Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӑнланас (тĕпĕ: ӑнлан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ӑнланас пулать те — ӗҫлес пулать…

Должен понять и продолжать…

X // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Ӑнланас пулать ҫакна!..

Это надо понять!..

X // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Ӑнланас пулать — коньякран-и ку, е ухмахлӑхран-и?

Надо понять — с коньяку ты это или с глупости?

IX // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Анчах пуҫӗ ун темскер арпашӑнса кайнӑ, вӑл нимӗнле шухӑш та тупайман, унтан, хӑй мӗн каланине хӑй те чухлаймасӑр: — Эсир ялан ӗҫесшӗн кастаратӑр! Сирӗншӗн пулсан, хӑть те мӗн ту — пурпӗрех! Шухӑшласа пӑхасчӗ малтан сирӗн — мӗншӗн? Мӗн тума?.. Эх, эсир те ҫав! Ӑнланас пулать… — тенӗ вӑл тарӑхса.

Но в голове его всё как-то спуталось, он не находил в ней никаких мыслей и наконец, не отдавая себе отчета в словах, сказал с сердцем: — Вам бы всё пьянствовать только! Вам всё равно, что ни делать! А вы бы подумали — зачем? К чему? Эх вы! Понимать надо…

IX // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Хӗвел хӑйӗн историйӗн пӗр тапхӑрӗнче ӑшӑ паман пулин те Ҫӗр чӑмӑрӗ хӑйне мӗнле майпа упраса хӑварнине ӑнланас тесе Австри ӑсчахӗсем Ҫӗр чӑмӑрӗн темиҫе модельне ӑсталанӑ, вӗсенче атмосферӑри тӗрлӗ лару-тӑрӑва туса пӑхнӑ.

Австрийские ученые, чтобы понять, почему Земля сохраняла свое существование, несмотря на то, что Солнце в определенное время истории не давало тепло, разработали несколько моделей ранней Земли, и создавали ту или иную атмосферную обстановку.

Ӑсчахсем Ҫӗр чӑмӑрӗ хӑй вӑхӑтӗнче мӗне пула пӑрланса ларманнине ӑнланнӑ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/29642.html

— Епле ӑнланас мар! — ассӑн каланӑ Фома.

— Как же не понять! — воскликнул Фома.

IV // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

— Ҫапла ӗнтӗ, сан ӑнланас пулать, — сӑмаха татса тата витӗмлӗн каланӑ старик, — пурнӑҫа йӗркелекенни эпир мар, купецсем мар пулнӑ, ӑна йӗркелес тӗлӗшпе халичченех сас ҫук-ха пирӗн, ку ӗҫе халичченех тӑваймастпӑр-ха эпир.

— Так вот ты и понимай, — раздельно и внушительно продолжал старик, — жизнь устраивали не мы, купцы, и в устройстве ее и до сего дня голоса не имеем, рук приложить к ней не можем.

IV // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Ӗҫӗн тупсӑмне ӑнланас тесен, ҫав пытаннине тупма пӗлес пулать.

Его и нужно уметь найти, дабы понять смысл дела…

IV // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Лоцманпа тата машинистпа пулса иртнӗ ӗҫ ачан тимлӗхне тавралӑх ҫине тинкерттернӗ: Фома куҫӗсем витӗмлӗрех пӑха пуҫланӑ, вӗсенче ӑнлануллӑ тӗпчев палӑрма тытӑннӑ, ашшӗне паракан ыйтӑвӗсенче те унӑн пурнӑҫа ӑнланас килни, мӗнле шӑнӑрсем, мӗнле пружинӑсем этемӗн ӗҫ-хӗлне тапратса, тытса тӑраҫҫӗ иккенне тӗпчесе килни янӑра пуҫланӑ.

Случай с лоцманом и машинистом направил внимание мальчика на окружающее; глаза Фомы стали зорче: в них явилась сознательная пытливость, и в его вопросах отцу зазвучало стремление понять, — какие нити и пружины управляют действиями людей?

II // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Сяо Ван, ку ҫынна тӗпӗ-йӗрӗпех ӑнланас, унӑн шухӑшӗсене, ҫемйи пурнӑҫне, ҫавна май ялти лару-тӑрӑва тавҫӑрса илес тесе, ӑна систермесӗрех хӑйне кирлӗ йӗр ҫине ӳкерме тӑрӑшать.

А Сяо Ван незаметно старался навести его на нужную тему, чтобы понять этого человека, образ его мыслей, узнать о жизни его семьи, и вместе с тем выяснить положение в деревне.

IV // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Эпӗ ҫакна курса тӑратӑп: 20 ҫултан юлнӑ чӑвашсем пуринчен те ытларах ҫав «Яндекс-куҫаруҫӑпа» усӑ курӗҫ, вӗсен чӑвашла тӗплӗнрех ӑнланас тесен Интернетран пулӑшу илме тиветех.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш чӗлхи мӗншӗн пӗтме тытӑнни пирки пуҫланӑ калаҫӑва малалла тӑсса // Константин Малышев. http://suvargazeta.ru/news/cn-khyparsem/ ... alla-tassa

— Ҫапла ҫав, ӑнланас пулать ӑна.

— То-то же, понимать надо…

7 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

— Эсӗ Перссине кайма хатӗрленни тӗрӗс вӑл, унта хӑть нимне те ӑнланас ҫук — ют чӗлхе!

— Ты правильно в Персию собирался, там хоть ничего не поймешь — чужой язык!

XIX. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.

Ӑнланас пулать санӑн: эпир ҫур пус тӑракан пӗр-пӗр шплинтшӑнах чи хӗрӳ вӑхӑтра ҫур кун тӑма пултаратпӑр.

Должен ты понимать, что мы через какой-нибудь копеечный шплинт можем полдня стоять в самое горячее время.

Прицепщик Терентий Петрович // Леонид Агаков. Троепольский, Г. Н. (1905-1995). Вунҫиччӗмӗш Прохор тата ыттисем: (агроном ҫырса пынисем). [Л. Я. Агаков куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 132 с. — 109–130 с.

— Ман ҫире мӗн чухлӗ колхоз пурлӑхӗ тӑнине ӑнланас пулать санӑн: пушар инвентарӗ, пилӗк комбайн, вунтӑватӑ итем, тӑватӑ ферма вӗт…

— Должна понимать, сколько на мне колхозного добра лежит: пожарный инвентарь, пять комбайнов, четырнадцать токов, четыре фермы…

Балалайкӑллӑ Йӑкӑнат // Леонид Агаков. Троепольский, Г. Н. (1905-1995). Вунҫиччӗмӗш Прохор тата ыттисем: (агроном ҫырса пынисем). [Л. Я. Агаков куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 132 с. — 84–108 с.

— Музыка тӗлӗшӗпе те ӑнланас пулать, — тет мана хирӗҫ Йӑкӑнат, — «трехтонка» — купӑс виҫӗ тонна каланине пӗлтерет, «граматика» тесе ӗнернине ҫавӑн пек калаҫҫӗ, граматически, теҫҫӗ.

— В музыке тоже понятие надо иметь, — объясняет Игнат, — «трехтонка» — это в три тона играет, а «граматика» — это такой лад, граматический называется.

Балалайкӑллӑ Йӑкӑнат // Леонид Агаков. Троепольский, Г. Н. (1905-1995). Вунҫиччӗмӗш Прохор тата ыттисем: (агроном ҫырса пынисем). [Л. Я. Агаков куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 132 с. — 84–108 с.

Дисциплинӑна ӑнланас пулать, — терӗм эпӗ унӑн хӑйӗн сӑмахӗсемпех.

Дисциплину понимать надо, — повторил я его же слова.

Балалайкӑллӑ Йӑкӑнат // Леонид Агаков. Троепольский, Г. Н. (1905-1995). Вунҫиччӗмӗш Прохор тата ыттисем: (агроном ҫырса пынисем). [Л. Я. Агаков куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 132 с. — 84–108 с.

Ӑнланас пулать санӑн, ультиматум лартрӑмӑр сан умна.

Должон понять, ультиматум тебе поставили.

Гришка Хват // Леонид Агаков. Троепольский, Г. Н. (1905-1995). Вунҫиччӗмӗш Прохор тата ыттисем: (агроном ҫырса пынисем). [Л. Я. Агаков куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 132 с. — 18–40 с.

Ҫавна ӑнланас пулать те, кулленхи ӗҫ ҫумне хутшӑнтарса туса пырас пулать.

Это надо понимать и присокупить к повседневным дням работы.

Пакӑлти Микиш // Леонид Агаков. Троепольский, Г. Н. (1905-1995). Вунҫиччӗмӗш Прохор тата ыттисем: (агроном ҫырса пынисем). [Л. Я. Агаков куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 132 с. — 3–17 с.

Ӗҫӗн тымарне ӑнланас пулать.

Надо понимать корень.

Пакӑлти Микиш // Леонид Агаков. Троепольский, Г. Н. (1905-1995). Вунҫиччӗмӗш Прохор тата ыттисем: (агроном ҫырса пынисем). [Л. Я. Агаков куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 132 с. — 3–17 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех