет, Валет кӑна ни тарӑхмасть, ни тӗлӗнмест, ҫапла пулса тухасса малтанах пӗлнӗ пек тыткалать хӑйне…

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Шкул выпускникӗ, маунтинбайк енӗпе ҫуллахи олимп вӑййисен пӑхӑр призерӗ, икӗ хут тӗнче чемпионки, тӗнче Кубокӗн этапӗсен ҫӗнтерӳҫи Ирина Калентьева тата тӗнче чемпионӗ, тӗнче Кубокӗн виҫӗ хутчен ҫӗнтерӳҫи, корэш енӗпе тӗнче класлӑ спорт мастерӗ, хальхи вӑхӑтра Украинӑри ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакан Ринас Садаров видео-салам янӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫитӗнӳ ҫулӗ такӑр пултӑр // Альбина ИВАНОВА. https://avangard-21.ru/gazeta/51947-cit- ... r-pult-r-2

Хресчен союзӗн председателӗн Аркадий Павлович Айдакӑн (йывӑр тӑпри ҫӑмӑл пултӑр), республикӑри агропромышленноҫ комплексӗн профсоюз комитечӗн председателӗн Петр Васильевич Ивантаевӑн, ял хуҫалӑх министрӗн Александр Ильич Куликовӑн тӑрӑшулӑхӗ пысӑк, авторитечӗсем сумлӑ пулман пулсан «Хресчен сассине» ура ҫине тӑма йывӑр тиветчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӑнӑҫу сана, хаҫатӑм! // Вера САВЕЛЬЕВА. «Хресчен сасси», 2016.04.21, 15№

Хӑйсен ушкӑнӗнче Джамалия Баранова, Николай Федоров, Владислав Васильев (Шупашкар районӗ), Наталья Кузьмина, Александр Антонов, Валерий Матвеев (Шупашкар), Сергей Павлов (Канаш хули), Юрий Мануйлов (Куславкка районӗ), Виктор Серенков (Улатӑр хули), Николай Алексеев (Сӗнтӗрвӑрри районӗ), Михаил Ямолкин, Александр Антонов (Мари Эл) палӑрнӑ.

Куҫарса пулӑш

Элтепер парнисемшӗн ветеран-йӗлтӗрҫӗсем тупӑшнӑ // Вера Эверкки. https://chuvash.org/news/4799.html

Ҫавӑнпа малтанхи инженер пӳлӗмӗнче нимӗн те улӑштармарӗ, сӗтел ҫинче выртакан хутсене те, стена ҫинчи плакатсене те, шкап ҫумне ҫапнӑ пӑтаран ҫакӑнса тӑракан плащпа шлепкене те тӗкӗнмерӗ, пукансене те вырӑнтан вырӑна куҫармарӗ; килти пахчари кӑвак ҫеҫкеллӗ чечек куршукне ҫеҫ шывлӑ кантӑк савӑтпа уҫса хуракан календарь ҫумне лартрӗ.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Тӗслӗхрен, Н. И. Ашмарин сӗннӗ терминсен списокӗнче унччен тӗл пулман ҫак терминсене курма пулать: хушӑм пуплев (аппозитивное предложение), тулӑм (дополнение), еплелӗх «качество», миҫелӗх «количество», тавраш (обстоятельство), ят пуплев (предложение-имя), каварлаша тӑран пуплев (условное предложение), эмоци (туйӑм-сисӗм вырӑнне) т. ыт. те.

Куҫарса пулӑш

2. Чӗлхе терминӗсем йӗркеленме тытӑнни. Терминологи ӗҫӗн тӗп тапхӑрӗсем // И. А. Андреев. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 71–91 с.

Ташӑ пуҫласа яракансем «Б» класра комсорг пулнӑ хӗрлӗ ҫӳҫлӗ Никитин Петрпа ҫав класрах вӗреннӗ Нарспи сӑн-питлӗ Петрова Зинаида (платйин аркине чӑваш тӗррипе хайнӑ), унтан «А» класра вӗреннӗ йӑпшак кӗлеткеллӗ Кириллов Владиславпа «Б» класри утмӑлтурат куҫлӑ Матвеева Альбина (иккӗшӗ те класс тулӗнчи ӗҫсенче чи активлисемччӗ) пулчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Пиччӗшӗн стена ҫумӗнче ҫакӑнса тӑнӑ кун кӗнекине илнӗ те Павлуш татӑкӑн-татӑкӑн ҫыпӑҫтарса вӑрӑм сӑмах тунӑ: Наполе-он+низкаго+вдему (куна Санькка каланинчен аса илнӗ) + пришли+шемуся (каллех Санькка сӑмахӗнчен)+кому+ прили (вӗҫне кӑларса пӑрахнӑ)+фонку (граммофонӑн юлашки сыпӑкне улӑштарнӑ)+себе+биллион (ку числона календарьте курнӑ).

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Пурин те гимнастеркисем шӑтса-ҫурӑлса пӗтнӗ, пичӗсем ӗнсе-хуралса кайнӑ, пурин те куҫӗсемпе шӑлӗсем илемсӗр шуррӑн, тискер шуррӑн курӑнаҫҫӗ, пурте йывӑррӑн сывласа, енчен енне сулланса тӑраҫҫӗ (йӑванса кайӗччӗҫ, тӑсӑлса выртӗччӗҫ, анчах ура айӗнче — шыв, кӑвак-симӗс мӑкпа витӗннӗ тӗмескесем, ӳксе ҫӗрнӗ йывӑҫсем тата — хура-симӗс шыв).

Куҫарса пулӑш

VII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Ула Тимӗр пуҫӗнче Полинаран: «Вӑрттӑнлӑх мар пулсан, хӑш института кӗме заявлени парасшӑн?» — тесе ыйтас шухӑш та мӗлтлетсе илчӗ, анчах ку ыйту савнине килӗшесси пирки иккӗленсе, шухӑша ӑша ҫӑтрӗ те, хӑйсене ӗмӗрлӗхех «пӗр ҫыхха ҫыхӑнма» шӑпа пӳрессе шанӑҫлӑн савакан куҫпа сывпуллашса, ӗҫре пирченнӗ, хытӑрканӑ аллине сӑпайлӑн тӑсрӗ…

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Чӑваш Республикин экономика аталанӑвӗн, промышленноҫпа суту-илӳ министрӗн тивӗҫне пурнӑҫлакан Ольга Ланцова йӑлана кӗнӗ Шупашкарти экономика форумне, регионсен хушшинчи 22-мӗш «Регионсем - чикӗсӗр ӗҫтешлӗх» выставкӑна тата фейерверксен тӗнчери 8-мӗш фестивальне ирттерме хатӗрленсе мӗн туни тата мӗн палӑртни ҫинчен каласа кӑтартрӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Ен уява хатӗрленет // Юрий ЛИСТОПАД. «Хыпар», 2015.04.30, 76-77№

Хӗл каҫа шӑп тӑнӑ ял хушши ҫӗр сасӑпа тулнӑ: урамра ача-пӑча хаваслӑн ҫуйӑхать; лаштра йӑмрасем тӑррине йӑва ҫавӑракан кураксем пӗр-пӗринпе ӑмӑртмалла ҫӑвар караҫҫӗ; ҫӗнӗ вӗллесенчи шӑнкӑрчсем, ҫурхи кун илемне кӳрсе, ҫитмӗл ҫичӗ тӗслӗ кӗввине шӑрантараҫҫӗ; пӳртсем, крыльцасем умӗсенчи канавсемпе е ҫул варрипех шыв шӑнкӑртатса юхать.

Куҫарса пулӑш

VII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Кӑҫалхи кӗр тумӗ чӑн-чӑн ылтӑн тӗслех: сарӑ та йӑм-хӗрлӗ вӗрене ҫулҫисем калама ҫук илемлӗн ҫӗр ҫине пӗрерӗн-пӗрерӗн вӗлкӗшсе ӳкеҫҫӗ, ӑвӑс ҫулҫисем те ылтӑн укҫа пек ушкӑнӑн-ушкӑнӑн вӗлтӗртетсе тӑкӑнаҫҫӗ, эрешмен картисем халӗ те пурҫӑн ҫип пек унталла-кунталла вӗҫеҫҫӗ, улмуҫҫи ҫулҫисем кӑна шухӑша ӳксе вӑхӑтӑн-вӑхӑтӑн чӑштӑртатаҫҫӗ.

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Вӑл вӑхӑтри документсене вуласан Хусан хӳтӗлев линийӗн (обвод) тӑршшӗ 434 км (Мари Эл, Чӑваш Ен, Тутарстан ҫӗрӗсем ҫинче) пулни паллӑ, вӑл шутра Чӑваш Республикинче (Сӗнтӗрвӑрри, Куславкка, Вӑрмар, Тӑвай районӗсенче) 103 км танксенчен хӳтӗленмелли тарӑн канав (халӑхра окоп тетпӗр), Тӑвай районӗнче – 30 км (Д.В. Алексеев хатӗрленӗ карта тӑрӑх).

Куҫарса пулӑш

Астӑвӑм ӑруран ӑрӑва пытӑр // Владимир Шакров. http://kanashen.ru/2022/02/07/%d0%b0%d1% ... 82a%d1%80/

Кӑҫал турнира уҫнӑ май Аслӑ Чемен территори пайӗн начальникӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Е.Фролова, вӑтам шкул директорӗ Н.Адидатова, Сашӑн аппӑшӗ Светлана, Украинӑри ятарлӑ ҫар операци ветеранӗ, Шупашкарти кадет корпусӗнче (унта Саша та вӗреннӗ) воспитатель пулса ӗҫлекен А.Башмаков офицер паттӑр ҫинчен чи ӑшӑ сӑмахсем каларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Саша ячӗпе – турнир // Надежда КОШЕЛЕВА. https://avangard-21.ru/gazeta/51756-sash ... -pe-turnir

Ҫав вӑхӑталлах ҫырнӑ тепӗр статйинче критик Н. Мартынов хайлавӗсенчи геройсем пурнӑҫри пек пулнине, писатель ҫынсен хутшӑнӑвӗсене, этем чун-чӗрин вӑрттӑн хусканӑвӗсене тарӑннӑн кӑтартса пама пултарнине, унӑн пысӑках мар хайлавӗсен чуна пырса тивес асамлӑ вӑйӗ пысӑк пулнине, вӗсем ҫамрӑк прозаиксемшӗн лайӑх тӗслӗх пуласса асӑрхать.

Куҫарса пулӑш

Саланнӑ саманара нитне ҫухатмасӑр хӑтлӑх шыранӑ писатель // Борис Чиндыков. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 3-8 с.

Тулашри сӑн-сӑпатӑн динамики театрӑн кивӗ ҫурчӗпе, Кабан кӳлли ҫийӗнчи пӑрпа, минаретсен тӑррисемпе килӗшсе тӑрать. Тулашрипе шалти килле ӑшӑ атмосфера хушшинче контраст пур. Ҫакӑ тутар халӑхӗн ҫирӗплӗхӗпе тараватлӑхне кӑтартса парать», – тесе ӑнлантарать ҫуртӑн архитектура концепцине Wowhaus бюровӗн йӗркелӳҫисенчен пӗри Олег Шапиро.

Куҫарса пулӑш

Галиаскар Камал театрӑн ҫӗнӗ ҫуртне уҫнӑ ҫӗре Раҫҫейӗн паллӑ кино тата театр актерӗ Владимир Машков килчӗ // Ирина Трифонова. https://suvargazeta.ru/news/tema-dnya/ga ... askov-kilc

Ӗпхӳ хулинчи чӑваш вырсарни шкулӗнче чӑваш чӗлхине вӗрентекен Ирина Ягодкина хатӗрленӗ сценари тӑрӑх Римма Макарова, Галина Скоробогатова, Мария Гаврилова, Леонид Михайлов «Нарспи» поэмӑри сыпӑксене илемлӗн шӑрантарчӗҫ пулсан, Приютово поселокӗнчен килсе ҫитнӗ педагогика ӗҫӗн ветеранӗ Зоя Смолькина хӑй ҫырнӑ сӑввипе паллаштарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Слакпуҫ ялӗнчи поэзи кунӗсем // Надежда РОДИОНОВА. «Урал сасси», 2016.06.01

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех