Шырав
Шырав ĕçĕ:
1. Турӑ ҫинчен пӗлмен ҫынсем пурте чӑннипех ниме тӑмаҫҫӗ: Пуррине вӗсем куҫа курӑнакан аслӑ пулӑмсенчен те пӗлеймен, ӗҫӗсене курсассӑн та Сӑлтавне пӗлсе ҫитеймен, 2. тӗнчене тытса тӑракан турӑсем тесе вӗсем е вут-ҫулӑма, е ҫиле, е куҫакан сывлӑша, е ҫӑлтӑр ункине, е шарлаклӑ шыва, е тӳпери ҫутӑсене пуҫҫапнӑ.
Ӑсл 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Вӑл вӗсенӗн ӗҫӗсене сӑваплӑ пророк аллипе йӗркене кӗртнӗ: 2. вӗсем ҫын пурӑнман пушхирпе иртнӗ, иртсе ҫӳрейми вырӑнсенче чатӑрсем лартнӑ; 3. хӑйсене усал сунакансене хирӗҫ тӑнӑ, тӑшманӗсене тавӑрнӑ; 4. шывсӑр антӑхса Сана йӑлӑннӑ, вара вӗсене чул хысакран шыв кӑларса панӑ, ҫирӗп чулран тухнӑ шывпа ӑша кантарнӑ.
Ӑсл 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Тӑванӗн ҫиллинчен тарса кайнӑ тӳрӗ ҫынна вӑл тӗрӗс ҫул ҫине тӑратнӑ, ӑна Турӑ патшалӑхне кӑтартнӑ, ӑна вӑл сӑваплисене пӗлмелли ӑс халалланӑ, инкек-синкекре пулӑшнӑ, ӗҫӗсене пысӑк пайталлӑ тунӑ.
Ӑсл 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Вӑл хӑйӗн чыслӑхне Турӑпа хутшӑннӑран чапа кӑларать, пуринӗн те Патши ӑна юратать: 4. вӑл — Турӑ ӑсӗн вӑрттӑнлӑхне пӗлекенӗ, Унӑн ӗҫӗсене суйласа илекенӗ.
Ӑсл 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Вӑл — ӗмӗрхи ҫутӑ ялтравӗ, Турӑ ӗҫӗсене кӑтартакан таса тӗкӗр, Унӑн ырӑлӑхӗн сӑнарӗ.26. Она есть отблеск вечного света и чистое зеркало действия Божия и образ благости Его.
Ӑсл 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫавӑн чухне тӳрӗ ҫын хӑйне кӳрентернӗ, хӑйӗн таса ӗҫӗсене йышӑнман ҫынсем умне питӗ хӑюллӑн тӑрӗ; 2. лешӗсем, ҫакна курса, пӑлханса-сехӗрленсе ӳкӗҫ, вӑл кӗтмен ҫӗртен ҫӑлӑннинчен тӗлӗнӗҫ, 3. ӳкӗнсе, сывлӑшӗ пӳлӗннипе ассӑн сывласа хӑйсене хӑйсем ҫапла калӗҫ: «ку — эпир тахҫан тӑрӑхласа кулнӑ, мӑшкӑлланӑ ҫын-ҫке» тейӗҫ.
Ӑсл 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Усал ҫын епле тапӑннине тӗрӗслӗҫ те, унӑн йӗркесӗр ӗҫӗсене тӑрӑ шыв ҫине кӑларса, унӑн сӑмахӗсем Ҫӳлхуҫа патне ҫитӗҫ: 10. тимлекен хӑлха пурне те илтет, ӳпкелешӳ пытанаймӗ.
Ӑсл 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Ҫӗр ҫинче ҫакӑн пек харамлӑх та пур: тӳрӗ ҫынсене усал ҫынсен ӗҫӗсене тивӗҫли ҫитсе ҫапать, усал ҫынсене таса ҫынсене тивӗҫли лекет.
Еккл 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Унӑн пӗтӗм кунҫулӗ — хуйхӑ-суйхӑ ҫеҫ, ӗҫӗсене пула канӑҫ курмасть вӑл; унӑн чӗри ҫӗрле те канма пӗлмест.
Еккл 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
31. Тивӗҫлипе мухтавлӑр ӑна, унӑн ӗҫӗсене хула хапхийӗ умӗнче мухтаччӑр!31. Дайте ей от плода рук ее, и да прославят ее у ворот дела ее!
Ытар 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Усал ӗҫӗсене пытарса пурӑнаканӑн ӑнӑҫу пулмӗ; вӗсенчен ӳкӗнекене, вӗсене пӑрахакана — каҫарӗҫ.
Ытар 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Санӑн чунна Сӑнаканӗ ҫакна пӗлет, ҫынна ӗҫӗсене кура тавӑрса парать.Наблюдающий над душею твоею знает это, и воздаст человеку по делам его.
Ытар 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Мана тӳрӗ ҫын хаса патӑр: ку вӑл — ырӑлӑх; мана ҫавӑ питлетӗр: манӑн пуҫӑма ҫылӑхлӑ ҫын ҫӑвӗ ан сӗрӗнтӗр; манӑн кӗллӗмсем — вӗсен усал ӗҫӗсене хирӗҫ.
Пс 140 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Маншӑн Ҫӳлхуҫа туса ҫитерӗ! эй Ҫӳлхуҫа, Санӑн ырӑлӑху ӗмӗр-ӗмӗре: Хӑвӑн аллу ӗҫӗсене ан пӑрахсамччӗ.8. Господь совершит за меня! Милость Твоя, Господи, вовек: дело рук Твоих не оставляй.
Пс 137 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Вилмӗп, чӗрӗ пулӑп, Ҫӳлхуҫа ӗҫӗсене пӗлтерсе тӑрӑп.
Пс 117 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Тинӗс тӑрӑх караппа каякансем, пысӑк шывсем ҫинче ӗҫ ӗҫлекенсем 24. тӗпсӗр шыв ҫинче Ҫӳлхуҫа ӗҫӗсене, Унӑн кӗтречӗсене кураҫҫӗ: 25. Вӑл калать те — вӑйлӑ ҫил-тӑвӑл тухать, тинӗс хумӗсене ҫӗклентерсе ярать: 26. вӗсем тӳпене ҫитиех ҫӗкленеҫҫӗ, тӗпсӗр авӑрах анса каяҫҫӗ; ӗнтӗ чунӗсем инкекпе хавшаҫҫӗ; 27. вӗсем ӳсӗр ҫын пек сулкаланаҫҫӗ, тайкаланаҫҫӗ, ӑспуҫне йӑлтах ҫухатаҫҫӗ.
Пс 106 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
34. Вӗсем Ҫӳлхуҫа пӗтерме каланӑ халӑхсене пӗтермен, 35. суя тӗнлисемпе хутшӑнса кайнӑ, вӗсен ӗҫӗсене тума вӗренсе ҫитнӗ; 36. вӗсен йӗрӗхӗсене пуҫҫапса пурӑннӑ, ӗнтӗ ҫавсем вӗсемшӗн таната пулнӑ, 37. хӑйсенӗн ывӑлӗсене, хӑйсенӗн хӗрӗсене вӗсем шуйттансене чӳкленӗ; 38. Ханаан йӗрӗхӗсене ҫапла чӳк туса, айӑпсӑр юна, ывӑлӗсемпе хӗрӗсен юнне, тӑкса пурӑннӑ — юн тӑкнипе ҫӗр ирсӗрленнӗ; 39. хӑйсен ӗҫӗсемпе хӑйсене ирсӗрлетнӗ, аскӑн ӗҫсем туса пурӑннӑ.
Пс 105 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Анчах Унӑн ӗҫӗсене часах манӑҫа хӑварнӑ, Унӑн ирӗкне кӗтсе илмен; 14. пушхирте хӑйсен екки хыҫҫӑн кайнӑ, ҫын пурӑнман ҫӗрте Турра сӑнанӑ.
Пс 105 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Вӑл Моисее Хӑйӗн ҫулӗсене, Израиль ывӑлӗсене Хӑйӗн ӗҫӗсене кӑтартнӑ.7. Он показал пути Свои Моисею, сынам Израилевым - дела Свои.
Пс 102 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Эсӗ вӗсене тӑнланӑ; Эсӗ вӗсемшӗн каҫаракан Турӑ, усал ӗҫӗсене кура хаса паракан Турӑ пулнӑ.Ты внимал им; Ты был для них Богом прощающим и наказывающим за дела их.
Пс 98 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.