Шырав
Шырав ĕçĕ:
32. Лешӗсем хӑраса ӳкӗҫ, вӗсен вӑйне курса шӑпланӗҫ те тӗлли-паллисӗр тарма пуҫлӗҫ.32. Те смутятся, умолкнут перед силою их и обратят ноги свои в бегство.
3 Езд 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Ҫавӑн чухне вара халӗ Манӑн ҫулсенчен пӑрӑннисем сехӗрленсе ӳкӗҫ, Манӑн ҫулсене тиркенисем асап курӗҫ.9. Тогда пожалеют отступившие ныне от путей Моих, и отвергшие их с презрением пребудут в муках.
3 Езд 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
87. Ҫиччӗмӗш асапӗ ҫак асӑннӑ мӗнпур асапран хӑрушӑрах пулӗ: кусем — хӑйсем пурӑннӑ чухне Ҫӳлти Турӑ мухтавлӑхӗ умӗнче ҫылӑх тунӑскерсем, юлашки вӑхӑтра Унӑн умӗнче сута тӑрасскерсем — Ҫӳлти Турӑ мухтавлӑхне курсассӑн пӑлханса ӳкӗҫ, нихӑҫта кайса кӗмелле мар намӑсланӗҫ, хӑраса халран кайӗҫ.
3 Езд 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Ун чухне ҫапла пулӗ: туссем пӗр-пӗрне хирӗҫ, тӑшмансем пек, вӑрҫӑ кӑралӗпе тухӗҫ, пӗтӗм ҫӗр, ҫӗр ҫинче пурӑнакансем пурте хӑраса ӳкӗҫ, ҫӑлкуҫсен ҫулӗсем чарӑнса ларӗҫ те виҫӗ сехет хушши юхмасӑр тӑрӗҫ.
3 Езд 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Вара ҫапла пулчӗ: сасӑ илтӗнсессӗн, эпӗ ура ҫине тӑтӑм та тӑнларӑм — акӑ калаҫакан сасӑ, шавӗ унӑн — вӑйлӑ шыв кӗрленӗ пек, 18. ҫапла каларӗ: акӑ Эпӗ ҫӗр ҫинче пурӑнакансене пырса пӑхас кунсем ҫитсе килеҫҫӗ, Эпӗ ҫывӑхарнӑҫемӗн ҫывӑхаратӑп; 19. ун чухне Эпӗ хӑйсен тӳрӗмарлӑхӗпе усал ӗҫ тунисенчен шыраса илӗп, Сион ун чухне виҫи туличчен мӑшкӑл курӗ, 20. ун чухне, иртекен ӗмӗре пичет пуснӑ чухне, Эпӗ кӑтартакан паллӑсем ҫаксем пулӗҫ: тӳпе умӗнче кӗнекесем уҫӑлса кайӗҫ те, вӗсене пурте курӗҫ; 21. ҫулталӑкри ачасем калаҫма пуҫлӗҫ, ҫире пур хӗрарӑмсем хӑйсен аталанса ҫитеймен ачисене виҫӗ-тӑватӑ уйӑхранах ҫурата-ҫурата парӗҫ, ачисем ҫапах та чӗрӗ юлӗҫ, тӗреклӗленӗҫ; 22. акса хӑварнӑ хирсем кӗтмен ҫӗртен акман хирсем пулса тӑрӗҫ, тулли кӗлетсем пуш-пушӑ пулӗҫ; 23. ун хыҫҫӑн трупа шавлӑн кӑшкӑртса ярӗ те, ҫавна илтсессӗн, пурте сасартӑках сехӗрленсе ӳкӗҫ.
3 Езд 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Ҫакна Аскалон курӗ те сехӗрленсе ӳкӗ, Газа та, Екрон та вӑйлӑ чӗтресе ӳкӗҫ; ӗнтӗ вӗсенӗн шанчӑкӗ путланӗ: ӗнтӗ Газӑра патша пулмӗ, Аскалон ҫын пурӑнман вырӑн пулса тӑрӗ.
Зах 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Ҫакна халӑхсем курӗҫ те, хӑйсем темле хӑватлӑ пулсан та, намӑсланӗҫ; тути-ҫӑварне алӑпа хупласа тӑрӗҫ, хӑлхисем илтми пулса ларӗҫ; 17. ҫӗлен пек, тӑпра ҫулӗҫ, хӑйсен хӳтлӗхӗнчен вӗсем ҫӗр ӑманӗсем пек шуса тухӗҫ; пирӗн Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑртан сехӗрленӗҫ, Санран хӑраса ӳкӗҫ.
Мих 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вӗсем ӗнтӗ кайса ӳкӗҫ те урӑх тӑраймӗҫ.
Ам 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Эпӗ Израильрен унӑн йӗркесӗр ӗҫӗсемшӗн шыраса илнӗ кун Вефильри парне вырӑнӗсемшӗн те шыраса илӗп, вара алтарь мӑйракисене касса пӑрахӗҫ, вӗсем ҫӗре ӳкӗҫ.
Ам 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Самарире пурӑнакансем Беф-Авенри пӑру кӗлеткишӗн хӑраса ӳкӗҫ; уншӑн халӑх макӑрӗ, малтан савӑннӑ чӳк пуҫӗсем те унӑн чапӗ сӳннӗшӗн хурланса йӗрӗҫ.
Ос 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
43. Хаклӑ мула — ылтӑн-кӗмӗле, Египетӑн пӗтӗм пуянлӑхне — ярса илӗ; Ливи ҫыннисемпе Эфиопи ҫыннисем ун ури умне ӳкӗҫ.
Дан 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Вӗсене акӑ мӗн кала: Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать те: Эпӗ пур! ҫаратса хӑварнӑ вырӑнтисем хӗҫпе касӑлса ӳкӗҫ; хиртисене тискер кайӑксене ҫиме парӑп; хӳме хӳсе ҫавӑрнӑ вырӑнсенче тата ҫӗр хӑвӑлӗсенче пурӑнакансем мур чирӗпе вилсе пӗтӗҫ.
Иез 33 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Лешӗсем хӗҫпе вӗлернисен хушшине ӳкӗҫ, ӑна та хӗҫ айне ӳксе пӗтме панӑ; сӗтӗрӗр ӑна, унӑн пӗтӗм йышне сӗтӗрӗр.20. Те падут среди убитых мечом, и он отдан мечу; влеките его и все множество его.
Иез 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: Египет тӗрекӗсем ӳкӗҫ те, унӑн мӑнаҫлӑхӗпе хӑвачӗ те сӳнӗ; унта Мигдолран Сиенӑна ҫитиччен хӗҫ айне пулса пӗтӗҫ, терӗ Ҫӳлхуҫа Турӑ.
Иез 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Пуянлӑху, тавару, пӗтӗм пурлӑх пӳлмисем, карап ҫӳретекенсем, карап хӳрине тытса пыракансем, шӑтнӑ тӗле юсакансем, санӑн суту-илӗвне йӗркелесе тӑракансем, сан патӑнти пӗтӗм ҫар ҫынни, санӑн пӗтӗм йышлӑ халӑху эсӗ пӗтнӗ кун пурте, пурте тинӗс варрине ӳкӗҫ.
Иез 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Этем ывӑлӗ, ӗнтӗ ахлат, ӗсӗкле: вӑл — Манӑн халӑхӑма хирӗҫ, Израилӗн мӗнпур ҫулпуҫне хирӗҫ; вӗсем Манӑн халӑхӑмпа пӗрле хӗҫ айне ӳкӗҫ; ҫавӑнпа пӗҫҫӳне ҫапса ахлат.
Иез 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Вара вӗсем хуйхӑ тумтирӗ тӑхӑнӗҫ, вӗсем сехӗрленсе ӳкӗҫ; пичӗ-куҫӗ пурин те намӑсланса хӗрелӗ, пурин те пуҫӗ шакла пулӗ.
Иез 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
30. Ҫавӑншӑн унӑн яш ачисем урамра кая-кая ӳкӗҫ, ҫавӑ кун вӗсен пӗтӗм ҫар ҫынни тӗп пулӗ, тет Ҫӳлхуҫа.
Иер 50 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Иерусалим Маншӑн хаваслӑ ят пулӗ, ҫӗр ҫинчи халӑхсемшӗн пуриншӗн те вӑл мухтавпа чап пулса тӑрӗ, вӗсем Эпӗ уншӑн тунӑ мӗнпур ырӑлӑх ҫинчен илтӗҫ, Эпӗ панӑ ырӑлӑхпа тӑнӑҫлӑхран тӗлӗнсе те чӗтресе ӳкӗҫ.
Иер 33 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Ҫавӑ кун ҫапла пулӗ, тет Ҫӳлхуҫа, патша чӗри те, улпут чӗри те тапма чарӑнӗ; священниксем хӑраса ӳкӗҫ, пророксем сехӗрленсе ӳкӗҫ.
Иер 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.