Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӗҫне (тĕпĕ: ӗҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Медсестрасен, техника персоналӗн ӗҫне лайӑх йӗркелесе тӑрать.

Куҫарса пулӑш

«Сывлӑха аптекӑра туянма ҫук» // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Кашниех харпӑр хӑй ӗҫне юратса тата тӗплӗ пурнӑҫлать.

Каждый свою работу с любовью и основательно выполняет.

«Сывлӑха аптекӑра туянма ҫук» // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Чӑваш Республикин прокуратурин ӗҫченӗсем хӑйсен тивӗҫне чыслӑн пурнӑҫлаҫҫӗ, вӑхӑт чӗнӗвӗсем ҫине пӗлсе тата хӑвӑрт ответ параҫҫӗ, прокурор асӑрхавӗн ӗҫне тӑтӑшах лайӑхлатса пыраҫҫӗ.

Работники прокуратуры Чувашской Республики достойно исполняют свой долг, оперативно и быстро реагируют на вызовы времени, постоянно совершенствуют практику прокурорского надзора.

Раҫҫей Федерацийӗн прокуратура ӗҫченӗсен кунӗ ячӗпе саламлани (2013) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/info.aspx?gov_id=712&l ... id=1556241

Патшалӑхӑн тӗллевлӗ политикине пула Чӑваш Ен хӑйӗн наукӑпа техника вӑй-хӑватне упраса хӑварса малалла ӳстерсе пырасса, инноваци производствин аталанӑвне тивӗҫтерессе, наука кадрӗсене вӗрентсе хатӗрлекен тытӑм ӗҫне лайӑхлатасса, ҫакӑ пурте юлашкинчен пирӗн республикӑн тӗнчери конкурентлӑхне вӑйлатма пулӑшать, ҫирӗппӗн шанса тӑратӑп.

Уверен, что благодаря целенаправленной государственной политике Чувашия сохранит и приумножит свой научно-технический потенциал, обеспечит развитие инновационного производства, усовершенствует систему подготовки научных кадров, что в итоге приведет к повышению конкурентоспособности нашей республики на мировой арене.

Раҫҫей ӑслӑлӑхӗн кунӗ ячӗпе саламлани (2013) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/info.aspx?gov_id=712&l ... id=1577767

Ҫамрӑксене наука тата тӗпчев ӗҫне явӑҫтарас тӗллевпе ҫулсерен 200 ытла тӗрлӗ ӑслӑлӑх мероприятийӗ пулса иртет, талантлӑ яш-кӗрӗме ҫамрӑксен республика премийӗсене, Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн Премийӗсене, пултарулӑхри ӑнтӑлушӑн Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн стипендийӗсене парса хавхалантарасси ырӑ йӑлана кӗнӗ.

В целях привлечения молодежи к научной и исследовательской деятельности ежегодно проводится более 200 различных научных мероприятий, присуждаются республиканские молодежные премии, премии Президента Российской Федерации для поддержки талантливой молодежи, стипендии Главы Чувашской Республики за особую творческую устремленность.

Раҫҫей ӑслӑлӑхӗн кунӗ ячӗпе саламлани (2014) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/info.aspx?gov_id=712&t ... id=2703196

Тӗпрен илсен, кӗнекесене хамӑр республикӑна кӑна мар, ытти регионсене тухса ҫӳресе сутнипе, ӑнлантару ӗҫне йӗркелесе янипе.

Куҫарса пулӑш

Иксӗлми талант, пултаруллӑ ертӳҫӗ // Анатолий ТИМОФЕЕВ. «Елчӗк Ен», 2016.03.17

Ҫакӑ Чӑваш кӗнеке издательствин ӗҫне мӗнлерех витӗм кӳчӗ?

Куҫарса пулӑш

Иксӗлми талант, пултаруллӑ ертӳҫӗ // Анатолий ТИМОФЕЕВ. «Елчӗк Ен», 2016.03.17

Унта, тӗпрен илсен, пӗтӗм ҫӗршывра маларах тухнӑ хаҫат-журналпа вӗсенче ӗҫленӗ чӑваш ҫыравҫисен ӗҫне тишкерсе уҫӑмлатнӑ.

Куҫарса пулӑш

Иксӗлми талант, пултаруллӑ ертӳҫӗ // Анатолий ТИМОФЕЕВ. «Елчӗк Ен», 2016.03.17

2014 ҫулта тухнӑ «Энциклопедия чувашской журналистики и печати» ятлӑ 600 страницӑна яхӑн наукӑпа тӗпчев ӗҫне вара Раҫҫей Федерацийӗн Журналистсен канашӗ халӗччен пулман тулли тӗпчев тата пӗтӗмлетӳ вырӑнне хурса йышӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Иксӗлми талант, пултаруллӑ ертӳҫӗ // Анатолий ТИМОФЕЕВ. «Елчӗк Ен», 2016.03.17

Хӑйӗн ӗҫне чунтан хисеплекен тата журналист профессине хӗрсемпе каччӑсене те хаклама вӗрентекенсен шутне Валерий Петрович Комиссарова кӗртмелле те.

Куҫарса пулӑш

Журналистика - уншӑн пурнӑҫ // К.ЭЛИНА. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.03.18

- Хуҫалӑх ӗҫне куллен ҫӗр ҫын хутшӑнать.

- В деятельность хозяйства ежедневно участвует сто человек.

Хӗрӳ тапхӑра хатӗр // Лариса Никитина. «Хресчен сасси», 2016.03.17, 10№

Ҫӗр ӗҫне ялан вӑхӑтра, тӗплӗ тума тӑрӑшать.

Куҫарса пулӑш

Хӗрӳ тапхӑра хатӗр // Лариса Никитина. «Хресчен сасси», 2016.03.17, 10№

Ӑслӑлӑхпа тӗпчев ӗҫне вӑйлатма Чӑваш патшалӑх ял хуҫалӑх академийӗ никӗсӗ ҫинче утарҫӑсен опытлӑ станцине йӗркелемелле, вӗренӗве тата ӑсталӑха ӳстермелли курссем уҫмалла.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш пылӗпех чей ӗҫесчӗ // Ирина ПАВЛОВА. «Хресчен сасси», 2016.03.17, 10№

«Пирӗн Татьяна Владимировна «ылтӑн», хӑйӗн ӗҫне чунпа парӑннӑ», - палӑртаҫҫӗ Любовь Петрова, Елена Лаврушкина, Валентина Боровкова, Галина Фатеева.

Куҫарса пулӑш

Ушкӑнпа ӗҫлеме те, канма та аван // Хресчен сасси. «Хресчен сасси», 2016.03.17, 10№

Чӑваш хӗрарӑмӗн ал ӗҫне фабрикӑра машинӑпа ҫыхнинчен уйӑрса илеймӗн.

Куҫарса пулӑш

Ушкӑнпа ӗҫлеме те, канма та аван // Хресчен сасси. «Хресчен сасси», 2016.03.17, 10№

Пенсие тухсан та колхоз ӗҫне хутшӑнма пӑрахман.

Куҫарса пулӑш

«Хресчен сассипе» - чӗрӗк ӗмӗр // Александр МАКАРОВ. «Хресчен сасси», 2016.03.17, 10№

Улшӑну приставсен ӗҫне ырӑ витӗм кӳнӗ-ши?

Куҫарса пулӑш

Кашни тӗслӗхре - ача шӑпи // Любовь ПЕТРОВА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Гузелия Хатыповна медсестра ял халӑхне сипленӗ, мӑшӑрӗ колхоз ӗҫне кӳлӗннӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрре курсах ӑнланнӑ: унӑн хӗрӗ // Ирина КОШКИНА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Мероприятисене ҫул ҫитмен ҫамрӑксем тӗлӗшпе асӑрхав ӗҫне йӗркелес, сывӑ пурнӑҫ йӗркине пропагандӑлас, наркотиксен сиенӗ, ӑна сутнӑшӑн административлӑ тата уголовлӑ явап тыттарма пултарни ҫинчен тӗплӗнрех ӑнлантарас тӗллевпе йӗркелеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ачасемпе тӗл пулаҫҫӗ // А.АХМЕЕВ. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 18

2006 ҫулхи ял хуҫалӑх ҫырав ӗҫне районти 85 ҫынна явӑҫтарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫыравҫӑсене планшетпа тивӗҫтереҫҫӗ // Н.ВОРОНОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 18

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех