Шырав
Шырав ĕçĕ:
Вӑл лере юлнисене ӑмсанса, хӑй вӗҫне ҫитичченех ҫапӑҫайманшӑн кӳреннине пытараймасӑр каласа пачӗ.Он рассказывал с завистью к оставшимся, с невольной обидой, что вот он — не довоевал.
59 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Ҫак вырӑнтан ашшӗ иртсе кайнине пӗлтерекен ҫӗнӗрен те ҫӗнӗ паллӑсене вулать те вӑл хӑйӗн пӗр хуйхӑ-суйхӑсӑр тусӗсен савӑнӑҫлӑ куллине ҫав тери асапланса, ӑмсанса итлет.
Йӗрлевҫӗсем // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Петя ашшӗ ҫине ӑмсанса пӑхрӗ:
Соньӑна ҫӑлас пулать // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Петька ун ҫине тӗлӗнсе, ӑмсанса ҫеҫ пӑхса тӑратчӗ, тӗлӗннипе унӑн ҫӑварӗ «о» саспалли пек пулатчӗ.А Петька только смотрел на него удивленно и завистливо, изобразив ртом круглое изумленное «о».
15 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
— Пилӗк минут хушшинче шутларӗ! — терӗ Кэукай ӑмсанса.
Переменӑри хирӗҫӳ // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Юлташӗсем ун ҫине ӑмсанса пӑхнӑ.
Малалла ҫырас вырӑнне каласа пани // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 30–98 с.
Мигель ыйткалакансем йӑлӑнса илнӗ ҫуллӑ макарон татӑкне ҫинине пӗрре ҫеҫ мар ӑмсанса пӑхса тӑнӑ.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Сергей Мерчен. Выгодская Э.И. Алжир тыткӑнӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 112 с.
Мӗншӗн ҫав такам арҫынӗсем ӑмсанса, тӗрӗсне каласан, кӑшт йӗкӗлтесе те пӑхнӑшӑн, мӑнна хывса, хама темле сумлӑн-ятлӑн туйса тӑмалла, тет?
10 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.
Остановкӑсенче, урам тӑваткалӗсенче ҫынсем пире, уйрӑмах арҫынсем, ӑмсанса пӑхса ӑсатаҫҫӗ, ку вара ман савӑнӑҫӑмпа мӑнкӑмӑллӑхӑма пушшех ҫӗклет…
10 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.
Выставкӑра та пире нумайӑшӗ ӑмсанса пӑха-пӑха иртрӗҫ ҫав кун.
6 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.
Эпӗ сӗтел хушшине кӗрсе лартӑм та ҫыранҫи тӑватӑп, хам ҫамка айӗн анне пӗҫерекен ҫуллӑ кукӑльсем ҫине ӑмсанса пӑхатӑп.
Купӑста // Сергей Мерчен. Ялав, 1955, 9(117)№, 3 стр.
Лелюков партизанӗсем хӑйсен ҫумӗнчен Севастополь еннелле иртсе каякан Приморски армин регулярлӑ полкӗсем ҫине тӗлӗнсе тата ӑмсанса пӑхрӗҫ.
Вунулттӑмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Маковей Черныш ҫине ҫепӗҫҫӗн ӑмсанса пӑхать.
XXII // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Вӑл Трансильванире пӗлтӗр тусем хушшинче шӑрӑхпа аптракан боецсем пӗчӗк шывсем ҫине епле ӑмсанса пӑхнине аса илчӗ…
XIX // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Халлӗхе «хӑнасен» ҫапса хӗстернӗ пек тӑкӑскӑн пыракан юланутҫисем каҫӑ хуҫисем ҫине ӑмсанса пӑха-пӑха, айккинче кӗтсе тӑмалла.
XI // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Лобзик ман ҫине ӑмсанса пӑхать, унӑн сӗлеки те юхса анчӗ.А Лобзик с завистью смотрел на меня, и у него даже потекли слюнки.
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Наум Любимов. Носов Н.Н. Витя Малеев шкулта тата килте: повесть; Н.Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 202 с.
Ачасем пурте хӑйсен ролӗсене вӗренме тата сцена ҫинче репетици тума тытӑнчӗҫ, эпир Шишкинпа иксӗмӗр залра сулланса ҫӳрерӗмӗр, выляканнисем ҫине ӑмсанса пӑхрӑмӑр.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Наум Любимов. Носов Н.Н. Витя Малеев шкулта тата килте: повесть; Н.Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 202 с.
Юратнӑ ҫынни епле сывланине нумай пулмасть итленӗ, унӑн сенкер куҫӗсенчен пӑхнӑ, брезент атӑллӑ урисем «ан шӑнччӑр» тесе, вӗсене хӑйӗн шинелӗпе вӑрттӑн витнӗ боец ҫине Шура пӗр пытармасӑр питӗ ӑмсанса пӑхать.
I // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
— Ав епле! — ӑмсанса та илчӗ ун пирки Степан.
7 // Леонид Агаков. Горбатов Б.Л. Парӑнманнисем (Тарас килйышӗ): повесть; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1944. — 159 с.
Петушков ҫимелли ҫине ҫав тери ӑмсанса пӑхрӗ.
5 // Леонид Агаков. Горбатов Б.Л. Парӑнманнисем (Тарас килйышӗ): повесть; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1944. — 159 с.