Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӑслӑ сăмах пирĕн базăра пур.
ӑслӑ (тĕпĕ: ӑслӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кам укҫаллӑ, ҫавӑ ӑслӑ та, вӑйлӑ та».

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Хӑйне таврара чи ӑслӑ хӗрарӑм тесе шутлать Кулюкка.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Акӑ мӗнле ӑслӑ ҫынсем килчӗҫ пирӗн яла! — тӗлӗнсе калаҫать Петӗр Хӗветӗрпе пӗрле чухне.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Тӗрӗс калать асаннӳ, ӑслӑ карчӑк пулмалла…

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Эсӗ — ӑслӑ хӗрарӑм.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ӑслӑ шухӑш пырса кӗчӗ Кулюкка пуҫне: «Куҫма каланине Хӗветӗр итлес ҫук. Руса урлӑ чӗнтерес мар-ши? — шутларӗ вӑл. — Пурпӗрех ҫӗрӗпе куҫа хупаймӑн».

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Сан хуняҫу ӑслӑ та ырӑ кӑмӑллӑ.

Куҫарса пулӑш

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Халь ӗнтӗ санӑн арӑму ӑслӑ, сана тивӗҫ мӑшӑр пулнине те аван пӗлетӗп.

Куҫарса пулӑш

XVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ав мӗнле ӑслӑ вӑл…

Куҫарса пулӑш

VIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хамӑр крючниксем те пурте пӗр ӑслӑ мар.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хӑйне такамран та ӑслӑ пек кӑтартма хӑтланчӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Манран аслӑрах Толик Матвеев, хамӑр йышра чи ӑслӑ ача, пире ҫапла ӑс пачӗ: «Атя партизансем йывӑҫ ҫине нимӗҫсене мӗнле ҫакнӑ, ҫырмара пӗр ватӑ йӑмра ҫине кушака ҫавӑн пек тытса ҫакатпӑр. Йӑмра айӗнче самаях тарӑн шыв кӳлленчӗкӗ пур, кайран ҫавӑнта пӑрахатпӑр ӑна. Кушаксем шыва юратмаҫҫӗ, ӑнланса илет вара хӑяр ҫиме юраманнине», — тет.

Куҫарса пулӑш

Вӑрманхӗрри Шӑхаль. Вӑта касӑм, Вӑта кас // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 95–102 с.

Хирӗҫ пулаканӗ ӑна ӑслӑ куҫӗпе сӑнать пек.

Куҫарса пулӑш

I // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 69–77 с.

Сана пурте парне парать, лайӑх вӗренме, ӑслӑ, сывлӑхлӑ ҫын пулма ырӑ сунать.

Куҫарса пулӑш

Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.

Вӑл ӑслӑ куҫӗсемпе пӳлӗми тавралӑха пӑхса ҫаврӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Тута хӗрринчи сӗт шурри кайса пӗтмесӗрех ӑслӑ пуласшӑн.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

— Пуҫу пысӑках мар пулсан та, ӑслӑ эсӗ, Алеша! — тесе кӑшкӑрса ячӗ те аллипе хӑлаҫланса крановщицӑна ӑнлантарма тытӑнчӗ:

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Манман леш ӑслӑ ваттине, Ӗҫне черетлӗн тӑснӑ.

Куҫарса пулӑш

Асаттесен шкулӗ // Анатолий Юман. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 61–62 с.

— Ман шутпа, — тенӗ вӑл, ватлӑхне кура мар ҫирӗп сасӑпа, — кам хӑйне хӑй хисеплет, кам хӑйне хӑй мӑнна хумасть, кам ӑслӑ, ҫав маларах сывлӑх сунать, маларах саламлать…

Куҫарса пулӑш

Макҫӑм мучи тивлечӗ // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 30–31 с.

Укахвине мӗн ҫитмест, Ӑна ӗнтӗ кам пӗлмест; Хӑйне ӑслӑ ҫын тесе, Ыттисене тиркесе, Хурса ҫӳп-ҫап вырӑнне Сая ячӗ ӗмӗрне.

Куҫарса пулӑш

Укахви // Василий Давыдов-Анатри. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 18 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех