Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Ӑнать (тĕпĕ: ӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Ӑнать» ҫав пурнӑҫ ман, ним те калаймӑн!

Нечего сказать, повезло!

1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Ӑнать пурнӑҫра ҫав Мичча арӑм упӑшки йыснапа Лайӑх ап-пана.

Везёт же дяде Мите и Лучшей в мире тёте.

Лайӑх аппа // Марина Карягина. Карягина М.Ф. Ылтӑн панулми: калавсем/ М. Карягина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 2011. — 14–18 с.

— Ӗҫ ӑнать сан.

— Тебе повезло.

16 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

«Ман ӗҫ ӑнать пулас, ку хӗрарӑм никам та мар, управляющи хӑех пулӗ», — тесе шухӑшларӗ Сергей.

«Кажется, мне повезло, — подумал Сергей. — Ведь это же сидит за столом не кто иной, как сама управляющая…»

XIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Губернатор кӑмӑллӑ — ӗҫӗ ӑнать.

Доволен губернатор — дело идет.

Чаплӑ куҫпӑван // Георгий Ефимов. Сергей Алексеев. Гришатка Соколовӑн пурнӑҫӗпе вилӗмӗ: повесть. Георгий Ефимов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 83 с.

— Усӑллӑ ҫын ку: ун пеккисем нумайтарах пулсан, пирӗн эрех завочӗн ӗҫӗ ӑнать вара…»

— Это полезный человек; побольше такого народу — и винница наша славно бы пошла…

IV. Йӗкӗтсем ашкӑнаҫҫӗ // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

— Апла ӗҫ ӑнать.

— Тогда дело верное.

19-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ӗҫ ӑнать, тени илтӗнсен, ҫав акцисен хакӗ хӑпарса каять, ӗҫӗ япӑх, тени илтӗнсен — акцисем йӑлтах пӗтеҫҫӗ.

Послышится, что предприятие идет хорошо, бумажки вздорожают, худо — все и лопнет.

III сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

— Укҫаран ӑнать пире паян, — йӳҫҫӗн кулса илчӗ Женя нухрата рюкзакне чикнӗ май.

— Везет нам сегодня на бабки, — с горькой улыбкой заметила Женя, пряча деньги в карман куртки.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

Ӑнать те вӗт ҫынсен пурнӑҫӗ, хамӑн та ӑмсанас килет!

Везет человеку, даже меня завидки берут.

5 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Сирӗн пурнӑҫӑр ӑнать.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗлен, эс пире мӗскер сӗнен? // Шӑмӑршӑ хыпарҫи. http://gov.cap.ru/Publication.aspx?gov_i ... &type=publ

Лоторея вӑййинче вара ӑнать.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗлен, эс пире мӗскер сӗнен? // Шӑмӑршӑ хыпарҫи. http://gov.cap.ru/Publication.aspx?gov_i ... &type=publ

Ҫамрӑк Скорпиона юратура ӑнать.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗлен, эс пире мӗскер сӗнен? // Шӑмӑршӑ хыпарҫи. http://gov.cap.ru/Publication.aspx?gov_i ... &type=publ

Сӑпайлӑ Хӗрсене юратура ӑнать.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗлен, эс пире мӗскер сӗнен? // Шӑмӑршӑ хыпарҫи. http://gov.cap.ru/Publication.aspx?gov_i ... &type=publ

Г.Ванюркинӑпа В.Тарасова «Анне, эпӗ качча каятӑп», Е.Александровӑпа В.Ванюркин вара «Сана ӑнать» сценкӑсем кӑтартнӑ.

Куҫарса пулӑш

Агитбригадӑсем ҫула тухнӑ // Каҫал Ен. «Каҫал Ен», 2016.08.02

Ӗҫӗ ӑнать пултаруллӑ хӗрарӑмӑн — ӗҫтешӗсем хисеплеҫҫӗ, пациентсем сума сӑваҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Несӗлсенчен чунпа, юнпа куҫнӑ туртӑм // Хыпар. «Хыпар», 2016.07.22, 114-115№

Ҫапах хӑшпӗр чухне ӑнать: тепӗр ушкӑна вӑрман мулкачӗ савӑнтарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫывӑхрах - пӑши! // Людмила МАЙОРОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 11; 32№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех