Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӳкерсе (тĕпĕ: ӳкер) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӗсене кура вӑйпут хӑй те вӑрман илемне ӳкерсе юлас тенӗн унӑн-кунӑн пӑхкала пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Ыратнӑ ҫӗре ал пырать // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Шупашкарта васкавлӑ медицина пулӑшӑвӗнче ӗҫлекен водительсем хӑйсен кӑмӑлсӑрланӑвне видео ҫине ӳкерсе илсе тӗнче тетелӗнче вырнаҫтарнӑ.

Водители, работающие на машинах скорой медицинской помощи Чебоксар, сняли видео о своем недовольстве и разместили его в интернете.

Васкавлӑ медпулӑшура ӗҫлекен водительсем кӑмӑлсӑр // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/34626.html

Сӑн ӳкерчӗкре ӗҫ вӑхӑтӗнче ӳкерсе илнӗ пикесем: Людмила Николаевна Емендюкова, Любовь Архиповна Шемякова тата Зоя Александровна Поверная.

Куҫарса пулӑш

Ҫул сарнӑ ӑстасене чыс та мухтав! // Галина ТАЛЛЯ. http://kanashen.ru/2023/03/24/c%d1%83%d0 ... %b0%d0%b2/

Ана, тен, такам хӑйӗн тирпейсӗрлӗхне пула темле шӑтӑк-ҫурӑк хутаҫҫинчен йӑкӑш «шуҫтарса» ӳкерсе хӑварнӑ е пӗр-пӗр тутӑ пурнӑҫпа иртӗхекен шӑпӑрлан ҫакӑнталла вӑркӑнтарнӑ — пӗлме ҫук.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑткӑн // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 214–216 с.

Пӗве, ку тӗлте вун икӗ-вун пилӗк чалӑш сарлакӑшскер, юххи пачах палӑрманнине пула анаталла талккӑшӗнче, пуҫнелле, хӑй ҫинче янкӑр тӳпене кутӑнла ӳкерсе, теме тӗлӗнсе куҫне чарса пӑрахнӑ пек ялтӑртаттарса выртать.

Куҫарса пулӑш

«Пуҫа ҫухатрӑм» — хисеп тупрӑм // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 207–214 с.

Сӗтел шӑлакан пӗр авӑк шалкӑм ҫапнӑ пек шанк хытса, куҫне ҫӗре ӳкерсе, чӗлхине ҫӑтса тӑчӗ, варарахран ҫеҫ чӗлхине лӑпкӑн салтса ячӗ:

Куҫарса пулӑш

Ҫын ҫынрах юлинччӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 197–201 с.

Ку хутӗнче еплерех, хӗвел ҫинчи хура пӑнча та ахрат ҫырмине ҫавӑрса, ҫӑханран саркайӑк ӳкерсе, саркайӑкран ҫӑхан тӗрлесе, хӑйне итлекенсен куҫӗсене ҫамкисем ҫине сиктернӗ-ши Алендеев хушаматлӑ «жонглёр»?

Куҫарса пулӑш

Ҫил хӳри // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 181–188 с.

Шалтан хӗсӗнсе-пӑрланса, эрлӗк-ӳкӗнӳпе чӑрмаланса, хӑштик-хӑштик сывлакаласа, эпир Микишпа иксӗмӗр тӑратпӑр, ыттисем мӑкавлӑн, ҫулӑмсӑр вутпуҫҫи пек тӗлкӗшекен, тӑнтанланнӑ куҫӗсене ҫӗре ӳкерсе лараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.

Тӳпе янкӑр, анчах хӗвел курӑнмасть: вӑл те кун каҫа ҫӗр ҫине вӗри те йӑлтӑр ылтӑн сапалас акара тӗрмешсе халран кайса паҫӑрах анӑҫри тӗнче хӗрри хыҫне тарӑнах тӗшӗрӗлсе-йӑванса аннӑ (пӗлӗте унран хӗрхелтӗм ҫутӑ ҫапмасть), те ҫӗнӗ кун хыпарҫиленме хатӗрленсе, тӳпене тухӑҫран, ката хӗрри хыҫӗнчен, кӑвак ҫутӑ ӳкерсе, сенкерлетсе тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Сывлама та хӑймасӑр, йӑшӑлт хускаламасӑр, тӑхтав турӗ, вара, куҫне вӑрман ҫине ӳкерсе, хӑйне хӳтлӗхе илме ӳкӗтлесе, тутисемпе мӑкӑль-мӑкӑль тукаласа, вӑрман пуҫне те пуҫҫапса илчӗ, анчах хӑй, шалкӑм ҫапнӑ пек хытса, кӗтмен-туман ҫӗртен илтӗннӗ сасӑ тыткӑнӗнчен ниепле те хӑтӑлаймарӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

— Ку мӗн сан? — йӳҫенкӗллӗн ыйтрӗ ҫакӑн хыҫҫӑн Полина, ҫивӗчлетнӗ куҫне Ула Тимӗрӗн мӑйӗнчен ҫакнӑ пӗчӗк кӗмӗл хӗресӗ ҫине ӳкерсе.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

— Манӑн та, — тунсӑхлӑ куҫне ҫӗре ӳкерсе, сӑлпӑркка хуравларӗ Ула Тимӗр те.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

— Ас тӑватӑн-и хамӑрӑн пӗрремӗш «тӗлпулӑва». — пуҫларӗ вӑл ӑшӗнче, куҫӗ умне «сӳнтернӗ пушар вырӑнӗнче шӑтса тухнӑ ҫурхи пӗрремӗш ҫеҫпӗлсене» ӳкерсе.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ула Тимӗр зажигалкине сӳнтерчӗ, вара, ҫыран хӗрринчи вӗтӗ чулсене пӑнчӑлт-пӑнчӑлт ӳкерсе, пӗр урипе хӑй тӑракан ҫӗртен вирлӗн каялла тапса ячӗ те хирӗҫле ҫырана тӳп! сиксе каҫрӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ҫапла шухӑшларӑм кӑна — малта, вунӑ-вуникӗ чалӑшра, сапаланса выртакан сӗлӗ кӗлтисене (лавҫӑсем ӳкерсе хӑварнӑскерсене), чупса ҫитсе, йӑпӑр-япӑр пуҫтарса илтӗм.

Куҫарса пулӑш

Пӑшалсӑр эпӗ пӗр кунта виҫӗ упа тытрӑм // Георгий Орлов. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 76-80 с.

Геодезист вара шыв айӗнчи ҫӗнӗ рельефа та тӗп-тӗрӗс ӳкерсе пама пултарать.

Куҫарса пулӑш

Тинӗс уҫакансем // Александр Аслут. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 70-76 с.

— Эпӗ сире ӳкерсе кӑтартнӑ динамомашина тӗлӗнмелле… — преподаватель вара каллех хавхаланса калама пуҫлать, — тӗлӗнмелле паха конструкципе тунӑ пӑраламалли автоматлӑ машинӑсене ӗҫлеттерет…

— Динамомашина, которую я вам вычертил, приводит в движение… — тут преподаватель снова оживлялся, — приводит в движение автоматические бурильные машины колоссальной конструкции.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Вӑл хӑй класс хӑми ҫине ӳкерсе паракан тӗлӗнмелле машинӑсемпе кӑна пурӑнать темелле.

Он буквально жил машинами, которые чертил на доске.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Ҫавна видео ӳкерсе илсе халӑх тетелӗнчи ушкӑнсенче лартса тухнӑ.

Это было снято на видео и выставлено в группах социальных сетей.

Урамра конькипе ярӑнаҫҫӗ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/34054.html

Каҫарӑр, эсир ҫӑкӑр карточки ӳкерсе хӑвартӑр, акӑ, — терӗ вӑл палламан хӗрарӑма.

Куҫарса пулӑш

V // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех