Шырав
Шырав ĕçĕ:
Хӗрлӗ гвардеецсем пӑшалӗсене ӳркевлӗн лавсем ҫине кая-кая пӑрахаҫҫӗ, револьверӗсене ҫатансем урлӑ ывӑтаҫҫӗ, кил хушшисенче пытараҫҫӗ.Красногвардейцы вяло сносили оружие, револьверы кидали через плетни, прятали, расходясь по дворам.
XXVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
— Ҫи, Бунчук! — сӗнчӗҫ юлташӗсем; вара вӑл, янах шӑммине йывӑррӑн та ӳркевлӗн мӗкӗлтеттерсе, пӗр ҫӗре сӳрӗккӗн тирӗнсе пӑхса, ҫикеленӗ пек турӗ.
XXVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Лешӗ путмар сакки ҫинчен вӑрт ҫеҫ сиксе тӑчӗ, ахаль те усӑк сӑмсине яшка тӗлӗнче пушшех курпунлантарса шӑршларӗ, унтан каялла кайса ларчӗ те, урине ӳркевлӗн ҫӗклесе, сак хӗрринчи котелока ҫӗре тӗртсе ӳкерчӗ.
IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Weshalb bist du so spät gekommen, — ыйтрӗ нимӗҫ хӑй ҫине уртса янӑ шинельне ӳркевлӗн хулпуҫҫийӗпе тӳрлетсе пӳртрен тухнӑ май.
III // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Йӑлтах халран кайрӗ ӗнтӗ вӑл, ӳркевлӗн, пӗр вырӑнта ҫеҫ тӑпӑртаткаласа илет, ҫапах та, хӑй шухӑшӗпе, горлица ташлатӑп тет ӗнтӗ.Уже совсем ослабела она и лениво топала ногами на одном месте, думая, что танцует горлицу.
XIII // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Лавӗ ҫумне кӗсре кӑкарса янӑ, лӑпкӑн та ӳркевлӗн утнинченех паллӑ ӗнтӗ вӑл самаях ватти.Рядом с ним шла привязанная к возу кобыла, смиренный вид которой обличал преклонные лета ее.
I // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Вӑл хӑйӗн хӗвелпе пиҫсе тӗксӗмленнӗ пичӗ тӑрӑх юхакан тарне ӳркевлӗн шӑлкаласа илнӗ.Ленивою рукой обтирал он катившийся градом пот со смуглого лица.
I // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Вӑхӑт ҫитмесӗрех мӑнтӑрланса кайнӑскер, лешӗ ӳркевлӗн утса ҫитрӗ.Преждевременно располневший, тот явился неторопливой походкой.
I // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Темӗн ытла та ӳркевлӗн, хӑй ҫине хӑй шанман пек ҫӳрекен пулнӑ вӑл, ӗлӗк пӗртте ун пек марччӗ.Своими движениями, вялыми и неуверенными, он ничем не напоминал прежнего.
Хупахра // Аркадий Малов. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 76–92 стр.
— Ҫаплипе ҫапла-ха, паллах, ырӑ, — ӳркевлӗн килӗшрӗ Назанский.
XXI // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Вӑл вара, чӳпӗкле пулнӑшӑн хӑйне хӑй ӑшӗнче ятласа, пахча йӑранӗсем ҫумӗпелен кукӑр-макӑр та лӗнчеке утӑмсемпе хӑярсемпе купӑстасене тапта-тапта пыракан Веткин хыҫӗнчен ӳркевлӗн сӗнкӗлтетрӗ.
XVIII // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Анчах вӑл кун пек чухне ялан хӳтӗлевсӗр пулнӑ, халӗ те, юри тунӑ евӗр, ӳркевлӗн кӑна кулкаларӗ.Но он был всегда в этих случаях беззащитен и теперь только деланно и вяло улыбался.
XVIII // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Ыйхӑллӑ шыв, ҫӗр ҫумне кӗвӗллӗн шӑмплата-шӑмплата ҫапӑнса, ун ури айӗнче питӗ йӑввӑн та ӳркевлӗн чӳхенетчӗ, уйӑх ҫав шатра пит ҫине тӑсӑлса выртнӑччӗ те юпаланса чӗтӗретчӗ, ҫакӑ вара аякри тӗттӗм, чӗмсӗр те пушанчӑк ҫыран патне тӑвӑр ҫулпа каякан миллионшар кӗмӗл пулӑ ҫиелте чӑмпӑлтатнӑ пекех курӑнатчӗ.
XVI // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Ӑшӑ, ҫепӗҫ эрешмен карти ҫемҫен те ӳркевлӗн карса илнӗ пек пӗтӗм ӳт-пӗве, ачашшӑн кӑтӑклаттарнӑн та чуна шалти савнӑҫлӑ кулӑпа тултарса лартнӑ пек.
XIV // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Ромашов ҫав-ҫавах картсем, кӗмӗл тата хут укҫасен куписем, пурӑпа ҫырса тултарнӑ симӗс пустав ҫине пӑхнӑччӗ, унӑн йывӑрланса, тӗтреленсе ларнӑ пуҫӗнче, вара ҫаплах пӗрешкел шухӑшсем ӳркевлӗн пӑтрашӑнчӗҫ: хӑй анса, пӗтсе пыни те кичем, тӗксӗм пурнӑҫӑн тасамарлӑхӗ ҫинчен.
IX // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
— М-да, тӑванӑм, мӗн каласси ӗнтӗ унта, пурнӑҫ, — ӳркевлӗн тавӑрчӗ Павел Павлович.— Н-да, брат, что уж тут говорить, жизнь, — вяло ответил Павел Павлович.
IX // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Пысӑк, мелкемес Арчаковский Лыкачевсен пӗчӗк те хӗремесленсе кайнӑ кӗҫӗн хӗрне, ун ҫийӗпе кӑштах пӗкӗрӗлсе те унӑн ҫӳҫӗ ҫулне пӑхса, хӑй тавра ҫавӑрать; ача-пӑчапа ташланӑ чухнехи пек, вӑл па туса ҫитермест, урисене ӳркевлӗн те тирпейсӗррӗн ҫеҫ куҫаркалать.
IX // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Ӳркевлӗн ҫеҫ тумланчӗ, чейне йӗрӗнсе кӑна ӗҫкелерӗ, пӗр хутчен-ха Гайнӑна та — лешӗ, яланхи пекех, хавасчӗ, хускануллӑ та, ҫамрӑк йыт ҫури евӗр, кӑнттамтарахчӗ — тем сӑлтавпа тӳрккессӗн кӑшкӑрса илчӗ.
VI // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Назанский каллех шкап патне пычӗ, эрех ярса ӗҫрӗ те алӑкне тирпейлӗн хупрӗ, Ромашов та, ним шутлавсӑрах, ӳркевлӗн тӑрса, ҫавнах турӗ.
V // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
— Ӗҫ-пуҫсем, тӑванӑм, ӗҫ-пуҫсем… — вӑраххӑн та ӳркевлӗн анасланипе пӗрлех, сӳрӗккӗн тавӑрчӗ подпоручик палламан тепӗр салтакӑн сасси.
V // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.