Шырав
Шырав ĕçĕ:
5. Тӗп Ҫурта, кипарис йывӑҫӗпе сӑрса, чи лайӑх ылтӑнпа виттернӗ, ҫиелтен пальмӑпа вӑчӑра ӗлкисем ӳкерсе тухнӑ.
2 Ҫулс 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Ахаз патша Ассири патшипе Феглаффелласарпа тӗл пулма Дамаска кайнӑ, унта вӑл Дамаскри чӳк тумалли парне вырӑнне курнӑ; парне вырӑнӗн тытӑмне ӳкерсе унӑн тӗплӗ ӳкерчӗкне Ахаз патша Урия священника ярса панӑ.
4 Пат 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вӗсем ӗнтӗ ун патне пынӑ та ҫӗре ӳксе пуҫҫапнӑ, 16. вара каланӑ ӑна: акӑ пирӗн, санӑн чурусенӗн, аллӑ ҫын пур; пурте вӑйлӑ вӗсем; кайччӑр та сан хуҫуна шыраччӑр вӗсем; Турӑ Сывлӑшӗ ӑна илсе кайрӗ пулӗ те пӗр-пӗр ту ҫине е пӗр-пӗр айлӑма ӳкерсе хӑварчӗ пулӗ, тенӗ.
4 Пат 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Кам та кам ҫынна курайманнипе мар, ӑнсӑртран ҫеҫ чышрӗ пулсассӑн е усал сунмасӑрах ӑна мӗнпе те пулин печӗ пулсассӑн, 23. е хӑй асӑрхамасӑрах ҫын ҫине вӗлерме пултаракан чул ӳкерсе ӑна вӗлерчӗ, хӑй вара ҫав ҫыннӑн тӑшманӗ те пулман, ӑна усал та сунман пулсассӑн, 24. ҫын вӗлерекенпе юншӑн тавӑракан хушшинчи тава халӑхӑн ҫак йӗркепе татса памалла; 25. халӑхӑн ҫын вӗлерекене юншӑн тавӑраканӑн аллинчен хӑтармалла, халӑхӑн ӑна ҫын вӗлерсессӗн тарса пынӑ хӳтлӗх хулинех ямалла, вӑл унта таса ҫу сӗрнӗ аслӑ священник виличчен пурӑнтӑр; 26. ҫын вӗлерекен хӑй тарса пытаннӑ хӳтлӗх хуларан тухсассӑн, 27. юншӑн тавӑракан ӑна хӳтлӗх хула тулашӗнче шыраса тупсассӑн, юншӑн тавӑракан ҫав ҫын вӗлерекене вӗлерсессӗн, тавӑракана юн тӑкнӑшӑн ҫылӑх пулмасть, 28. мӗншӗн тесессӗн лешӗн хӑй тарса пытаннӑ хӳтлӗх хулара аслӑ священник виличчен пурӑнмалла пулнӑ, аслӑ священник вилсессӗн ҫеҫ ҫын вӗлерекенӗн хӑйӗн ҫӗрне таврӑнмалла пулнӑ.
Йыш 35 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
50. Иордан хӗрринчи Моав тӳремлӗхӗнче, Иерихон тӗлӗнче, Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ: 51. Израиль ывӑлӗсене пӗлтер, кала вӗсене: Иордан урлӑ каҫса Ханаан ҫӗрне ҫитсессӗн, 52. унти пур халӑха та хӑвӑр патӑртан хӑваласа ярӑр, вӗсем тунӑ мӗнпур йӗрӗхе — ӳкерсе тунисене, шӑратса тунисене — пӗтӗмпе ҫӗмӗрсе тухӑр, вӗсенӗн тӳпем вырӑнӗсене те аркатса тӑкӑр; 53. ҫӗрӗсене туртса илӗр те ҫавӑнта пурӑнма вырӑнаҫӑр, Эпӗ ку ҫӗре сире еткерлӗхе паратӑп; 54. еткерлӗх ҫӗре шӑпа тӑрӑх йӑхсерен валеҫсе парӑр: нумай йышлине нумайрах ҫӗр парӑр, сахал йышлине сахалрах парӑр; кама ӑҫта шӑпа тухать, унӑн еткер ҫӗрӗ ҫавӑнта пулать; еткерлӗх ҫӗре аҫӑрсен йӑхӗсем тӑрӑх илӗр; 55. ҫавӑнта пурӑнакансене хӑвӑр патӑртан хӑваласа ямасассӑн, вӗсем, унта юлнисем, сирӗн куҫӑрсене тӑрӑнӗҫ, сире аякӑрсенчен чикӗҫ, сире хӑвӑр пурӑнакан ҫӗрте хӗстерме пуҫлӗҫ, 56. ун чухне Эпӗ вӗсене мӗн кӑтартма шутланине сире кӑтартӑп, тенӗ.
Йыш 33 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.