Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӳснӗ (тĕпĕ: ӳс) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
48. Эхер те сан патна ютран килнӗ ҫын пырса вырӑнаҫас пулсассӑн, вӑл Ҫӳлхуҫашӑн Пасха тӑвасшӑн пулсассӑн, унӑн килӗнчи пӗтӗм арҫыннин ӳтне кас, вара вӑл Пасха тума тытӑнтӑр, ҫак ҫӗрте ҫуралса ӳснӗ ҫын пекех пултӑр; ӳтне касман ҫыннӑн ӑна нихӑшӗн те ҫимелле мар; 49. ҫак ҫӗрте ҫуралса ӳснӗ ҫыншӑн та, сирӗн хушшӑра ютран килсе вырӑнаҫнӑ ҫыншӑн та пӗр саккун пултӑр, тенӗ.

48. Если же поселится у тебя пришлец и захочет совершить Пасху Господу, то обрежь у него всех мужеского пола, и тогда пусть он приступит к совершению ее и будет как природный житель земли; а никакой необрезанный не должен есть ее; 49. один закон да будет и для природного жителя и для пришельца, поселившегося между вами.

Тух 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

10. Ача ӳснӗ, арӑм ӑна фараон хӗрӗ патне илсе пынӑ, ҫак ача фараон хӗрӗшӗн ывӑлӗ вырӑннех пулнӑ, вӑл ӑна Моисей тесе ят хунӑ, мӗншӗн тесессӗн эпӗ ӑна шывран кӑлартӑм, тенӗ вӑл.

10. И вырос младенец, и она привела его к дочери фараоновой, и он был у нее вместо сына, и нарекла имя ему: Моисей, потому что, говорила она, я из воды вынула его.

Тух 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

3. Аврам тата каланӑ: акӑ Эсӗ мана тӑхӑмлӑ тумарӑн, акӑ ӗнтӗ манӑн еткерҫӗм хам ҫуртӑмра ҫуралса ӳснӗ чура ывӑлӗ, тенӗ.

3. И сказал Аврам: вот, Ты не дал мне потомства, и вот, домочадец мой наследник мой.

Пулт 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Ҫак тӗллевпе 3670 млн тенкӗ тӑкакланӑ, кашни воспитанник пуҫне хывнӑ бюджет тӑкакӗ 2010 ҫулхинчен 1,7 хут ӳснӗ.

Куҫарса пулӑш

Инвестицисем — ҫамрӑксене аталантарма… // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

2015-2016 ҫулсенчи хӗл тапхӑрӗнче кӑна туризм юхӑмӗ 10 процент ӳснӗ, ҫулталӑк вӗҫленнӗ тӗле, малтан палӑртнӑ тӑрӑх, ӳсӗм 40 процент патнех кармашма пултарать.

Куҫарса пулӑш

Тӑван ҫӗршыва юратма, аваллӑха пӗлме, халӑхпа мӑнаҫланма // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

— Апла эсир юрӑ-кӗвӗ илемне туйса ӳснӗ.

Куҫарса пулӑш

Анатолий Никитин: «Ҫынпа калаҫнӑ чухне те пуҫра кӗвӗ янӑрать» // Дмитрий МОИСЕЕВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Юлашки пилӗк ҫулта йыш тата 43 членпа ӳснӗ.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫ, киленӗҫ кӳрекенсем // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Вӑл Шупашкар районне кӗрекен Ольтикассинче учительсен ҫемйинче ҫуралса ӳснӗ.

Куҫарса пулӑш

«Сывлӑха аптекӑра туянма ҫук» // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Хальхинче пире Йӗпреҫ районӗнчи Хурамалта ҫуралса ӳснӗ, халӗ Шупашкарта пурӑнакан Алина Кирилленко /Кузюкова/ хӑйӗн аслашшӗ ҫинчен каласа пама килӗшрӗ.

Куҫарса пулӑш

Салтак шинелӗ ҫӑлса хӑварнӑ // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Уйрӑм хуҫалӑхсенче пӗлтӗр сӑвакан ӗнесен йышӗ кӑштах ӳснӗ пулин те ял ҫыннисем вӗсене унчченхинчен сахалрах усраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗр пусӑм ҫӗр те акӑнмасӑр ан юлтӑр // Елчӗк Ен. «Елчӗк Ен», 2016.03.17

Яманчӳрелӗнче ҫуралса ӳснӗ Валерий Петрович Комиссарова республикӑра та, Мускавра та лайӑх пӗлеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Иксӗлми талант, пултаруллӑ ертӳҫӗ // Анатолий ТИМОФЕЕВ. «Елчӗк Ен», 2016.03.17

Ача амӑшӗн /ҫемье/ капиталӗн виҫи 2007 ҫултанпа 80 процент ӳснӗ - унӑн паянхи виҫи 453 пин тенкӗпе танлашать.

Куҫарса пулӑш

Ача амӑшӗсене - пулӑшу // З.ЯКОВЛЕВА. «Елчӗк Ен», 2016.03.17

Пӗр тапхӑр ӳснӗ пек пулчӗ те каллех 15-16 тенке чакрӗ.

Куҫарса пулӑш

Сӗт хакӗ мӗншӗн чакать? // Лариса АЛЕКСЕЕВА. «Хресчен сасси», 2016.03.17, 10№

Сӑмах май, вӑл Йӑпӑлтире ҫуралса ӳснӗ, анчах мӑшӑрлансан нумай ҫул Мускавра ӗҫлесе пурӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Ушкӑнпа ӗҫлеме те, канма та аван // Хресчен сасси. «Хресчен сасси», 2016.03.17, 10№

Вӑл Тӑвай районӗнчи Тенеялӗнче ҫуралса ӳснӗ.

Он родился и вырос в Тенеево Янтикского района.

Сывлӑхне ҫапла ҫирӗплетнӗ // Хресчен сасси. «Хресчен сасси», 2016.03.17, 10№

Манӑн сӑмахӑм Муркаш районӗнчи Исетерккӗ ялӗнче ҫуралса ӳснӗ Зоя Никифоровна Емельянова ҫинчен пырӗ.

Куҫарса пулӑш

«Хресчен сассипе» - чӗрӗк ӗмӗр // Александр МАКАРОВ. «Хресчен сасси», 2016.03.17, 10№

2009 ҫулпа танлаштарсан, Шупашкарта кунашкаллисен йышӗ ӳснӗ.

Куҫарса пулӑш

Кашни тӗслӗхре - ача шӑпи // Любовь ПЕТРОВА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Тутар Республикинчи Ҫӗпрел районӗнчи Шланкӑ ялӗнче ҫуралса ӳснӗ Резида Шӑмӑршӑ тӑрӑхӗнчи Палтиел йӗкӗтне качча килнӗ чухне Зиле 12 ҫулта кӑна пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

«Анне, пире кунтан часрах илсе кай…» // Ирина АЛЕКСЕЕВА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Ачаранпах выльӑх пӑхса ӳснӗ эпир, — сӳтӗлчӗ калаҫу ҫӑмхи.

Куҫарса пулӑш

Ачаранпах выльӑх пӑхса ӳснӗ // Ирина КОШКИНА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Ялти ӗҫпе пиҫӗхсе ӳснӗ ҫамрӑксем выльӑх-чӗрлӗх усрама шухӑшланӑ.

Куҫарса пулӑш

Ачаранпах выльӑх пӑхса ӳснӗ // Ирина КОШКИНА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех