Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ултӑ ҫухрӑм хушши ҫав тери хытӑ чупнипе лашасем шӑлтах халтан кайрӗҫ, хӑшӗсем утланнӑ ҫыннисем айнех кайса ӳкеҫҫӗ, чи тӳсӗмлисем, юлашки вӑйӗсене пухса, тайкаланса пыраҫҫӗ.
22 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Канав хӗррине таҫтан хӑяматран вӗҫсе килнӗ йӑм-сарӑ улмуҫҫи ҫулҫисем вӗлтӗртетсе ӳкеҫҫӗ.Над канавой сорили пышный багрянец бог весть откуда занесенные листья яблони.
17 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Патракӑн саланса ӳкеҫҫӗ пӑхӑр саслӑ янравсем.
14 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Хуркайӑк пек карталанса ҫаврӑнакан хӗрсем, тискер ҫӑхан тапӑнасран хӑтӑлас тесе, пӗр енчен тепӗр еннелле тарса ӳкеҫҫӗ.Толпа вытянулась вереницею и быстро перебегала от нападений хищного врага.
V. Шыв пики // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Лена шухӑшӗпе халь, ял ҫывӑхра чух, салтаксем малалла, атакӑна каймалла ӗнтӗ, анчах вӗсем унталла каймаҫҫӗ, пӗр ҫӗре кӗпӗрленсе тӑраҫҫӗ, унтан тӗрлӗ еннелле чупса саланаҫҫӗ, темшӗн пӗр вӗҫӗмсӗр хир тӑрӑх хӗвӗшсе ҫӳреҫҫӗ, ӳкеҫҫӗ, хырӑмпа шӑваҫҫӗ…
VIII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Аманнӑ ҫын йынӑшнине илтсен, тем парсан та, вӗсем патне ҫывхармаҫҫӗ — каялла туртӑнаҫҫӗ, айккинелле сиксе ӳкеҫҫӗ, шӑлӗсене йӗрсе хӑрлатаҫҫӗ.
VIII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Ҫӳллӗ шурӑ стенасемлӗ пысӑк мар залра ҫак сехетре ытла та ҫутӑ; хӗвел хӗлхемӗсем чӳречесене карнӑ пурҫӑн витӗр кӗрсе «П» буква пек ларакан сӗтел ҫине ҫемҫен ӳкеҫҫӗ.
XXIII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Анчах сад лӑпкӑ тӑрать — юр ҫинче ҫеҫкесем выртмаҫҫӗ, шултра та вӗте туратсен чӑпар мӗлкисем уҫҫӑн палӑрмалла ӳкеҫҫӗ.
XIV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Вӗсем ӳсеҫҫӗ, вӗренеҫҫӗ, ӗмӗтленеҫҫӗ, яланхи пекех кулянаҫҫӗ те савӑнаҫҫӗ — хӑш чухне ҫаксем пӗтӗмпех пӗр ҫакӑншӑн ҫеҫ: тӗтреллӗ ирсенчен пӗринче, хӑйсен ҫыннисене атакӑна кайма ҫӗклесе ӗлкӗрнӗ-ӗлкӗрменех, вӗсем нӳрӗ ҫӗр ҫине ӳкеҫҫӗ те урӑх тӑраймаҫҫӗ.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Эммануил Казакевич. Ҫӑлтӑр: повесть; вырӑсларан И.С. Васильев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 1622 с.
Корнейӑн вут пек пӗҫерекен ҫамкипе пичӗ ҫине пас пӗрчисем пыра-пыра ӳкеҫҫӗ.
I // Феодосия Ишетер. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 93–110 стр.
— Халь вӗсем хӑвӑртрах ӳкеҫҫӗ.
Юлашки ҫулҫӑ // Николай Степанов. О. Генри. Юлашки ҫулҫӑ // Илемлӗ литература: журнал. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1941. — №4. — 113-118 с.
Хӗвел айӗнче, пит ҫывӑх, пӗрре шап-шурӑ пӗлӗтсем пӑр пек, тепре кӗрен-кӑвак пӗлӗтсем мрамӑр пек капланса тухаҫҫӗ; вӗсем, пӗр-пӗрин ҫине чупа-чупа пырса сулланаҫҫӗ, ҫӗкленеҫҫӗ, тӗкленсе шыҫаҫҫӗ, — вӗсене такамӑн курӑнман алли ярӑнтарнӑ пек тата вӗсенчен чи илемлӗ япаласем тунӑ пек: е пӗр вырӑнта тӑракан хумсем пулаҫҫӗ те вӗсем тӑрӑх шурӑ юланутҫӑ шурӑ лаша ҫинче сиккипе чуптарса пырать, — акӑ вӑл малалла пӗкӗнет, ӳкет те сапаланса каять; е темӗн пысӑкӑш икӗ упа кайри урисем ҫине тараҫҫӗ те, пӗр-пӗринпе ыталашса ӳкеҫҫӗ; е ҫав тери ҫӳллӗ башня ҫӗкленет те унӑн шӗвӗр вӗҫӗнче хӗвел шевли вылять; е утӑ капанӗсем сиксе тухаҫҫӗ те, шурӑскерсем, тӗклӗскерсем, ҫунат ҫумӗпе хӑвӑрт чупса иртеҫҫӗ; е сӑрт ҫине бурка тӑхӑннӑ, пуҫне ҫӑмламас та сулланса тӑракан ҫӗлӗк тӑхӑннӑ ҫын тухса тӑрать те инҫетелле пӑхать; е юмахри пек илемлӗ кӗпер, вӑрӑм та хӑватлӑ ҫурӑмне авса, пӗр пӗлӗтрен тепӗр пӗлӗте тӑсӑлса выртать те ҫаплах ҫирӗпленсе ларать…
XVII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Ман пуҫ ҫине чулсем ӳкеҫҫӗ…
X // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Ҫӗр ҫине хура мӗлкесем ӳкеҫҫӗ, тӗксӗм хӗрлӗ пӗлӗтӗн мӗлки ҫинче йывӑҫсем хура-кӗрен тӗслӗ курӑнаҫҫӗ, ҫавӑнпа: вара вӗсем ахаль чухнехинчен ҫӳллӗрех те капӑртарах туйӑнаҫҫӗ…Деревья на фоне багрово-красного неба казались выше и стройнее…
XXIV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Кӗрт ҫине кӗре-кӗре ӳкеҫҫӗ.
XXV // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Пуҫ урлах тенӗ пек, ҫӳлтен, пӗчченшер снарядсем шӑхӑрса иртеҫҫӗ те вӑрман хыҫнелле кая-кая ӳкеҫҫӗ, — нимӗҫсем хӑйсен вут-ҫулӑмне оборона ӑшнелле куҫарма пуҫларӗҫ.
XXIV // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Пурте вӗсем, пӗр-пӗрне хӗсе-хӗсех, алӑкран аяккарах пӑрӑнма тӑрӑшса, блиндаж стенисем ҫумнелле пӑчӑртанаҫҫӗ, хӑлхисене яра-яра тытаҫҫӗ, блиндаж хытах кисренсе илнипе стенасем ҫинчен тӑпра муклашкисем йӑтӑнма тытӑнсан вара, ниҫта кайса кӗме пӗлмесӗр тенӗ пек, вырӑнтан вырӑна сиксе ӳкеҫҫӗ.
XXIII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
— Аха, эпӗ пуҫтаратӑп, вӗсем пур, пӗрре кунта, тепре унта пыра-пыра ӳкеҫҫӗ!
XV // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
— Ҫынсем ӳкеҫҫӗ.
IV // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
— Эпӗ сана пӗр истори каласа парам: Пӗр ҫемьере ача ҫуралать те, пурте калама ҫук хӗпӗртесе ӳкеҫҫӗ.— Я расскажу тебе историю: в одной семье родился мальчик, и радость всех была неописуема.
Шухӑшне калани // Хӗветӗр Уяр. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 112–113 стр.