Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӗлкӗреймерӗҫ (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫак картинӑна Сергей Петровичпа хӗрсем пристань дебаркадерӗ ҫинчен курчӗҫ, анчах унта чупса кайма ӗлкӗреймерӗҫ: ку ӗҫ ҫав тери хӑвӑрт, темиҫе самантрах пулса иртрӗ.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Хӑшпӗрисем парнесем хатӗрлеме ӗлкӗреймерӗҫ, хӑшӗсем мӗнле япала памаллине пӗлеймерӗҫ пулмалла.

Куҫарса пулӑш

Ҫул курки пушанса тӑмарӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Краҫҫын сапса чӗртсе янӑ вӑл мунчана, ҫавӑнпа ӑна сӳнтерме те ӗлкӗреймерӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Мунчана сӳнтерме ӗлкӗреймерӗҫ — кашти ҫунса лаштӑрах ишӗлсе анчӗ.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Авланма ӗлкӗреймерӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Сӑмах калама ӗлкӗреймерӗҫ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вырӑнтан тапранма та ӗлкӗреймерӗҫ — «атлет» мана:

Куҫарса пулӑш

Тупӑнтӑм тата «Украинӑна сутакан» // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 140–149 с.

Аялта тӑракан ачасем ним калама та ӗлкӗреймерӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрманхӗрри Шӑхаль. Вӑта касӑм, Вӑта кас // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 95–102 с.

Эпӗ унпа икӗ ҫул пурӑнтӑм, анчах ӑна — шухӑшласа пӑх-ха эсӗ — ни ӗҫрен кӑларма, ни тӗрмене лартма ӗлкӗреймерӗҫ.

Куҫарса пулӑш

9. «Лена калаҫать!» // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Ҫав самантра пӳрте тепӗр ушкӑн ҫын ҫӗмӗрӗлсе кӗчӗ те, вара Кирил Иванч хӑй те шӑпланчӗ, ыттисем те ни апла, ни капла калама ӗлкӗреймерӗҫ.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 357–367 с.

Пӗр-пӗрин ҫине тӗлӗнерех пӑхса илнӗ ашшӗпе ывӑлӗ сӑмах хушма та ӗлкӗреймерӗҫ — кабина алӑкӗ яри уҫӑлчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӑшӑ ҫил // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 29-35 с.

Патька-патша ҫыннисем хӗҫӗсене те туртса кӑларма ӗлкӗреймерӗҫ, вӗсенчен чылайӑшне касса пӑрахрӗҫ…

Куҫарса пулӑш

Этем ятне илессишӗн // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ара, вӗсем пит инҫех кайса ӗлкӗреймерӗҫ пулмалла-ха.

Куҫарса пулӑш

Шикли шикленнӗ — кӗрӗк пӗркеннӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Салтаксем тӑна кӗрсе те, пӑшалӗсене авӑрласа та ӗлкӗреймерӗҫ, вӗсен пуҫӗсем ҫине ҫутӑ хӗҫ ҫумӑрӗ тӑкӑнчӗ…

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш ҫапӑҫу — пӗрремӗш ҫухату // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ӑна салтаксем те чарса ӗлкӗреймерӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ чиркӳ — ҫӗнӗ куҫҫуль // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Унпа пӗрле килнисем никам та астутарма та ӗлкӗреймерӗҫ, пуҫларӗ хайхи Ишмук хӑй халапне.

Куҫарса пулӑш

Хӑшместӗр йывӑҫӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Анчах майра-патша тарҫисемпе калаҫса та ӗлкӗреймерӗҫ, ҫӗнӗ хыпар пӗлчӗҫ элчӗсем.

Куҫарса пулӑш

Патька-патша // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Фашистсем куна пачах та кӗтменччӗ, нихӑшӗ те выртма та, пытанма та ӗлкӗреймерӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хыпарсӑр мар // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 86–93 с.

Анчах Упа сӑртламне сыхлакан пулеметчиксем чакма ӗлкӗреймерӗҫ, виҫӗ ҫухрӑм фашистсен тылне тӑрса юлчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хыпарсӑр мар // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 86–93 с.

Малтисем каялла пӑхма та ӗлкӗреймерӗҫ, хӑйсем те мотоцикл ҫинчен каска пек йӑвана-йӑвана анчӗҫ, пӗри кӑна тепӗр еннелле сикрӗ те вӑрманалла вӗҫтерчӗ, ӑна та партизансем персе ӳкерме ӗлкӗрчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Саккӑрмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех