Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӑшран (тĕпĕ: ӑш) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Малтанах апла марччӗ, куҫ шӑрҫи тӗлӗнче виҫӗ вӗҫлӗ тимӗр сенӗк кӑваккӑн йӑлтӑртатса кайсан е пуклак шалчан шупка шурӑ вӗҫӗ тӗксӗммӗн ҫиҫни курӑнсан, кашнийӗ, аллапписене хӳтевсӗррӗн куҫӗ патне ҫӗклесе, пичӗпе куҫне картлама пӑхатчӗ; хӗнесе-ватса пӗтернисен ушкӑнӗнчен хӗрхенме тархаслани те, ахлатса йынӑшни те, ятлаҫни те, ҫав тери ыратса кайнӑран ӑшран тӑвӑнса тухакан сасӑпа выльӑхла ӳлесе яни те илтӗнетчӗ.

А сначала каждый закрывал лицо и голову руками, беззащитно поднимая ладони к глазам, когда перед самыми зрачками сине вспыхивали железные жала вил-тройчаток или тускло посверкивала тупая белесая концевина кола; из толпы избиваемых пленных слышались и мольбы о пощаде, и стоны, и ругательства, и нутряной животный рев нестерпимой боли.

LIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Хӑйне тӳрре кӑларас тесе шухӑшлакан шухӑшсен тӗрекӗ ҫук; тахӑшӗн урӑ ӑспа тӑрӑхлакан сасси, ӑшран йӗкӗлтесе тӑрса, вӗсене ут чӗрнисем кӳлленчӗкри ҫӳхе пӑра ватнӑ пек, тӗпрете-тӗпрете ватать.

Те оправдания, которые мысленно подсовывал он себе, были ненадежны, и чей-то рассудочный насмешливый голос, звучавший внутри, давил их, как конское копыто — корочку ледка на луже.

XXIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Тепӗр минутран вара ӑшран тухакан сасӑпа хӑрушшӑн кӑшкӑрса яни чул сарнӑ урам тӑрӑх йывӑррӑн шӑвӑнса кайрӗ.

Спустя минуту низкий, животно-дикий крик пополз над мостовой.

XII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ҫирӗп тымар ярса лартнӑ иккен вӑл — ӑшран тухса ӳкӗ-ха, манӑҫа юлӗ-ха, тесе, авланас каччӑ пӗвӗнче чухне ашкӑнса выляса, алӑ сулса хӑварнӑ япала…

Крепко приросло то, на что он в жениховском озорстве играючи рукой помахивал, — дескать, загоится, забудется…

3 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Лаши вара тӳрчӗ таранах лачкам тара ӳкнӗ, ӑшран хӑрӑлтатса хашкаса, сулкаланса тӑрать.

Конь был мокр по самую холку, хрипел нутром и качался.

27-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Тем каласшӑнччӗ — ҫӑварӗ типсе ларчӗ, чӗлхи ҫаврӑнаймарӗ, сасси ӑшран тухаймарӗ.

Хотел сказать что-то: во рту было сухо, язык не ворочался, голос не выходил из груди.

XI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

«Турӑҫӑм! Хӑҫан ҫутӑлма пуҫлать-ха!» — вӗрипе пӗҫерекен пулса кайнӑ минтерсем тӑрӑх пуҫа енчен енне ывтӑнтарнӑ май та тутасене ӑшран кӗскен те йывӑррӑн тухакан хам сывлӑшах мӗнле вӗтеленине туйса, шанӑҫсӑррӑн шухӑшлатӑп эпӗ…

«Господи! Да когда же настанет рассвет!» — с отчаянием думал я, мечась головой по горячим подушкам и чувствуя, как опаляет мне губы мое собственное тяжелое и короткое дыхание…

IX сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.

Алексей хӗвел тухсанах, сивӗрен шӑнса чӗтренипе тата ӑшран вӗрилентерсе килнипе, вӑранса кайрӗ.

Алексей проснулся с первыми лучами солнца, дрожа от холода и внутреннего озноба.

6 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Вӗсене хамӑр ӑшран кӑларса пӑрахма тӑрӑшни пустуй ӗҫ пек туйӑнать.

Это пустое — вышвырнуть эти чувства из нашей души.

«Кӗркунне ҫынна хӑйпе хӑй пулма май парать» // Роза Власова. «Хыпар», 2016.09.28, 153№

20. Тата малалла каланӑ: ҫын ӑшӗнчен тухаканни ҫынна ирсӗрлетет: 21. усал шухӑшсем, ясарлӑх, аскӑнлӑх, вӗлересси, 22. вӑрласси, ӗмӗтсӗрленесси, хаяр сунасси, улталасси, намӑс тӑвасси, хапсӑнасси, Турра хурласси, мӑн кӑмӑллӑ пуласси, ӑссӑрланасси ҫын ӑшӗнчен, ҫын чӗринчен тухать; 23. ҫак пӗтӗм усаллӑх ӑшран тухса ҫынна ирсӗрлетет, тенӗ.

20. Далее сказал: исходящее из человека оскверняет человека. 21. Ибо извнутрь, из сердца человеческого, исходят злые помыслы, прелюбодеяния, любодеяния, убийства, 22. кражи, лихоимство, злоба, коварство, непотребство, завистливое око, богохульство, гордость, безумство, - 23. все это зло извнутрь исходит и оскверняет человека.

Мк 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех