Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫӳҫӗ (тĕпĕ: ҫӳҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Сухан хӳри чухлӗ ҫӳҫӗ ҫук, ҫивӗтрен туртать тата, ватсупнӑ сӑттана.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫимунӑн кӗске кастарнӑ ҫӳҫӗ ним чухлӗ те кӑвакарманнинчен тӗлӗнет вӑл.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Шухӑшлать-шухӑшлать мучи — ҫӳҫӗ тӑкӑнса пӗтес патне ҫитнӗ ватӑ пуҫӗ нимех те шухӑшласа кӑлараймасть.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫтаппан ҫӳҫӗ те вирелле тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ванюкӑн куҫӗпе ҫӳҫӗ ҫеҫ амӑшӗн.

Куҫарса пулӑш

VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Енчен ҫӳҫӗ пулсан, ӑна тӑпӑлтарса ыраттарнипе чӗри суранне ҫӑмӑллатӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Шыв каччӑн кӑмрӑк пек хура ҫӳҫӗ ҫинчен шӑм-шака ҫӳҫентерсе те уҫӑлтарса хӗвел ҫутипе кӗмӗлӗн-мерченӗн йӑлкӑшса пин-пин тумлампа юхса анчӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Ҫӳҫӗ шупкаланнӑ хӗрарӑмӑн ыйхӑ килмерӗ.

Куҫарса пулӑш

Хреҫҫи // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 90–99 с.

Вӗсене вӑл вӑрӑм кӑтра ҫӳҫӗ айне пытарать.

Куҫарса пулӑш

Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.

Алӑкра роза чечеклӗ пумаҫи халат тӑхӑннӑ, ҫӳҫӗ кӗмӗлленнӗ, ҫӗр ҫумнелле туртӑннӑ хӗрарӑм курӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Йӑрӑс та ҫӳллех мар пӗвӗ, ҫаврака пичӗ, ялан йӑлтӑр ҫутӑпа ҫиҫекен куҫӗ, юман ҫулҫи ҫинчи ҫӑпан пек пӗчӗк сӑмси, кулма хавас ҫӳхе тути, хулпуҫҫи таран хумлӑ-хумлӑ, хӗвел ҫаврӑнӑш ҫеҫки пек сарӑ кӑтра ҫӳҫӗ ӑна хӑй ҫулӗнчен чылай ҫамрӑклатаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Кивелнӗ, — терӗ ҫӳҫӗ шурала пуҫланӑ арҫын, унтан ман заметкӑн ҫӳлти кӗтессине «КАЙМАСТЬ, АРХИВА» — тесе ҫырса хучӗ.

Куҫарса пулӑш

«Пшик» ҫыртӑм // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 25–26 с.

Арӑмӗн сап-сарӑ куҫ харшийӗсем, кӑшт каҫӑртарах сӑмси, тӑп-тӑп тути, янах айӗнчи турпалли, ҫӗрелле усӑнса аннӑ ҫӳҫӗ хӗвел шевлинче тата та илемлӗрех, ӑшӑрах курӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

59 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Кӑлкан ҫӳҫӗ ҫилпе вӗлкӗшет.

Куҫарса пулӑш

53 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Тӗллӗн-тӗллӗн хӑварать мӗншӗн тесен, Раманшӑн пулсан, хурӑн вӑрри сапӑннӑ Анюта ҫӳҫӗ темрен те илемлӗ, темрен те тутлӑ шӑршлӑ халь…

Куҫарса пулӑш

25 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Шултра хӗрлӗ ҫӳҫӗ ялан арпашӑнчӑк.

Куҫарса пулӑш

11 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Тутӑр айӗнчен ик еннелле ункӑланса тухнӑ сап-сарӑ ҫӳҫӗ, хулпуҫҫи урлӑ умнелле янӑ икӗ хулӑн ҫивӗчӗ, сывланӑ майӑн ҫӑмӑллӑн ҫӗкленсе илекен тулли кӑкӑрӗ…

Куҫарса пулӑш

5 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

«Кам ҫывӑрать-ха кунта?» — тенӗн арҫын ача пит-куҫне хыпашлама пуҫларӗ, тутлӑ ҫывӑракан Сатурӑн кӑтра ҫӳҫӗ ҫинче сиккелерӗ.

Куҫарса пулӑш

Тимӗр тӗклӗ ӑмӑрткайӑк // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 46–56 с.

Ан тив, ҫӳҫӗ шуралнӑ, куҫӗсем вӑйсӑрланнӑ пултӑр.

Куҫарса пулӑш

Шӑркалчӑсем // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 36–45 с.

Шап-шур ҫӳҫӗ хӑйӗн ҫил вӗрнипе арпашӑнса пӗтнӗ.

Куҫарса пулӑш

Хула ачи // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех