Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӗҫех (тĕпĕ: ӗҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Турӑ вӗрентӗвне саратӑп, Христос тӗнне мухтатӑп; ну, кӗлӗ пухӑвӗсем ирттересси те манӑн ӗҫех.

Проповедую тоже, обращаю в христианство; ну, и молитвенные собрания по моей части.

Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

— Ӑна тивӗҫлипе тавӑрас тесен, тӑнӑҫ кӑмӑллӑ пулмалла, кашни ӗҫех шутласа тумалла.

Куҫарса пулӑш

«Ӗмӗр сакки сарлака» романпа унан авторӗ // Николай Григорьев. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Анчах ӗҫ — ӗҫех: малта — Мейсен, унта фольксштурмовецсем ҫула пӳлсе тӑраҫҫӗ.

Но дело делом: впереди Мейсен, в нем засели фольксштурмовцы.

1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

— Эй, йывӑр ӗҫех мар вӑл.

— Это пара пустяков.

1942-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

— Геннадий Василич, манӑн та ҫакнашкал ӗҫех… билет кирлӗ.

— Геннадий Василич, у меня тоже такое дело… с билетом.

1941-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Вӗсен паян мӗнле пулсан та, поезд ҫине лармалла, анчах ку ҫӑмӑл ӗҫех мар.

Сегодня им необходимо сесть в поезд, что было далеко не легкой задачей.

Пӗрремӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Ҫынна инкекрен хӑтарса, халиччен нихҫан килсе курман сӗм вӑрман урлӑ ҫул-йӗрсӗр, яланах сулахай куҫ хӗррине хӗвел ҫутатса тӑмалла ҫул шыраса, инҫетри Кальва патне чупасси ҫӑмӑл ӗҫех мар ӗнтӗ.

Тяжелое дело, спасая человека, бежать через чужой, угрюмый лес, к далекой реке Кальве, без дорог, без тропинок, выбирая путь только по солнцу, которое неуклонно должно светить в левый край твоего глаза.

Вӑрманти тӗтӗм // Михаил Рубцов. Гайдар, Аркадий Петрович. Ман юлташсем: калавсем; вырӑсларан М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 158 с. — 77–104 с.

Анчах эпӗ вӗренсе ҫитрӗм ӗнтӗ, ӑсан чӗппине килте ӳстересси маншӑн йывӑр ӗҫех мар тесе шутлатӑп.

Но теперь я научился и вырастить у себя тетерева считаю для себя делом не очень трудным.

Ӑсан // Гаврил Молостовкин. Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 63–66 с.

Ку ҫӑмӑл ӗҫех мар, мӗншӗн тесен ашшӗ ӗмӗтсӗр, унран нумай япала ыйтсан нимӗн те илейместӗн, ҫинчен унӑн чӑмӑрне те тутанса пӑхӑн-ха.

Задача была не из легких: отец жаден, и если запросить у него слишком много, ничего не получишь, да еще на тяжелый отцовский кулак нарвешься.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

— Ку ҫӑмӑл ӗҫех мар!

— Не так-то просто!

Йӑвари ӑсансем // Михаил Рубцов. Виталий Бианки. Йӗр тӑрӑх; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1952. — 3–16 с.

— Пирӗн пурнӑҫра кирлӗ марри нимӗн те ҫук, кашни ӗҫех хаклӑ, кӗтме вара никам та кӗтесшӗн мар.

— Все в нашей жизни важно, и никто не хочет ждать.

8 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.

Ҫемен — ӗҫе юратакан, тӗрӗс ҫын, тата халь унӑн ӗҫех те ҫук.

Семен — парень честный, трудолюбивый, а к тому же еще без определенного дела.

VII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Сӗтпе хӑналасшӑн ҫак мана; шурӑ кӗҫҫерен йӑваланӑ шӗлепкине хывса хурать те тап-таса нимӗҫ чӗлхипе калать ӗнтӗ: «Ӗҫех, ӗҫ, генерал! Ку сӗт темле чир-чӗртен те сиплӗ», тет.

Он потчует меня молоком и, снимая войлочную белую шляпу, говорит на чистейшем немецком языке: «Кушай, генерал! Это молоко необычайно целебного свойства».

XVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Тен ҫак пулса иртнӗ ӗҫех, пулса иртнине яланах пытарма ҫуккине хӑй курса ирттерни унӑн штатски службӑна кӗрес ӗмӗтне яланлӑхах пӗтерсе хунӑ сӑлтав пулса тӑнӑ пулӗ.

Может быть, это самое происшествие было причиною того, что он не имел никогда желания вступить в штатскую службу, видя на опыте, что не всегда удается хоронить концы.

I. Иван Федорович Шпонька // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Кунта тӗрле енчен килнӗ пӗр ӗҫех тӑвакан юлташсемпе тӗл пулса тата райком ларӑвӗнче вӗсен доклачӗсене итлесе ҫак таврашра партизанла юхӑм мӗнле анлӑн сарӑлнине ӑнланса илчӗ: ҫак юхӑм шӑрӑх ҫу кунӗнче вӑрман чӑтлӑхӗ ҫуннӑ пек ялкӑшать.

Только там, встретясь с товарищами по общему делу из разных мест, послушав их доклады на заседании райкома, он понял, какой огромный размах приняло партизанское движение по всей округе: оно уже полыхает, как огонь по лесным чащобам в сухое лето.

XVI // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Кунӗн-ҫӗрӗн, виҫеллӗ ҫывӑрмасӑр тата тӑраниччен ҫиеймесӗр хӑйне тивӗҫ ӗҫе туса пычӗ, вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче отделение ертсе пырасси, пӗлмен ҫынсем шутланӑ пек, ҫӑмӑл ӗҫех мар.

Дни и ночи, недосыпая и недоедая, он был поглощен выполнением своих новых воинских обязанностей: командовать отделением, да еще во время войны, совсем не легкое дело, как могут думать несведущие люди.

III // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Травкин пирвайхи ӗҫех хӑйпе пӗрле Аниканова илнӗ.

Травкин в первый же поиск взял с собой Аниканова.

Пӗрремӗш сыпӑк // Иван Васильев. Эммануил Казакевич. Ҫӑлтӑр: повесть; вырӑсларан И.С. Васильев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 1622 с.

Корнейӗ урӑх ӗҫместӗп тесессӗн, ҫӗнӗ ҫын ӑна ҫапла каларӗ: — Ӗҫех, мучи, ӗҫ ӑшӑнмалӑх, — терӗ.

— Ничего, пей, дедушка, на здоровье, — сказала она на его отказ.

III // Феодосия Ишетер. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 93–110 стр.

Крылатов кӗскен паракан ыйтусем ҫине, комендатурӑра хӑй мӗнле вырӑн йышӑнса тӑнине каласа парасси ҫӑмӑл ӗҫех пулман пек, вӑраххӑн, кӑмӑллӑн ответлесе пычӗ.

Будто это было не просто, на короткие вопросы Крылатова, какое место он занимал в комендатуре, он отвечал медленно, приветливо.

XVI // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

— Хаҫатсем илсе ҫӳресси те ӗҫех, — асӑрхаттарчӗ те Кондратьев, Татьяна мӗн каласса кӗтсе тӑчӗ.

— Газеты разносить — тоже дело важное, — заметил Кондратьев.

XI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех