Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӳксен (тĕпĕ: ӳк) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ӳксен, тӑмасан та юрать.

Упав, уже не стоит подниматься.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Сирафуна акула тытӑҫса ӳксен, эпӗ акулӑшӑн алӑ ҫапса тавлашман пулӑттӑм!

И при схватке между сирафу и акулой я не держал бы пари за акулу!

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Малтан анчах вӗсем куҫҫуль кӑларам пекки тӑваҫҫӗ, кайран, хӑйсен аллине кӗрсе ӳксен, на кӑна ташлаттараҫҫӗ вара пире вӗри ҫатма ҫинче!

Это они поначалу слезу пускают, а, не дай бог, женишься — так и заставят плясать под свою дудку.

3 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Анчах вӗсем васканӑ, Борьӑна тупасшӑн пулнӑ: кашни снаряд умӗн ҫӗре ӳксен, нихӑҫан та ҫитейместпӗр, Борьӑна нихӑҫан та кураймастпӑр, тенӗ.

но ведь им надо идти отыскать Борю, а если они будут падать перед каждым снарядом, то они никогда не дойдут, никогда не увидят его.

4. Амӑшӗ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Тихонов, Н. Совет ҫыннин сӑн-сӑпачӗ: Ленинград калавӗсем / Николай Тихонов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1942. — 54 с.

Йывӑҫ тӗмисем ҫинчи сивӗ сывлӑм пит ҫине е ӗнсе хыҫне ӳксен, хӑй ҫӳҫенсе илет.

И поеживаясь, когда холодная роса с кустов осыпала его лицо, шею.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.

Фаня Донцова та нумай ӗҫленипе сывмарланса ӳксен, Щорс хӑй пӑшӑрханнине пӗр сӑмахпа та палӑртман.

Когда, надорвавшись на работе, Фаня Донцова тоже серьезно занемогла, Щорс ни словом не выдал своей тревоги.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Николай Степанов. Герасимов, Е. Щорс: [тулли мар вӑтам шкулсем валли] / Е. Герасимов, М. Эрлих; Н. Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 208 с.

Пушар вара, унта ҫитсе ӳксен, пушшех вӑйланса кайрӗ.

Как только пал достиг их, пламя так и разлилось по берегу и длинные языки огня взвились высоко к небу.

Вӑрманти пушар // Александр Галкин. Арсеньев В.К. Тайгари тӗлпулусем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 178 с. — 58–60 с.

— Сирӗн комбайнерсем сывлӑм ӳксен те выраҫҫӗ-и вара? — ыйтрӗ Сергей ашшӗ.

— А что, ваши комбайнеры и при росе убирают? — спросил отец.

6 // Михаил Рубцов. Павленко П.А. Ҫеҫенхир хӗвелӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96 с.

Пуҫ ҫине ҫав тери йывӑр хуйхӑ килсе ӳксен эпӗ Шурӑшӑн кӑна мар, тата ытти нумай-нумай ҫынсемшӗн те кирлӗ пулнине ӗненме пулӑшрӗҫ мана ҫынсем.

Когда невыносимое несчастье обрушилось на меня, мне помогли поверить в то, что я нужна не только Шуре, но еще многим и многим людям.

Пӗтӗм чӗререн // Макар Хури. Космодемьянская Л.Т. Зойӑпа Шура ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 232 с.

Сывлӑшран килсе тапӑннӑ вӑхӑтсенче вӑл халичченхи пекех ҫурт тӑрринче асӑрхаса тӑрать, мӗншӗн тесен Шура заводра вут хыптармалли бомба ӳксен сӳнтернӗ пек унӑн та сӳнтерес килет.

Во время воздушных налетов она, как и прежде, дежурила на крыше или на чердаке и завидовала Шуре, который у себя на заводе потушил уже не одну зажигалку.

Уйрӑлу // Макар Хури. Космодемьянская Л.Т. Зойӑпа Шура ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 232 с.

Зоя шӑрпӑка сӳнтермесӗр пӑрахмасса та, юшкӑна вӑхӑтра хупасса та, кӑмакаран кӑвар сиксе ӳксен ҫийӗнчех асӑрхасса та пӗлсе тӑнӑ.

Я знала: Зоя не бросит непогашенную спичку, вовремя закроет вьюшку, сразу заметит выскочивший из печки уголек.

Ашшӗсӗр // Макар Хури. Космодемьянская Л.Т. Зойӑпа Шура ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 232 с.

Пыршу йӑтӑнса тухса ӳксен те, виҫӗ кун пурӑнма тапӑҫлан.

Даже если потроха из тебя вылезут, три дня ты обязан еще прожить.

ХХХIII. Ашшӗн каламан сӑмахӗ // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Тупата, кушак чухлӗ — кушак та куҫне уҫайман ҫурисене куҫ пек сыхласа пӑхать, чӑхӑ та хӑйен вӑйсӑр чӗпписене хурчӑка тытасран епле упрать, кирлӗ чухне ҫунат ҫапса ҫапӑҫать, хӑй чӗп-чӗрӗ юна ӳксен те, чӗпписене, тыттарасшӑн мар.

Ведь кошка и та оберегает своих слепых котят, курица хлопочет над маленькими цыплятами, насмерть бьется с ястребом, чтобы уберечь своих малюток.

XXII. Амӑшӗ // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

— Хура кӗрпе касса хатӗрлӗпӗр, — хӑпартланчӗ Шерккей, — ҫуна ҫулӗ ӳксен, турттарса кӑларма майлӑ пулать.

— Осенью надобно заготовить, а по санному пути уж вывозить, — заметно оживился Шерккей.

XVI. Пӗртӑвансем // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Мана тӗлленӗ чухне леш ҫынни калама та ҫук хӑрушӑ сӑн-питлӗскерччӗ, кайран, вӑл шӗлепкине ыткӑнтарса ҫӗре ӳксен, ун ҫине пӑхатӑп та — пӗр арҫын ача вырта парать, вунпиллӗкрен те иртмен ачи! пӗчӗк аллисене саркаласа пӑрахнӑ та пӗлӗт ҫине пӑхнӑ пекех пӑхса выртать хӑй…

Рожей мне показался невообразимой, а как посмотрел на него, когда уж он упал: шляпа откинулась — лежит мальчик лет пятнадцати, не больше, ребенок! раскидал ручонки, точно в небо смотрит…

Ашшӗ // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.

Тепӗр енчен, тата кӑшт маларах, эмигрантсем хистенипе, Европӑри мӗнпур монархсен ячӗпе кӑларнӑ манифестра Брауншвейгски герцогӗ ҫапла пӗлтернӗ: хӗҫпӑшалпа тытӑннӑ кирек мӗнле француза та персе пӑрахмалла, Франци королӗн пуҫӗ ҫинчен пӗр ҫӳҫ пӗрчи ӳксен те Париж хулине ҫӗрпе танлаштарса хурӑпӑр, — тенӗ.

С другой стороны, незадолго до этого, по настоянию эмигрантов, в манифесте, изданном от имени всех европейских монархов, герцог Брауншвейгский заявил, что любой француз, находившийся на вооружении, должен быть расстрелян, если с головы короля Франции упадет хоть волосок, Париж сравняем с землей.

III. Чи вӑрттӑн шухӑшсем хускални // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.

Вӑл хӑяккӑн е кустӑрмисене ҫӳлелле туса ҫаврӑнса ӳксен, ун патне ҫывхарма, ӑна чарма та май пулнӑ пулӗччӗ.

И тогда можно было бы с ней справиться.

V. Вӑйпа паттӑрлӑх // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.

— Циркра эпӗ яланах хӑратӑп, ӑнсӑртран кам та пулин ӳксен — пӗтрӗ вара! — терӗ Степанова.

— А я всегда боюсь в цирке — вдруг кто-нибудь упадет! — серьезно сказала Степанова.

10 сыпӑк // Василий Хударсем. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 1-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 221 с.

Ҫын пӗрре ҫулран тухса ӳксен унӑн пурте пӗтет, туйӑм та пулмасть.

Когда человек выбит из колеи, — у него все выбито, и чувство тоже.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.

Пӗчӗк ачасене йӑтса пынӑ пек ярса тытнӑ та, салтаксем снарядсем ҫӗклеҫҫӗ, вӗсем те тупӑ хыҫҫӑн чупсах пыраҫҫӗ, йӑтса пыраканни ӳксен вара икӗ ҫухату пулать: боецӗ те, снарячӗ те пӗтеҫҫӗ.

За пушкой, тоже бегом, на руках, как ребят, тащили снаряды, и если подносчик падал, это была двойная потеря — и бойца и снаряда.

Улттӑмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех