Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӑшнех (тĕпĕ: ӑш) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Унӑн сӑмси, ӗлӗк хӑйӑр ӑшнех касса кӗнӗскер, халӗ сахалтан та ултӑ фут чухлӗ ҫӳлелле ҫӗкленнӗ.

Носовая же часть корабля, которой прежде он почти зарывался в песок, поднялась по крайней мере на шесть футов.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Ҫак магазина пуҫтарӑнса тӑнӑ тӗнчери мӗнпур ӑслӑлӑх вара кӗнеке илме пыракан ҫынсен ӑшнех кӗрсе вырнаҫнӑ пек туйӑнать.

Вся мудрость Вселенной, сосредоточенная в этом магазине, казалось, проникала в поры покупателя.

XXX. Хатӗрлемелли класра // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Вӗсен хӗвел ҫути ӳкнипе ҫуталса тӑракан тӳписем, пӗрисем — ҫырӑскерсем, теприсем куҫа йӑмӑхтаракан шурӑ юрпа витӗннӗскерсем, пӗлӗтсен ӑшнех шӑтара-шӑтара кӗнӗ.

Они торчали из облаков, освещённые солнцем, то голые, то покрытые ослепительным снегом.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Дефорж кесьерен пӗчӗк пистолет кӑларать те, ӑна выҫӑ упан хӑлхи ӑшнех чиксе, персе ярать.

Дефорж вынул из кармана маленький пистолет, вложил его в ухо голодному зверю и выстрелил.

VIII сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Том мухтанса сумах чӑтлӑхӗ ӑшнех кӗрсе кайрӗ.

Том с гордостью вошел в густые кусты сумаха и сказал.

33-мӗш сыпӑк. Джо индеец пурнӑҫӑн юлашки кунӗсем // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

— Эппин, вӗсем ҫӗр айӗнчи шӑтӑк ӑшнех выртса юлнӑ!

Не остались ли они в пещере.

30-мӗш сыпӑк. Томпа Бекки ҫӗр ӑшӗнчи шӑтӑкра // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Ирхине чухӑн пулнӑ Том кӑнтӑр тӗлнелле ырлӑх ӑшнех путакан пуян пулса тӑчӗ.

К середине дня из бедного мальчика, близкого к нищете, Том стал богачом и буквально утопал в роскоши.

2-мӗш сыпӑк. Пит аван маляр // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

24. Христос алӑпа тунӑ кӗлӗ чатӑрне кӗмен, — вӑл чӑн Сӑваплӑ Вырӑнӑн сӑнарӗ ҫеҫ, — Христос пирӗншӗн Атте Турӑ умне пырса тӑма тӳпенех ҫӗкленнӗ, тӳпе ӑшнех кӗнӗ.

24. Ибо Христос вошел не в рукотворенное святилище, по образу истинного устроенное, но в самое небо, чтобы предстать ныне за нас пред лице Божие,

Евр 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

2. Пирӗншӗн ҫавӑн пек ҫыру — эсир хӑвӑр, ӑна пирӗн чӗре ӑшнех ҫырнӑ; ӑна пурте пӗлеҫҫӗ, пурте вулаҫҫӗ.

2. Вы - наше письмо, написанное в сердцах наших, узнаваемое и читаемое всеми человеками;

2 Кор 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

4. Ӗҫӗсем вӗсене хӑйсен Турри енне ҫаврӑнма чӑрмантараҫҫӗ, ӗнтӗ аскӑну сывлӑшӗ вӗсен ӑшнех вырӑнаҫнӑ, ҫавӑнпа вӗсем Ҫӳлхуҫана пӗлсе ҫитеймен.

4. Дела их не допускают их обратиться к Богу своему, ибо дух блуда внутри них, и Господа они не познали.

Ос 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

3. Тӑшман манӑн чунӑма йӗрлесе ҫӳрет, пурӑнӑҫӑма пылчӑк ӑшнех таптаса кӗртрӗ, ӗмӗрлӗхе вилнӗ ҫын пек сӗмлӗхре пурӑнмалла турӗ, 4. ӗнтӗ чунӑм та хавшаса ҫитрӗ, ӑшӑмра чӗрем те туйми пулчӗ.

3. Враг преследует душу мою, втоптал в землю жизнь мою, принудил меня жить во тьме, как давно умерших, - 4. и уныл во мне дух мой, онемело во мне сердце мое.

Пс 142 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех