Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ӑслӑ каларӗ кошевой, казак ҫарӗн пуҫлӑхӗ, уншӑн тӑрӑшма, ҫарӑн вӑрҫӑ хатӗрӗсене сыхлама лартнӑ ҫын унтан ӑслӑ нимӗн те калама пултараймӗ.
VIII // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
«Эп мӗн калатӑп-и? калатӑп: кун пек ывӑл ҫуратакан ашшӗ телейлӗ; ӳпкелешсе калани ытлашши ӑслӑ сӑмахах мар-ха вӑл, ӑслӑ сӑмах ҫакӑ пулса тӑрать: сӑмах, инкек курнӑ ҫынтан кулмасӑр, ун кӑмӑлне ҫӗклеме пултартӑр, шыв ӗҫсе сывлӑш ҫавӑрнӑ урхамаха шпорсем вӑйлӑн хускатса янӑ пек вӑй-хӑват патӑр.
VII // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Пурте: ку хӗр амӑшӗнчен те ӑслӑ, унран та ытларах вӗреннӗ, тетчӗҫ; эпӗ ҫакӑн пирки хамӑн шухӑша калама пултараймастӑм, мӗншӗн тесен, вӑл ӑслӑ та нумай вӗреннӗ тенипе унран чуралла хӑранине пула, эпӗ унпа пурӗ те пӗр хут ҫеҫ, ун чухне те калама ҫук сехӗрленсе кӑна калаҫса куртӑм.
XXXVII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ӑслӑ йытӑ, питӗ ӑслӑ!»
Экэчо пӑлханать // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
«Ӑслӑ эсӗ, ӑслӑ, — тетӗп хамӑн ӑшӑмра, — нимӗн те калаймӑн!»
7 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Унӑн помощникӗ пулнӑ тата вӑл вырӑна лартнӑ ҫын Лев Степанович, ӑслӑ пулса, хӑй шӑпине хӑйӗн патронӗн шӑпинчен вӑхӑтра уйӑрма пӗлнӗ, ҫавӑн пекех ӑслӑ пулса тепӗр временщикӑн хурӑнташ хӗрне качча илнӗ (ӑна лешӗ ниҫта хума аптранӑ пулнӑ), юлашкинчен вара — ку ӗнтӗ пуринчен те ӑслӑрах пулнӑ — Лев Степанович Анна кавалерине илнӗ те, отставкӑна тухса, пурин умӗнче те тӳрӗ, ырӑ кӑмӑллӑ, йӗркеллӗ те ӗҫе пӗлекен ҫын шутланса, Мускава, хӑйӗн именине йӗркене кӗртме кайнӑ.
II // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 30–98 с.
Ӑслӑ, питӗ ӑслӑ…
XXIV // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
«Харпӑр хӑй урокӗсем» — ӑслӑ канаш, ӑслӑ юлташ, шанчӑклӑ тантӑш, ҫывӑх тус…
4 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
«Ӑслӑ, эсрел, — шухӑшларӗ аслӑ Артамонов, — чӑнахах ӑслӑ».
II сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Ӑслӑ чӑвашпа ӑслӑ вырӑс пӗр шухӑшлӑ, пӗр ӗмӗтлӗ улӑпсем.
«Чӑваш пулар та итлесе пӑхар...» // Геннадий Волков. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с. — 5–8 с.
— Акӑ, эсӗ ӑслӑ, Павел та ӑслӑ, — анчах эпӗ сирӗншӗн Федька Мазин е Самойлов пек-и, эсир иксӗр пӗр-пӗриншӗн мӗнле ҫынсем пулнӑ — ҫавӑн пек ҫын-и?
XX // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Вӑл Санина хӑй ҫумне лартрӗ те темиҫе кунтан хӑй кайма хатӗрленекен Париж ҫинчен, нимӗҫсем ӑна йӑлӑхтарса ҫитерни ҫинчен, вӗсем ӑслӑ пуласшӑн тӑрӑшнӑ чухне ухмах, ухмахла калаҫнӑ чухне вара кӗтмен ҫӗртенех ӑслӑ пулни ҫинчен калама пуҫларӗ; унтан сасартӑк: халӗ кунта ларнӑ офицерпа эсир нумай пулмасть пӗр хӗрарӑмшӑн ҫапӑҫни тӗрӗс-и? — тесе ыйтрӗ.
XXXVIII // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.
Ку негр катӑк ӑслӑ пулнӑ-ҫке терӗм — ҫаплах, ҫак сӑмахсемпех каларӑм; эсир пурте илтрӗр-ҫке — вӑл катӑк ӑслӑ терӗм, ку пур енчен те паллӑ.
Хӗрӗх пӗрремӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Паллах ӗнтӗ, ӑслӑ, питех те ӑслӑ мулкач, анчах ҫавӑн пек сиксе пӑрӑннисем хӑрушӑ япаласем: мулкач яланах хӑйӗн йӗрӗ ҫине пӑхнине йытӑ аван пӗлет, ҫавӑнпа та вӑл мулкача сике-сике пӑрӑннӑ вырӑнти йӗрсем тӑрӑх мар, тӳрех ҫӳлти, сывлӑшри шӑршӑ тӑрӑх пырса тытать.
XI // Гаврил Молостовкин. Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 133–188 с.
— Ахалех мар тӗнчере эсӗ чи ырӑ та ӑслӑ ҫын тесе шухӑшланӑ эпӗ; халь акӑ, эсӗ пысӑк ӑслӑ пулнӑ пекех, ырӑ кӑмӑллӑ пулнине те куратӑп.
XXIV // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
Ӑслӑ, ӑслӑ…
IX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Ҫакна хирӗҫ ним калама та ҫук пек, анчах Тимофей Ильич Ниловнӑпа килӗшмен, хӑй сӑмахӗ ҫинче ҫирӗп тӑнӑ: Ҫемен чипер те мар, нимех те мар, шуранкаскер, Анфиса — нар пек хӗрлӗ, илемлӗ; Ҫемен ӑслах та мар, ӑслӑ ҫын, Тимофей Ильич шухӑшӗпе, Усть-Невински ҫинчен нихҫан та хурласа калас ҫук…
XX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
— Марко, — терӗ вӑл, — пит ӑслӑ калаҫан эс, анчах пиртен ӑслӑ ҫынсем те пур, мӗн пулас-килессе вӗсем витӗр курса тӑраҫҫӗ.
XVIII. Ганко кофейнинче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Е тата акӑ мӗн: эсир вӑт манӑн ӑслӑ сӑмахсем пирки, словарь пирки ыйтрӑр, унта ҫапла пичетленӗ: ӑслӑ сӑмахсене пысӑк саспаллисемпе ҫапнӑ, ҫавӑнпа эпӗ вӗсене куҫлӑхсӑрах вулама пултаратӑн, вӗсене хирӗҫле — вӗтӗ саспаллисемпе ӑнлантарса пани пур, урӑхла каласан — ҫав сӑмахсем мӗне пӗлтернине каласа панӑ.
XIX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Кӗркунне Кавказра хӑвна ху питӗ ӑслӑ ҫынсем тунӑ чаплӑ соборти пек туятӑн; питӗ ӑслӑ ҫынсем — яланах питӗ пысӑк ҫылӑхлӑ ҫынсем-ҫке, ҫавӑнпа вӗсем, хӑйсен иртнӗ пурнӑҫӗ умӗнче тӳрре тухас тесе, ҫакӑн пек аслӑ храм тунӑ, ӑна ылтӑнпа, тӗрлӗрен хаклӑ йышши чулсемпе эрешленӗ, тейӗн; Самаркандри, Шемахӑри туркменсен пурҫӑнпа тӗрленӗ чи лайӑх кавирӗсене ҫак тусем тӑрӑх ҫака-ҫака тухнӑ тейӗн; пӗтӗм тӗнчене ҫаратнӑ та — йӑлтах ҫакӑнта, хӗвел куҫӗ умне хурса тултарнӑ, ӑна ҫапла каласшӑн пулнӑ тейӗн: — Санӑн — Санӑн ҫыннусенчен — Сана!
Этем ҫурални // Александр Артемьев. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 156–165 стр.