Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӳкнӗ (тĕпĕ: ӳк) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
20. Ҫакӑн хыҫҫӑн Саул сасартӑках пӗтӗм кӗлеткипе ҫӗр ҫине тӗшӗрӗлсе аннӑ, мӗншӗн тесессӗн Самуил сӑмахӗнчен сехӗрленсе ӳкнӗ; ҫитменнине, вӑйӗ те юлман унӑн: ҫавӑн чухне вӑл кунӗпех, ҫӗрӗпех апат ҫимен пулнӑ.

20. Тогда Саул вдруг пал всем телом своим на землю, ибо сильно испугался слов Самуила; притом и силы не стало в нем, ибо он не ел хлеба весь тот день и всю ночь.

1 Пат 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

5. Саул филистимсен тапӑрне курнӑ та хӑраса кайнӑ, ӗнтӗ чӗри те шуйханса ӳкнӗ.

5. И увидел Саул стан Филистимский и испугался, и крепко дрогнуло сердце его.

1 Пат 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

20. Ахитув ывӑлӗн Ахимелехӑн пӗр ывӑлӗ ҫеҫ, Авиафар ятлӑскер, хӑтӑлса юлнӑ, вӑл Давид патне тарса ӳкнӗ.

20. Спасся один только сын Ахимелеха, сына Ахитува, по имени Авиафар, и убежал к Давиду.

1 Пат 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

12. Давид ҫак сӑмахсене чӗрине хывнӑ та Анхусран, Геф патшинчен, хытах хӑраса ӳкнӗ.

12. Давид положил слова эти в сердце своем и сильно боялся Анхуса, царя Гефского.

1 Пат 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

37. Ача ҫӗмренсем ӳкнӗ еннелле чупнӑ, Ионафан ун хыҫӗнчен кӑшкӑрса: авӑ, ҫӗмрен сан умӑнта, тенӗ.

37. И побежал отрок туда, куда Ионафан пускал стрелы, и закричал Ионафан вслед отроку и сказал: смотри, стрела впереди тебя.

1 Пат 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

18. Давид тарса ӳкнӗ те ҫӑлӑннӑ, вӑл Самуил патне Рамӑна ҫитнӗ, хӑйне Саул мӗн тунине ӑна пӗтӗмпех каласа панӑ.

18. И убежал Давид и спасся, и пришел к Самуилу в Раму и рассказал ему все, что делал с ним Саул.

1 Пат 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

8. Саул кулянсах ӳкнӗ, ҫак сӑмах уншӑн кӑмӑллӑ пулман, вӑл ӗнтӗ: Давида вуншар пин, мана вара пиншер анчах пачӗҫ; ӑна патшалӑх кӑна ҫитмест, тенӗ.

8. И Саул сильно огорчился, и неприятно было ему это слово, и он сказал: Давиду дали десятки тысяч, а мне тысячи; ему недостает только царства.

1 Пат 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

49. Вӑл, аллине хутаҫа чиксе, унтан чул илнӗ те чулравне тытса чӗвве янӑ, филистима ҫамкаранах лектернӗ, чулӗ ҫамкине ҫӗмӗрсе кӗрсех ларнӑ, вӑл вара ӳпне кайса ӳкнӗ.

49. И опустил Давид руку свою в сумку и взял оттуда камень, и бросил из пращи и поразил Филистимлянина в лоб, так что камень вонзился в лоб его, и он упал лицем на землю.

1 Пат 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

11. Саулпа Израиль ҫыннисем ҫак сӑмахсене илтнӗ те питӗ хӑраса, сехӗрленсе ӳкнӗ.

11. И услышали Саул и все Израильтяне эти слова Филистимлянина, и очень испугались и ужаснулись.

1 Пат 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Самуил хурланса ӳкнӗ, ҫӗрӗпех Ҫӳлхуҫана чӗнсе тархасланӑ.

И опечалился Самуил и взывал к Господу целую ночь.

1 Пат 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

15. Ӗнтӗ филистимсем — хиртисем те, тапӑртисем те — пурте сехӗрленсе ӳкнӗ; таврари ҫӗре тустарса-ҫаратса ҫӳрекен чи малти ҫар ушкӑнӗсем шуйханса ӳкнӗ [те ҫапӑҫасшӑн пулман]; пӗтӗм ҫӗр кисреннӗ, Ҫӳлхуҫа сехӗрлентерсе пӑрахнӑ.

15. И произошел ужас в стане на поле и во всем народе; передовые отряды и опустошавшие землю пришли в трепет [и не хотели сражаться]; дрогнула вся земля, и был ужас великий от Господа.

1 Пат 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

6. Израиль ҫыннисем, халӑха хӗссе лартнине, хӑйсем хӑрушлӑха кӗрсе ӳкнине курса, ҫӗр хӑвӑлӗсене, ту ҫурӑкӗсене, чул хысакӗсем хушшине, пашнесене, шӑтӑксене тарса пытаннӑ; 7. еврейсенчен хӑшӗ-пӗри вара Иордан леш енне Гадпа Галаад ҫӗршывне каҫса кайнӑ; Саул Галгалрах пулнӑ-ха, унпа пӗрле пулнӑ пӗтӗм халӑх хӑрасах ӳкнӗ.

6. Израильтяне, видя, что они в опасности, потому что народ был стеснен, укрывались в пещерах и в ущельях, и между скалами, и в башнях, и во рвах; 7. а некоторые из Евреев переправились за Иордан в страну Гадову и Галаадскую; Саул же находился еще в Галгале, и весь народ, бывший с ним, находился в страхе.

1 Пат 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

18. Самуил ӗнтӗ Ҫӳлхуҫана тархасласа чӗннӗ те, Ҫӳлхуҫа ҫав кун аслатипе ҫумӑр янӑ; пӗтӗм халӑх Ҫӳлхуҫапа Самуилран сехӗрленсе ӳкнӗ.

18. И воззвал Самуил к Господу, и Господь послал гром и дождь в тот день; и пришел весь народ в большой страх от Господа и Самуила.

1 Пат 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Халӑх Ҫӳлхуҫаран хӑраса ӳкнӗ, вара пурте пӗр ҫын пек кар ҫӗкленнӗ.

И напал страх Господень на народ, и выступили все, как один человек.

1 Пат 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Ҫакӑн ҫинчен илтсессӗн Израиль ҫыннисем филистимсенчен хӑраса ӳкнӗ.

Израильтяне, услышав о том, убоялись Филистимлян.

1 Пат 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

13. Вефсамисра пурӑнакансем ҫав вӑхӑтра айлӑмра тулӑ вырнӑ, пӑхнӑ та Ҫӳлхуҫа арчине курах кайнӑ, ӑна курсассӑн савӑнсах ӳкнӗ.

13. Жители Вефсамиса жали тогда пшеницу в долине, и взглянув увидели ковчег Господень, и обрадовались, что увидели его.

1 Пат 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

10. Вӗсем Турӑ арчине Аскалон хулине ӑсатнӑ; Турӑ арчи Аскалона пырса ҫитсессӗн, Аскалон ҫыннисем сехӗрленсех ӳкнӗ: Израиль Туррийӗн арчине кунта пире, пирӗн халӑхӑмӑра вӗлерсе пӗтерес тесе илсе килчӗҫ, тенӗ.

10. И отослали они ковчег Божий в Аскалон; и когда пришел ковчег Божий в Аскалон, возопили Аскалонитяне, говоря: принесли к нам ковчег Бога Израилева, чтоб умертвить нас и народ наш.

1 Пат 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

6. Ҫӳлхуҫа алли Азот ҫыннисемшӗн йывӑрланса ҫитнӗ, Вӑл Азотра тата ун таврашӗнче пурӑнакансене хӗн кӑтартнӑ, вӗсене кутани ҫине тухнӑ шыҫӑ-мӑкӑль асаплантарнӑ, [ҫӗршывра тата шӑши ӗрчесе кайнӑ, хулара хӑрушла шуйханса ӳкнӗ].

6. И отяготела рука Господня над Азотянами, и Он поражал их и наказал их мучительными наростами, в Азоте и в окрестностях его, [а внутри страны размножились мыши, и было в городе великое отчаяние].

1 Пат 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

41. Израильсен тӗп ушкӑнӗ ҫитнӗ, Вениамин вара хӑйне инкек килсе ҫапнине курса хӑраса ӳкнӗ.

41. Израильтяне воротились, а Вениамин оробел, ибо увидел, что постигла его беда.

Тӳре 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

26. Шуҫӑм килеспе хӗрарӑм, хӑйӗн хуҫи чарӑнса тӑнӑ кил патне ҫитейсе, алӑк умне ӳкнӗ, мӗн ҫутӑличченех ҫавӑнта выртнӑ.

26. И пришла женщина пред появлением зари, и упала у дверей дома того человека, у которого был господин ее, и лежала до света.

Тӳре 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех