Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӗнесем (тĕпĕ: ӗне) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Манӑн ӗнесем корреспондентсене юратмаҫҫӗ, вӗсене сӗкес шутпа сӑнчӑра татма пултараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Хуҫалӑхра пӗр пин ытла пуҫ мӑйракаллӑ шултра выльӑх усраҫҫӗ, ҫав шутра сӑвакан ӗнесем — 440 пуҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫитсе пыракан ҫутӑ уявпа саламлатпӑр! // Ял ӗҫченӗ. https://yantik-press.ru/press/publicatio ... lamlatpar/

2023 ҫултан пуҫласа харпӑр хӑй тӗллӗн ӗҫлеме регистрациленнӗ хушма хуҫалӑхсене те техника, хурт-хӑмӑр таварӗсем туянма тухнӑ тӑкаксене 40 процент таран саплаштарма тытӑннӑ, ӗнесем туянма та укҫа-тенкӗ уйӑрнӑ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрле - ҫӗнӗ тӗллевсем патне // Ял ӗҫченӗ. https://yantik-press.ru/press/publicatio ... sem-patne/

Ҫак вӑхӑтра ӗнесем пӑхакан Варвари витрене ӑшӑ ҫӑра шыв йӑтса кӗчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӗр вӑрланӑ // Сарра Баранова. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 15–16 с.

Унта та кунта сурӑхсем макӑрни, ӗнесем кахаллӑн ӗнӗрлени уйрӑмах темӗнле чӗрене ҫывӑх, ырӑ туйӑм ҫуратать, пурнӑҫ юхӑмне малалла тӑсма хистет.

Куҫарса пулӑш

I // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Чӑннипе, унпа ӗнесем аптраҫҫӗ, вӑкӑра та лектереҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Халӑх хисепӗ – чи хакли // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/02/17/%d1%85%d0%b ... %bb%d0%b8/

«Халӗ кашниех нумай сӗт паракан ӗнесем тытма тӑрӑшать.

Куҫарса пулӑш

Халӑх хисепӗ – чи хакли // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/02/17/%d1%85%d0%b ... %bb%d0%b8/

Ӗнесем ҫӑвар тулли ҫӑра курӑка ҫыртса хыпнине, пӗчӗк путексем сиккелесе ҫӳресе амӑшӗсене кура унтан-кунтан ӳсен-тӑрана чӗпӗткелеме хӑтланнине сӑнанӑ май хӑйӗн пурнӑҫне выльӑх-чӗрлӗхпе ҫыхӑнтарасси пирки вара иккӗленмен.

Куҫарса пулӑш

Халӑх хисепӗ – чи хакли // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/02/17/%d1%85%d0%b ... %bb%d0%b8/

— Эп сан ҫинчен халиччен те ҫырман-ҫке, — пӑшӑрханнӑ пек пулчӗ Арсентий Гурьевич, — леш ҫӗтӗк кӗпер айне ӳксе вилнӗ ӗнесем ҫинчен те райӗҫтӑвкома кайса ҫӑвар тутине ярас ҫук.

Куҫарса пулӑш

Майлаштарсан майлашать // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 26–29 с.

Виҫӗмҫул та, пӗлтӗр те ӗнесем нумай хӗсӗр юлчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Шикли шикленнӗ — кӗрӗкне пӗркеннӗ // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 19–23 с.

Лайӑх ӗнесем халь пасарта виҫҫӗр тенке яхӑн.

Куҫарса пулӑш

XIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Силос ҫине карбамид сапса паратпӑр та, кашни апат единици пуҫнех ҫӗр грам ытла белок пулать, ӗнесем шартлама сивӗре те сӗт чакармаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

IX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Унтан иртнӗ ҫулта кӑна ӗнесем валли туса пӗтернӗ чул вите патне васкарӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 19–41 с.

Халь ӗнтӗ урам хушшинче ӗнесем мӗкӗрни, сурӑхсем макӑрни, кӗтӳҫсем вӑрӑм чӑпӑрккисене шартлаттарнисем илтӗнеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Депутатсен район Пухӑвӗн депутатне Станислав Афанасьева, «Мураты» ЯХПК водительне Юрий Васильева, К.Маркс ячӗллӗ хуҫалӑхӑн трактористне Александр Григорьева, ӗнесем сӑвакан операторне Ирина Григорьевана, райадминистрацин йӗркелӳ ӗҫӗсен секторӗн тӗп специалист-экспертне Алина Иванована район администрацийӗн Хисеп грамотипе наградӑларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Акатуйӗ кӗр! кӗрлерӗ – Ҫӗр ҫыннин ятне ҫӗклерӗ // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. http://putpobedy.ru/publikatsii/10857-ak ... tne-c-kler

Ӗнесем те сӗт хӑпартрӗҫ, сыснасене те хӑвӑрт самӑртма тытӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 108–131 с.

Ӗнесем станока кӗме хӑнӑхсан ҫеҫ ӗҫ ҫӑмӑлланчӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 87–108 с.

Ирхине вара ӗнесем кутӑнланмарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 87–108 с.

Витере кавлесе тӑракан ӗнесем ӗнӗрни, ирӗлекен юр чаштӑртатса пусӑрӑнни ҫеҫ илтӗнет.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 73–85 с.

Ман мӗн, ӗнесем пӑхма каяс-им?

Куҫарса пулӑш

IX // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 15–35 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех