Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӳкнине (тĕпĕ: ӳк) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эпӗ малтан ун патне кӗменни, ҫак ушкӑна лекни урӑх ниме те мар, Лашманов енне ҫаврӑнса ӳкнине пӗлтерет тесе шутлать вӑл, ҫапла шутласа куҫӗсемпе тапхӑр-тапхӑр мана та сиввӗн пӑралать.

Куҫарса пулӑш

XXIV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Ҫумӑр иртсен, Думитру картишне тухать те пӳрт ҫийӗнчен икӗ тимӗр листи сӗвӗнсе ӳкнине курать.

Куҫарса пулӑш

XVIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Мӗтри хӑй йӗп-йӗпе тара ӳкнине туйса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Антальйӑри кану // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/lib/haylav/7887.html

— Сулагаев хӑна пӑлханса, шикленсе ӳкнине кура Саркая тиркеме тытӑнчӗ:

Куҫарса пулӑш

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Вӑл хӗрача ӳкнине курнӑ.

Она увидела падение девочки.

12-ри хӗрача чуччу ҫинчен ӳксе тӑнне ҫухатнӑ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/34852.html

Пӑкачав вӗсем ҫапла хӑраса ӳкнине асӑрхаман пекех пулчӗ, улпута пурте илтмелле ҫапла хушса каларӗ:

Куҫарса пулӑш

Мӗншӗн ҫынсем ӑтӑр мар-ши? // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Унтан Укаслу кулянсах ӳкнине курса: — Ан кулян, хӗрӗм, — терӗ.

Куҫарса пулӑш

Паттӑр вилет — ят юлать... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Килтеш ялӗнче ваттисем те ҫул ҫитнӗ ҫынна хальхаҫҫӑн куҫ ӳкнине, ылхан витнине питех астумастчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Эпрахиль юпи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫынсем ҫапла хӑй ури умне ӳкнине курма хӑнӑхнӑ ӗнтӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Тӗлӗнтермӗш хӗр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хӑш вӑхӑтра эпӗ силос шӑтӑкне анса ӳкнине хам та ас тумастӑп.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Пурис, чӑм шыва ӳкнӗскер, хӑйне хиврен чаркӑчларӗ те ҫаплах каялла туртӑнса илчӗ, вара, хашка-хашка, чарӑнса тӑчӗ, хӑлхи-куҫне ҫивӗчлетсе, хӗрӗнсех тарпа касӑнакан куҫӗ умне ӳкнине сӑнама пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Пенсие тухиччен вӑл ялти шкулта химипе биологи учителӗ пулса ӗҫленӗ, пӗр хушӑ тата, эрех кӳлленчӗкне палтах шуҫса ӳкнине пула учительтен кӑларсан, колхозра та тӑрмашкаланӑ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Эпӗ вӑл ывӑтнӑ укҫан «ӑмӑрткайӑк» енӗ аял еннелле ӳкнине лайӑхах куртӑм.

Я хорошо видел, что она упала «орлом» книзу.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Вӑрманта шултӑра йывӑҫсем тахҫанах ешӗл тумне улӑштарнӑ, унта ҫав тери шӑл, ҫилсӗр ҫанталӑкра тӑп чарӑнса тӑрса итлесен, сарӑхнӑ ҫулҫӑ вӗлтӗртетсе ӳкнине те илтейӗн.

Куҫарса пулӑш

I // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Ҫамрӑк бурлак, хавасланса ишнӗ май, Атӑлӑн тепӗр енне каҫса ӳкнине те сисмерӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Усал вӑрлӑх пулӑхлӑ ҫӗр ҫине ӳкнине туйсан, кунта урӑх ӗҫ ҫуккине кура, Мавра кайма хатӗрленчӗ.

Куҫарса пулӑш

X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӗсем Уҫӑп пухура ним мар ҫӗртенех Сергей ҫине сиксе ӳкнине те аса илчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫырӑнатӑп // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Каялла таврӑнсан Иливан пӑшӑрханса ӳкнине ӑна хапхарах тытса чарнӑ Сарье те асӑрхарӗ.

Куҫарса пулӑш

8. Иливанпа Сарье // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Патша ҫак вӑхӑтра хӑй хӑраса ӳкнине пытарма та пултараймарӗ.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Эсир пӗр-пӗрне кӑшланине, элекленине, укҫашӑн, чапшӑн такам майлӑ кайса ӳкнине юратмастӑп эпӗ.

Куҫарса пулӑш

7. Туканаш // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех