Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӳкерсе (тĕпĕ: ӳкер) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тепӗр уйӑхӗ ырӑ кӑмӑллӑ аннӳ — Сӑпани аппа — ӑнсӑртран ӳкерсе хӑварнӑ ҫу ҫавраки евӗрччӗ, йӑмра ҫывӑхӗнчи кӳлӗре тӗлӗретчӗ.

Куҫарса пулӑш

Тусӑм, эсӗ тусна аса ил… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 207–214 с.

Уяв кунне, ах, хитре ӳкерсе хунӑ кунта.

Куҫарса пулӑш

Тус е тӑшман? // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 187–206 с.

Иртнӗ ҫулхи юпа уйӑхӗнче районти Культурӑпа Туризм ҫурчӗн ӗҫченӗсем тата ял тӑрӑхӗсенчи культура вучахӗсенче вӑй хуракансем 1941 ҫулта хӳтӗлев чиккисене хӑпартнине кино ӳкерсе сӑнласа пама пултарчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Культура ӗҫченӗсем ҫулталӑкри ӗҫне пӗтӗмлетрӗҫ // О. ЕФРЕМОВА. https://marpos.cap.ru/news/2021/01/30/ku ... ne-ptmletr

Тӑн ҫитмен ҫынсене хӗрес ӳкерсе хунӑ машинӑсем хӑваласа ҫитеҫҫӗ те психбольницӑна леҫсе яраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Стервиз аптӑрать… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Темле хӗрупраҫ ӳкерсе хӑварнӑ йӑлтӑр-ялтӑр куҫкӗски майлах курӑнать вӑл аякран.

Куҫарса пулӑш

Христос ушкӑнӗ ташлать // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Магнитофонра урмӑшакан юрӑҫӑ пӗрре ӑшӗ йӗкленнӗ чухнехи пек мӗкӗрет, тепре ури ҫине йывӑр чул ӳкерсе ыраттарнӑн урмӑшать; юрӑ-кӗвӗ инструменчӗсем, эх, тачлаттараҫҫӗ темле сунтала, унтан, ҫӗр ҫинче выртакан хӗҫтимӗре таптама тапратнӑн, шачӑр-шачӑр, кӗмсӗр-кӗмсӗр, хӑлтӑр-халтӑр, шарт-шарт тутараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Асран кайми хӑлха чикки // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Кӑмака таврашӗнче татти-сыпписӗр чӗриклетнӗ шӑрчӑксем хӑйсен сӗрме купӑсӗсене таҫта ӳкерсе ҫухатрӗҫ пулас — сасартӑк шӑпӑртланчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

1872 ҫулта В. Каррик ҫак мелпе тури чӑвашсене ӳкерсе хӑварнӑ.

Куҫарса пулӑш

Кӳртӗм // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.

Тӗллеве пурнӑҫлама ҫакӑн пек ӗҫсем туса ирттерме тиврӗ: пӗрремӗшӗ -ҫӗршыври музейсене ҫитсе тата Атӑлҫи-Уралҫум талккӑшӗнче ятарлӑ экспедицисем ирттерсе паха тум пуххисене тата ҫи-пуҫ таврашне сӑн ӳкерсе илтӗмӗр; иккӗмӗшӗ ⎼ тӗрлӗ йышши тумсен йӗрки-шывне палӑртса вӗсен сӑнарлӑ тытӑмне тишкертӗмӗр; виҫҫӗмӗшӗ ⎼ архивсемпе музейсенче чӑваш тумӗн авалхи фото-ӳкерчӗкӗсене тата унпа ҫыхӑннӑ ӳнер хайлавӗсене тупса палӑртрӑмӑр; тӑваттӑмӗшӗ ⎼ халӑх тумӗ паян мӗнле лару-тӑрура пулнине тата аталану туртӑмне тӗпчерӗмӗр.

Куҫарса пулӑш

Кӳртӗм // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.

Пӗр сусӑр, 30 ҫулти арҫын, ҫакна телефонӗ ҫине ӳкерсе тӑнӑ.

Куҫарса пулӑш

Красноармейски округӗн пуҫлӑхӗ Санькассинчи пухура халӑхпа вӑрҫӑнса кайнӑ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/37452.html

Вӑл фотоаппаратне вӗҫертет те ахӑлтатсах кулакан старикпе ачана ӳкерсе илет, вара ман пата утса килет.

Куҫарса пулӑш

Иккӗмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Ун айне е йывӑҫ, е слон шӑмми, е мрамор плита хуратӑн, аппарат ҫӳл енне, унӑн объективӗ ҫумне уйрӑм кассетӑпа пӗр-пӗр картинӑна ӳкерсе илнӗ фотопластинкӑн негативне хуратӑн та рубильник ҫине пусатӑн.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Ҫав вӑхӑтра вӑл, ҫулталӑк ытла ӗҫленӗ хыҫҫӑн, слон шӑмми ҫине Васнецовӑн «Виҫӗ паттӑр» картинине гравюрӑпа ӳкерсе пӗтерчӗ те ӑна Ленинградри темӗнле пысӑк музее сутрӗ.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Вӑл мана, Ноннӑна, Анна Федоровнӑпа юнашар тӑратрӗ те ӳкерсе илчӗ, ӳкерчӗкӗсене Анна Федоровнӑна парса хӑваратӑп, вӑл сире кайран ярса парӗ, терӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Хӑй пултарулӑхӗ нумай енлӗ пулнине Розалия Ермолаева «Март» ятлӑ пейзажлӑ картина ӳкерсе ӗнентерчӗ (1954).

Куҫарса пулӑш

Пирӗн хӗрарӑм-художниксем // Алексей Григорьев. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 99–101 с.

Унпа усӑ курса ферромагнитлӑ пленка ҫине ӳкерсе илнӗ передачӑна тӳрех студирен кӑтартма пуҫлаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑватлӑ вӑй // В. Е. Сорокин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 85–91 с.

Попов васкамасӑр пурӑ татӑкӗ илнӗ те прибор схемине доска ҫине ӳкерсе хунӑ.

Куҫарса пулӑш

Хӑватлӑ вӑй // В. Е. Сорокин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 85–91 с.

Урине ӳкерсе хӑварнӑ-ши кӑна? — шухӑшларӗ вӑл хут таткине пӗшкӗнсе илнӗ май.

Куҫарса пулӑш

2 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Курӗҫ те ӳкерсе илӗҫ!

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Маччаран ҫакӑнса тӑракан ҫатмаллӑ лампа, мачча ҫине пысӑк ҫаврашка ӳкерсе, шӑпах сӗтел ҫине ҫутатать.

Куҫарса пулӑш

Хуйхӑ хупӑрласан, хусӑк тыт // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех