Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫӳҫӗ (тĕпĕ: ҫӳҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Сӑнӗнчен те маларах Тумтирийӗ пахарах: Сара ука пек ҫӳҫӗ ҫинчен Масмак кӗрен пурҫӑнран, Ҫӳлӗ кӑкри ҫийӗнче Шӳлкемисем талӗртан.

Куҫарса пулӑш

I. Урха // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Вӑл тутине тӑснӑ, ҫамки ҫине усӑннӑ ҫӳҫ пайӑркисене каялла шӑла-шӑла вырттарать, анчах ҫӳҫӗ ун аллине итлесшӗн мар, майланса выртмасть.

Куҫарса пулӑш

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Кӗлетки — шӑпах пӗр чалӑш, сӑран пиншакпа; шлепки айӗнчен тухса сапаланнӑ ҫӳҫӗ хулпуҫҫинчен иртнӗ.

Куҫарса пулӑш

Тинех… // Александр Угольников. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 56–57 с.

Унӑн ҫӳҫӗ хӗвелпе ытлашши типсе сарӑхнӑ ыраш хӑмӑлӗ тӗслӗ, тирпейсӗр купаланӑ улӑм лавӗ пек вӗҫкелесе тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Верук-Чиперук // Сарра Баранова. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 12–13 с.

Хура та пӗчӗкскер, вӑрӑм ҫӳҫӗ пилӗк таран сапаланса тӑрать, сӑнӗ вара — пукане пек чипер, урисем тӑпӑл-тӑпӑл…

Куҫарса пулӑш

Пенсие тухсан… // Сарра Баранова. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 5–7 с.

Лапсӑркка ҫӳҫӗ арҫын ачасеннинчен чылай вӑрӑм, хӗрачасеннинчен чылай кӗске.

Куҫарса пулӑш

Вӗҫелисса // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

«Ҫӑпан» тесенех пирӗн сӗме пӳрлӗ ӳт-тир шыҫҫин чун-чӗре тӗпӗнченех хыпкӑчланса туртӑнакан тӑсӑлчӑк, хаяр ыратӑвӗ ток пек килсе ҫапать, ӑс-пуҫа хура кӗркуннехи каҫпултти сӗмлӗхӗ ҫӑтса ярать, ҫан-ҫурӑм, тӑр-тӑр-тӑр чӗтренсе те чу! туртӑнкаласа, сӳ! ҫӳҫенсе каять, хӑшӗ-пӗрин тата пит-куҫӗ те нушаллӑн «курчӑланса», ҫатракаланса нӗрсӗрленӗ, ҫӳҫӗ те чӑшӑл ҫӗкленӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑпан (е шок терапийӗ) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 202–207 с.

Ӗнтӗ Алендеевӑн та, сарлака ҫӑварне кранк! кранк! кранклатакан шур курак пек карса, сехре сиктернӗ, шуйттанӑнни пек вутлӑ симӗс куҫӗпе «Сталина» тӑрӑннӑскерӗн, ҫан-ҫурӑмӗ ҫийӗн сивӗ чупса иртрӗ, ҫӳҫӗ йӑшӑлл! ҫӗкленчӗ, вирелле тӑчӗ, пичӗ шурсах кайрӗ, юн тарнӑ, пӑрлӑ ҫумӑр пӗлӗчӗн сӗмӗ сӑрхӑннӑ тути йӳҫекен шурлӑх пек хӑмпӑланкаларӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫил хӳри // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 181–188 с.

Эсир мӗн, дисциплинӑна хирӗҫ-и? — тӑлпӑвӗпе хускалми юлса, куҫ харшине хиркелесе пӗрсе, мана куҫ хӳрипе хӑйӑрса пӑралать катӑрса кайнӑ Кнутов, ҫӳҫӗ тӗслӗ куҫне халӗ хӑррӑн ялкӑштарса.

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Ҫурма кӑтра, тутӑх тивнӗ хурҫӑ тӗслӗ ҫӳҫӗ хумлӑн-хумлӑн купаланнӑ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Кӑтрарах хура ҫӳҫӗ утса-чупса пынӑ май лӑстӑр-лӑстӑр силленет.

Куҫарса пулӑш

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Куҫӗ шӗшкӗ мӑйри тӗслӗ, ҫӳҫӗ ҫӑка пылӗ тӗслӗ пулнӑ ку пикен.

Глаза цвета лесного ореха, волосы цвета липового меда.

Эрнук // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/418

Каччи яштака, кӳлемлӗ, кӗреш, хура ҫӳҫӗ кӑтра, салтак тумӗпе.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Нарспин ҫӳҫӗ сарӑ пулас (унсӑрӑн унра епле сар чечек палли курӑнтӑр-ха), анчах куҫӗсем хуп-хура.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ула Тимӗрӗн тарпа исленнӗ ҫан-ҫурӑмӗ сӑрӑл! туса кайрӗ, ҫӳҫӗ те чӑшӑлл тапранчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ҫакна кӗмӗл тӗс тивнӗ тӑкӑскӑ ҫырӑ ҫӳҫӗ те, тир хутламӗсемпе касӑлса пӗтнӗ, ҫатракаланнӑ тӑсмакрах пичӗ те, куҫ айӗнчи усӑк хӑмпӑлчи те ҫирӗплетет.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ҫӳҫӗ тӗслех хура куҫӗ ҫак шуранка питлӗ хӗре темӗнле чӗрӗлӗх кӗртет.

Куҫарса пулӑш

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

Тӗксӗм хура вӑрӑм ҫӳҫӗ, кӑшт мӑкӑрӑларах тӑракан пӗчӗк тути, тӳрӗ сӑмси унӑн Кавказ енчи ҫынсене аса илтереҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

Вӗтӗ чечеклӗ пурҫӑн кӗпи те, вӑрӑм ҫӳҫӗ те унӑн йӗп-йӗпех.

Куҫарса пулӑш

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

Полинӑн кӑн-кӑвак куҫӗсем савӑнӑҫлӑн йӑлкӑшрӗҫ, тӗксӗмрех сарӑ ҫӳҫӗ вӗл-вӗл вӗҫсе илчӗ.

Куҫарса пулӑш

9 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех