Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӗмӗчӗпе (тĕпĕ: ӗмӗт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӑвӑр кӗрешӗвӗре этемлӗхӗн хальхи ӗмӗчӗпе ҫыхӑнтарса пырӑр, тӗрӗксен пусмӑрӗнчен хӑтӑлас тесе кӑна мар; хальхи принципсем ҫӗнтерччӗр тесе те кӗрешмелле, патша тытӑмӗ, религи, харпӑрлӑх мулӗ, вӑйлисен ҫеҫ хуҫа пулмалли йӗркесӗрлӗхсене йӑлт пӗтерсе тӑкмалла, халлӗхе вӗсене, ҫынсен социалла шухӑшӗ юлса пынине пула, тӗкӗнме юраман принцип вырӑнне хураҫҫӗ.

Ведите свою борьбу ради достижения более современной, более человечной цели; боритесь не только против турецкого ига, но и за торжество современных принципов, то есть за уничтожение таких нелепых явлений, как трон, религия, право собственности и право сильного, — явлений, освященных вековыми предрассудками и возведенных в степень нерушимых принципов отсталостью людей.

XIV. Силистра-Йолу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Огняновра вӑл хӑй ӗмӗчӗпе шанчӑкӗнчи халиччен нихҫан палӑрман идеалне асӑрхарӗ, ҫак хӑватпа сипленсе Рада вара ҫу уйӑхӗнчи шӑлан пек чиперленсе ҫеҫкене ларчӗ.

Рада увидела в нем воплощение доселе неясного идеала своих грез и надежд и под влиянием этого животворного чувства похорошела и расцвела, как роза в мае.

XII. Бойчо Огнянов // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Мария Васильевна хӑйӗн ӗмӗтӗнчи пурнӑҫӗпе, ҫав пурнӑҫа кӗртеймен ӗмӗчӗпе сывпуллашас тенӗ.

Она хотела проститься с той жизнью, которая у них не вышла и о которой она, наверное, мечтала.

Ҫирӗм иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ытла кичем-ҫке ҫамрӑк ҫын хӑйӗн чи лайӑх ӗмӗчӗпе шанчӑкне ҫухатнине пӑхса тӑма; халиччен вӑл этемӗн ӗҫӗпе туйӑмне кӗрен чатӑр витӗр кӑна курса тӑнӑ та халь акӑ сирнӗ ӗнтӗ ҫав чатӑра, ҫапах та ҫамрӑкӑн хӑйӗн ӗлӗкхи аташӑвӗсене ҫӗнелнисемпе улӑштарас шанчӑкӗ пур, вӗсем ӗлӗкхи пекех иртеҫҫӗ пулин те, ӗлӗкхи техӗмпех пулсан та, унӑн ҫӗннипе улӑштарас шанчӑкӗ пур-ха…

Грустно видеть, когда юноша теряет лучшие свои надежды и мечты, когда пред ним отдергивается розовый флер, сквозь который он смотрел на дела и чувства человеческие, хотя есть надежда, что он заменит старые заблуждения новыми, не менее проходящими, но зато не менее сладкими…

Максим Максимыч // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Ҫутӑ тепӗр ӗмӗчӗпе те паллаштарчӗ куҫаруҫӑ, «Николай Никольский пирки хитре роман курас килет. Сюжетне те, ыттине те шухӑшласа хунӑ. Вӑхӑт тата мехел кӑна ҫиттӗр. Ытти автор ҫырсан та тем пекехчӗ, ҫынни — Улӑп».

И с другой светлой мечтой познакомил переводчик, "Хочется увидеть красивый роман о Николае Никольском. И сюжет, и другое придумано. Лишь бы хватило времени и досуга. Было бы хорошо, если б и другой автор написал, человек - Титан".

«Чӗлхемӗре нӗрсӗрлӗхрен сыхласа хӑварасчӗ» // Анна ВЛАДИМИРОВА. «Хыпар», 2013.12.21

Опытлӑ писатель ҫакна витӗмлӗн каласа кӑтартать: юрату тени ӗҫсӗр ҫыннӑн кӑмӑл екки те, ашкӑнчӑк туйӑм та мар, вӑл этемӗн пӗтӗм ӗмӗчӗпе, чун-чӗре тасалӑхӗпе, кирлех пулсан — коммунизм тӗллевӗпе те ҫыхӑнса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

1962 ҫулхи чӑваш литератури. Прозӑ // Г. Я. Хлебников. «Вопросы чувашского языкознания и литературоведения». Ученые записки, выпуск XXVI, Чебоксары — 1963. 206–226 стр.

Кинемей ватӑлсан та ӗне усрас ӗмӗчӗпе ҫунатланнӑ пулсан унӑн пурӑнас хевти, ӗҫри хавхаланӑвӗ вӑйлӑ ҫӑл пек тапса тӑнӑ ахӑр.

Куҫарса пулӑш

Амӑшӗ картари ӗнишӗн чунне панӑ, ывӑлӗ пӗр пулӑштухла сутнӑ... // Ҫамрӑксен хаҫачӗ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2009.06.11

— Виҫҫӗмӗш черет пире производствӑна виҫӗ хут ӳстерме май парӗ, — ӗмӗчӗпе паллаштарчӗ гендиректор.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ корпус уҫӑлчӗ // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.07.05, 103-104№

Тусӑм вара хӑй ӗмӗчӗпе ҫунатланса пурӑнать.

Куҫарса пулӑш

Умра — хӗрӳ тапхӑр // Тантӑш. «Тантӑш», 2016.03.17, 10№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех