Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӗҫрӗ (тĕпĕ: ӗҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Салтак куҫне хӗскелерӗ те, спирт ҫине пӑртак шыв тултарчӗ, унтан ӑна ерипен ӗҫрӗ те, сывлӑш ҫавӑрса пуҫне суллакаларӗ.

Солдат сощурился, долил спирт водой и, медленно выпив водку, вздохнул и покачал головой.

V сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Салтак пирӗн патӑрта чей ӗҫрӗ.

Солдат пил у нас чай.

V сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Давенант кӗленче ҫӑварӗнченех темиҫе сыпкӑм ӗҫрӗ, унтан сывласа ячӗ те татах ӗҫме пикенчӗ, акӑ кӗҫех тӑнлавӗнче тӳнклетме пуҫларӗ.

Давенант отпил из горлышка несколько глотков и, передохнув, стал пить еще, пока не застучало в висках.

VII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Тиррей татах ӗҫрӗ.

Тиррей выпил еще.

V сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Хӑйӗнпе мӗн пулса иртни пирки хӑпӑл-хапӑл каласа кӑтартсан Давенант эрех ӗҫрӗ те пусмапа аялалла кӗмсӗртетсе анчӗ.

Наспех передав ему все существенное своей истории, Давенант выпил вина и загремел вниз по лестнице.

II сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Кишлот сивлеккӗн шӑхӑркалать, «Пурнӑҫра мӗн кӑна пулса иртмест!», «Пурне те ҫапла ӑнӑҫмасть!» йышши сӑмах ҫаврӑнӑшӗсене ывӑткалать; каҫхине вара кӑштах ӗҫрӗ те евитлесе хучӗ: унӑн пурнӑҫӗнче те пӗр тӗслӗх пулнӑ-мӗн, анчах вӑл унпа усӑ курман, мӗншӗн тесен питӗ мӑн кӑмӑллӑ тата керменсенче пурӑнакан ҫынсенчен йӗрӗнет.

Кишлот сумрачно посвистывал, роняя изречения вроде: «Чего не бывает в жизни!», «Не каждому так везет!», а вечером подвыпил и заявил, что в его жизни тоже был один случай, но он не воспользовался им, так как очень горд и презирает людей, живущих в особняках.

II сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Вӑл ҫухавин сӳсленчӗкне хачӑпа тикӗслерӗ, пушмакне пӑхӑр пек ҫуталиччен тасатрӗ, кофе хӑпӑл-хапӑл ӗҫрӗ, Кишлотӑн юлашки вӗрентӗвӗсене ӑмӑррӑн итлерӗ, — вӑл Давенанта ӑнсӑртран, сӑмах май тенӗ пек, пӗр шухӑш калама ыйтрӗ: «Йӗрӗнӳ», тӗрӗссипе, «Кӑмӑллӑ ӗмӗт сӳнни» — хулан кӑмӑл-сипетне тӗпчеме юратакан джентльменсемшӗн ку питех те кӑсӑклӑ пулма кирлӗ.

Он подровнял ножницами бахрому воротничка, начистил, как медь, башмаки и, поскорее хлебнув кофе, сумрачно выслушал последние наставления Кишлота, желавшего, чтобы Давенант, как бы случайно, сказал Футрозу, что «Отвращение» есть, в сущности, «Приятное разочарование» — небезынтересное для любознательных джентльменов, изучающих нравы города.

II сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Хӑйне мӑнна хывса вӑл тӗрӗслесшӗн марччӗ, анчах тӑруках иккӗленӳпе аптранӑскер пӗр сыпкӑм ӗҫрӗ те сурса кӑларчӗ: стаканра — шыв.

Из гордости он не хотел пробовать, но вдруг, охваченный сомнением, отпил глоток и плюнул: в стакане была вода.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 291–297 с.

Кофе ӗҫнӗ Тенброк сигара туртма пикенчӗ, Спангид пӗр стакан шурӑ эрех ӗҫрӗ, куҫӗсене хупрӗ.

Выпив кофе, Тенброк начал курить сигару; Спангид выпил стакан водки и закрыл глаза.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 276–284 с.

Унта ҫитсенех Мард хӑна ҫуртӗнче номер илчӗ, хырӑнчӗ, кӑштах эрех ӗҫрӗ те гавань урамӗсемпе уҫӑлса ҫӳреме тухрӗ.

Приехав, Мард снял номер в гостинице, побрился, выпил и отправился гулять по улицам гавани.

Вӑрӑ вӑрманта // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 243–251 с.

Сулӑҫсем пӗренесене шутларӗҫ, укҫа тӳлерӗҫ те Мардпа вырӑнти лавккана уттарчӗҫ; вӑрӑ кунта ҫӗтӗлсе пӗтни вырӑнне йӗркеллӗ тумтир туянчӗ, сутуҫӑсемпе эрех ӗҫрӗ.

Плотовщики сосчитали бревна, уплатили деньги и пошли с Мардом в местную лавку, где вор купил приличное платье взамен изношенного и выпил с торговцами.

Вӑрӑ вӑрманта // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 243–251 с.

Лей эрех ячӗ; Брентган касӑха-касӑха ӗҫрӗ; халӗ хӑйне пытарса хунӑ тачка пулӑ ҫӑварӗнчен тинех тухса ӳкнӗн туять.

Лей налил ему; Брентган жадно выпил, и его покинуло противное ощущение спрятанной во рту толстой рыбы.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 233–242 с.

Вӑл ларчӗ, ӗҫрӗ; самантлӑх ларнӑ ҫӗртех ҫывӑрса кайрӗ, ҫав самантрах вӑранчӗ.

Он сел, выпил; на мгновение заснул, сидя, и мгновенно проснулся.

IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 49–57 с.

Пек сысна какай кукӑльне ҫиме ларчӗ; Нэф шур эрех ӗҫрӗ, унтан апата пикенчӗ.

Пек сел к пирогу со свининой; Нэф выпил водки, потом занялся и едой.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 49–57 с.

Рене наркӑмӑш ӗҫрӗ, куҫӗсене нӳрлӗ тутӑрпа ҫирӗппӗн чӑмӑртарӗ те диван ҫине выртрӗ.

Она выпила яд, крепко прижала к глазам мокрый платок и прилегла на диван.

V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 23–48 с.

Шамполион савӑтранах ӗҫрӗ.

Шамполион пил из горлышка.

V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 23–48 с.

Дюк шурсах кайрӗ те харӑсах икӗ порци ӗҫрӗ.

 — Дюк побледнел даже и выпил двойную порцию.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 347–370 с.

Стаканне тытрӗ те сыпкӑмӑн-сыпкӑмӑн ӗҫрӗ, ҫав хушӑрах картсенчен пӗрне туртрӗ.

Взяв стакан и прихлебывая, он потянул карту.

V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.

Ҫул ҫинче тӗл пулнӑ хупахра тулли икӗ стакан шурӑ эрех ӗҫрӗ, ҫавӑнпах халӗ вӑйӑҫла чӑтӑмсӑр.

По дороге он выпил в попутном трактире два полных стакана водки и был поэтому нетерпелив, как игрок.

Пьерпа Суринэ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 276–284 с.

Пэд хӑрушла ӗҫрӗ, ҫакна эсир мансӑрах пурте пӗлетӗр, анчах ӑна ҫакӑншӑн ӳпкелеме камах хӑйӗ?

Пэд страшно пил, как вам всем известно и без меня, но кто посмел бы его упрекнуть в этом?

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех