Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӗмӗрӗн (тĕпĕ: ӗмӗр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Патӑрьелти ача ҫуратмалли ҫурта иртнӗ ӗмӗрӗн 80-мӗш ҫулӗсенче хута янӑ.

Батыревский родильный дом заработал в 80-х годах прошлого века.

Патӑрьелти ача ҫуратмалли уйрӑм хупӑнӗ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/35519.html

Иванов Мӗтри пурнӑҫ тути-масине чухлакан маттур йӗкӗт ӗнтӗ, ҫавна май «пӗрре ҫеҫ килекен» ӗмӗрӗн мӗнпур вӑхӑчӗпе туллин усӑ курса юласшӑн.

Куҫарса пулӑш

Антальйӑри кану // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/lib/haylav/7887.html

Унта ҫирӗммӗш ӗмӗрӗн шӑрши-марши те ҫук, ҫирӗм пӗрремӗш ӗмӗрте пурӑнакансене вӑл ним тума та кирлӗ пулмасть.

Куҫарса пулӑш

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ку вӑл пирӗн ӗмӗрӗн 30 — 60-мӗш ҫулӗсенчи ҫамрӑксем ҫинчен калакан произведени.

Куҫарса пулӑш

1964 ҫулта тухаҫҫӗ… // Анатолий Горшков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 92–95 с.

Анчах ҫирӗммӗш ӗмӗрӗн иккӗмӗш ҫурринче пурӑнакан ҫынсен, кашни утӑмра тенӗ пекех тӗрлӗрен машина пашлаттарса кӑларакан йӳҫӗ тӗтӗме ӳпке туллин сывлаканскерсен, инҫерех ҫула тухсан нихҫан та ҫуран утас килмест.

Куҫарса пулӑш

Ӑшӑ ҫил // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 29-35 с.

ХХ ӗмӗрӗн иккӗмӗш ҫурринчи чӑваш прозин чи паллӑ тӗпчевҫисенчен пӗри Г. Федоров та Н. Мартынов калавӗ-повеҫне яланах Хв. Уяр, А. Артемьев, Ю. Скворцов, В. Игнатьев пултарулӑхӗпе пӗр шая лартса тӗпченӗ.

Куҫарса пулӑш

Саланнӑ саманара нитне ҫухатмасӑр хӑтлӑх шыранӑ писатель // Борис Чиндыков. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 3-8 с.

Кунта, Шупашкарти Республика лапамӗнчи Ленин палӑкӗ умӗнче, «Демократилле альтернатива» парти членӗсемпе вӗсен майлисем митинг ирттереҫҫӗ иккен (кун йышши шӑв-шавлӑ пухусене иртнӗ ӗмӗрӗн 90-мӗш ҫулӗсенче Раҫҫейри пур халӑх йышлӑ пурӑнакан хуласемпе поселоксенче, саласенче те курма-илтме пулатчӗ).

Куҫарса пулӑш

Ҫил хӳри // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 181–188 с.

Паллах, ку тӗлелле, ҫиррӗмӗш ӗмӗрӗн 50-60 ҫулӗсенче, Совет Союзӗнче 30-мӗш ҫулсенче ҫӗкленнӗ пӗтӗм тӗн тӗнчине кисретекен, ишӗлтерекен-аркатакан урма-сурма «ҫил-тӑвӑл» самаях лӑшланнӑччӗ ӗнтӗ, анчах пӗтӗмӗшле халӑхӑн, уйрӑмах ҫитӗнсе пыракан ҫӗнӗ ӑрусен сӗмне, чун-чӗмне «тӗн вӑл халӑх ӑстӑнне минретекен сӗрӗм» текен ӑнлава тати-сыпписӗр сӑрхӑнтарас, унта цементлесе хытарас хавха халӗ те иксӗлмерӗ, сӳнмерӗ: Турра хирӗҫле пропаганда урӑх, ҫӗнӗ япаласемпе, витӗмлӗрех меслетсемпе ҫак ӗҫе «чӗрӗ сывлӑш вӗрсех тӑчӗ», «карласа ҫунакан кӑвайтах ҫавӑрчӗ»…

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ҫапла вара, чиперех ҫаврӑнчӗ, ӑнӑҫлах вӗҫленчӗ ҫамрӑксен вӑрттӑн, каварлашса туса ирттернӗ ӗҫ укҫи ҫумне сӗтев хушакан «бесплат сахӑр операцийӗ», вӗсене студент ӗмӗрӗн пӗр мӑтӑк тапхӑрне те пулин пылак апат-ҫимӗҫ тӗлӗшӗнчен юрлӑхран хӑтӑлса пурӑнма май туса пачӗ…

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ҫийӗнчи шупка костюмӗ самаях йӑптӑхланнӑ, уринчи хура пушмакӗ те хӑйӗн ӗмӗрӗн вӗҫнех тухнӑ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ҫирӗммӗш ӗмӗрӗн иккӗмӗш ҫурри пуҫламӑшӗнчех пурнӑҫ майӗпен манерленсе пынӑ пулин те ял ҫынни «атӑ тӑхӑнса ҫӑпатине кӑларса пӑрахманччӗ-ха», анчах вӑл, ҫӑпата, ку тӗлелле хӑйӗн хакне-сумне самаях чакарчӗ, ҫыннӑн ӑс-тӑн (темшӗн-ҫке?) та пурлӑх чухӑнлӑхӗн паллине ҫаврӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ираида Петрован хайлавӗсене иртнӗ ӗмӗрӗн 50-ҫулӗсенче пичетлеме пуҫланӑ.

Произведения Ираиды Петровой начали публиковаться в 50х-годах прошлого века.

«Юрӑ пулса юласчӗ» литература каҫӗ иртӗ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/34457.html

Кӑларӑм XIX ӗмӗрӗн иккӗмӗш ҫурринчи тата XX ӗмӗрӗн пуҫламӑшӗнчи Хусан тата Чӗмпӗр кӗпӗрнийӗсенчи ялсен пурнӑҫӗпе паллаштарать.

Выпуск ознакомит с деревенской жизнью Казанской и Симбирской губерний во второй половине XIX и начале XX века.

Авалхи ял пурнӑҫӗпе паллаштаракан кӗнеке пичетленсе тухнӑ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/34137.html

Иртнӗ ӗмӗрӗн 80-мӗш ҫулӗсенче те рет тӑватчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хамӑрӑн уявсене те манас марччӗ // О. ПАВЛОВА. http://avangard-21.ru/gazeta/44179-kham- ... as-marchch

Иртнӗ ӗмӗрӗн 80-мӗш ҫул сенче районти юсавпа техника предприятийӗ пысӑк вӑйпа аталанма пуҫланӑ.

Куҫарса пулӑш

Яланах яваплӑха туйса ӗҫленӗ // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/01/20/%d1%8f%d0%b ... b5%d0%bde/

Мранька та хӑй романӗн (халлӗхе тухса ҫитнӗ кӗнекисен) никӗсне XIX ӗмӗрӗн вӗҫӗпе XX ӗмӗр пуҫламӑшӗнчи пурнӑҫ пулӑмӗсене хывнӑ.

Куҫарса пулӑш

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

Вун тӑххӑрмӗш ӗмӗрӗн ҫурринче, пиртен ҫӗр ҫул каялла, Кӑнтӑр Америкӑра Симон Боливар ятлӑ тӗлӗнтермӗш ҫын пурӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Пуху // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ку кӑтарту иртнӗ ӗмӗрӗн 60-мӗш ҫулӗсен вӗҫӗнчи кӑтарту патне ҫывхарнӑ.

Этот показатель приближался к показателю конца 60х годов прошлого века.

Пӗлтӗрхи ҫырав пӗтӗмлетӗвӗ: республикӑра халӑх йышӗ чакнӑ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/33586.html

Тӗрӗссипе, вӗсем шӑпах та цифра ӗмӗрӗн ӑрӑвӗ пулса тӑраҫҫӗ те.

Куҫарса пулӑш

Компьютер хӑрушсӑрлӑхӗ… // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2022/11/08/%d0%ba%d0%b ... ba%d1%85e/

Иртнӗ ӗмӗрӗн варри тӗлнелле Шурча таврашӗнче вӑрман нумай пулнӑ теҫҫӗ.

Итак, в середине прошлого столетия вокруг Акрамова шумели густые леса.

Шурча пупӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех