Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӗҫмен (тĕпĕ: ӗҫме) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Мӗнле певчи пулать вӑл, эрех ӗҫмен ҫын.

Что за певчий, ежели он водки не употребляет?

Ялти эмелҫӗсем // Иван Мучи. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 71–80 стр.

— Ҫук, эпӗ ҫуралнӑранпа та улпутӑнне сутса ӗҫмен! — хӑрӑлтатса каларӗ Захар.

— Нет, я еще отроду барского не пропивал! — захрипел Захар.

I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Чӑнласах та, унччен эпӗ нихҫан та ҫавӑн чухнехи пек нумай калаҫман, ӗҫмен, кулман!

В самом деле, никогда я ещё так много не говорил, не пил, не смеялся!

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Нихҫан та ӗҫмен.

— Я сроду непьющий.

16 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Вӑл шухӑша кайса, лӑпланса таврӑнчӗ, Сковородникова та урӑх вӑрҫмарӗ, хӑй тӗллӗн кӑна «ӗҫмен ҫын» тесе хучӗ.

Вернулась она задумчивая, тихая и больше не ругала Сковородникова; наоборот, вдруг сказала про себя: «и непьющий».

Вуннӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Унтан вӑл этемсем нумай пурӑнни ҫинчен акӑлчансен журналӗсем ҫинче ҫырнӑ примерсем илсе кӑтартнӑ, ҫавӑнтах тата ҫӗр ҫултан ытла пурӑнакансем пурте эрех ӗҫмен ҫынсем пулни ҫинчен, вӗсем хӗлле те, ҫулла та шурӑмпуҫпа пӗрлех ура ҫине тӑни ҫинчен калама тытӑннӑ.

Тут он привел несколько примеров человеческого долголетия, почерпнутых из английских журналов, замечая, что все люди, жившие более ста лет, не употребляли водки и вставали на заре зимой и летом.

Хресчен хӗрӗ — пике // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936

Руслан руль умӗнче пынӑ май эрех ӗҫмен.

Куҫарса пулӑш

«Ывӑлӑм, шӑнтнӑ пулӑ пек, юр айӗнче 3 эрне выртрӗ» // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.09.29, 38 (6131) №

Вӑл илӗртнине пулах ҫемйисӗр тӑрса юлнӑ Олега пурнӑҫ ниме те вӗрентсе ҫитереймен-ши? Ӗҫмен, кил-тӗрӗшре тар юхтарса ӗҫленӗ вӑхӑтра пӗтӗм ял-йыш ун ҫине пӑхса ӑмсаннӑ вӗт.

Куҫарса пулӑш

Амӑшӗ картари ӗнишӗн чунне панӑ, ывӑлӗ пӗр пулӑштухла сутнӑ... // Ҫамрӑксен хаҫачӗ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2009.06.11

9. Вӑл виҫӗ кун хушши курман, ӗҫмен те, ҫимен те.

9. И три дня он не видел, и не ел, и не пил.

Ап ӗҫс 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

23. Ӑна смирнӑпа хутӑштарнӑ эрех ӗҫме панӑ; Вӑл ӗҫмен.

23. И давали Ему пить вино со смирною; но Он не принял.

Мк 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

7. Даниил кулса илнӗ те каланӑ: ан улталан, патша; Бел — шалтан тӑм вӑл, ҫиелтен — пӑхӑр; вӑл нихӑҫан та ҫимен те, ӗҫмен те, тенӗ.

7. Даниил, улыбнувшись, сказал: не обманывайся, царь; ибо он внутри глина, а снаружи медь, и никогда ни ел, ни пил.

Дан 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

19. Ҫак кунсенче Эпӗ яланах сире курӑнса ҫӳрерӗм, анчах эпӗ ӗҫмен те, ҫимен те, сирӗн куҫӑра ҫеҫ ҫавӑн пек курӑннӑ.

19. Все дни я был видим вами; но я не ел и не пил,-- только взорам вашим представлялось это.

Тов 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

1. Ездра вара Турӑ Ҫурчӗ умӗнчен Елиасив ывӑлӗ Ионан килне кайнӑ, 2. унта вӑл, халӑх ытла та йӗркесӗр пурӑннишӗн кулянса, ҫӑкӑр та ҫимен, шыв та ӗҫмен.

1. И, встав, Ездра от притвора храма пошел в жилище Ионана, сына Елиасивова, 2. и пребывая там, не ел хлеба и не пил воды, скорбя о великих беззакониях народа.

2 Езд 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Ҫӑкӑр та ҫимен вӑл, шыв та ӗҫмен, куҫса килнисенӗн ҫылӑхӗсемшӗн хуйхӑрса йӗнӗ.

Хлеба он не ел и воды не пил, потому что плакал о преступлении переселенцев.

1 Езд 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

11. Хирте Египет ҫыннине тӗл пулнӑ та ӑна Давид патне илсе пынӑ, ӑна ҫӑкӑр панӑ, вӑл ҫинӗ, ӑна тата шыв ӗҫтернӗ; 12. ӑна ҫур ҫыхӑ смоква ҫырли, икӗ ҫыхӑ иҫӗм ҫырли панӑ, вӑл ҫавна ҫисе вӑй илнӗ: вӑл ӗнтӗ виҫӗ кун та виҫӗ ҫӗр апат ҫимен, шыв ӗҫмен пулнӑ.

11. И нашли Египтянина в поле, и привели его к Давиду, и дали ему хлеба, и он ел, и напоили его водою; 12. и дали ему часть связки смокв и две связки изюму, и он ел и укрепился, ибо он не ел хлеба и не пил воды три дня и три ночи.

1 Пат 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

15. Анна ҫапла хуравласа каланӑ: апла мар, хуҫамӑм; эпӗ — чун-чӗререн хурланакан арӑм, эрех те, ҫиккер те ӗҫмен эпӗ; чунӑма Ҫӳлхуҫа умӗнче уҫса патӑм; 16. хӑвӑн чуруна юрӑхсӑр хӗрарӑм тесе ан шутла, эпӗ хама чӑтма ҫук хурлӑх пуснӑран ҫапла нумайччен калаҫрӑм, тенӗ.

15. И отвечала Анна, и сказала: нет, господин мой; я - жена, скорбящая духом, вина и сикера я не пила, но изливаю душу мою пред Господом; 16. не считай рабы твоей негодною женщиною, ибо от великой печали моей и от скорби моей я говорила доселе.

1 Пат 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

28. Унта Ҫӳлхуҫа патӗнче [Моисей] хӗрӗх кун та хӗрӗх каҫ пулнӑ, ҫӑкӑр та ҫимен, шыв та ӗҫмен; чул хӑмасем ҫине [Моисей] халал сӑмахӗсем, вунӑ ӳкӗт, ҫырса хунӑ.

28. И пробыл там [Моисей] у Господа сорок дней и сорок ночей, хлеба не ел и воды не пил; и написал [Моисей] на скрижалях слова завета, десятословие.

Тух 34 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Ӗлӗк чӑваш эрни-эрнипе хӑналансан та сӑнран улшӑниччен, ураран ӳкиччен эрех-сӑра ӗҫмен, пӗр вӗҫӗм юрланӑ, савӑнма пӗлнӗ.

Куҫарса пулӑш

Анатолий Никитин: «Ҫынпа калаҫнӑ чухне те пуҫра кӗвӗ янӑрать» // Дмитрий МОИСЕЕВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

32 хусахран чи ӑмсанмаллинчен: туртман, ӗҫмен, чечек ӳстерекен каччӑран — пуҫлаҫҫӗ.

Из 32 холостяков начинают с самого завидного: некурящего, непьющего, выращивающего цветы жениха.

Киле килнӗ Тур ҫырни Чӗмпӗр тӑрӑхне каять // Таисия Ташней. http://chuvash.org/news/11640.html

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех