Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫӳҫӗ (тĕпĕ: ҫӳҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Сӳтсе сапаланӑ ҫӳҫӗ айӗнче унӑн ҫурӑмӗ те, кӗлетки те курӑнмарӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Ҫӳҫӗ те, хулӑн куҫ харшисем те, пӑт хура куҫӗ те, кӑшт тӗксӗмрех сӑнӗ те — ӑна калама ҫук хӑйпе евӗр илем кӳреҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Славикӗн ҫӳҫӗ те чӑшӑлах тапранчӗ.

Куҫарса пулӑш

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Ун умӗнче — шывран тухнӑ чӑн-чӑн вутӑш-хӗр хӑйӗн ылтӑн ҫӳҫӗ ӑшӗнче, хӑйӗн вӑрӑм ҫӳҫӗ ҫинче ларать.

Куҫарса пулӑш

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Ҫӑра хӑмӑр ҫӳҫӗ лутра ҫамкине витсех тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Маюк // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 45–55 с.

Шакӑр! шакӑртатса илчӗҫ унӑн ҫап-ҫут пушмаклӑ урисем, лӑстӑрр! силленчӗ тепӗр хут йӗпкӗн хура ҫӳҫӗ, ӗнси ҫине хумханса анакан ҫӑра ҫӳҫӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 338–356 с.

Ватӑлчӗ ӗнтӗ: ҫӳҫӗ кӑвакарчӗ, пичӗ пӗркеленчӗ, куҫӗ вӑйсӑрланчӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 338–356 с.

Кӑвакарма асра та ҫук хуп-хура ҫӳҫӗ ик еннелле уйрӑлнӑ та, ҫамки хӗрринчен лӗпки ҫинелле тӳп-тӳрӗ йӗр хӑпарса каять.

Куҫарса пулӑш

XXIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Ҫапла тунӑ пуль те сухан хуппи шывӗнче пӗветнӗ пуль, тесе хӑв тӗллӗн шӳтлетӗн: ӳчӗ, мӑйӑхӗ, куҫ харшийӗ, виҫ пӗрчӗ ҫӳҫӗ, куҫӗ — пурте хӗрлӗ-сарӑ унӑн.

Куҫарса пулӑш

XXIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Кӑтра ҫӳҫӗ те, кӗске сухалӗ те тимӗр тура лармалла мар ҫӑра.

Куҫарса пулӑш

VII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Уйрӑмлӑхӗ, ман шутпа, ҫавӑ ҫеҫ: аллӑ урлӑ каҫнӑ ашшӗн, Тихон Евдокимовичӑн, пичӗ-куҫӗ шыҫмаклана пуҫлана, ӑна шатра шӑтарса пӗтернӗ, кунсӑр пуҫне ашшӗн ҫӳҫӗ тӗксӗмрех, куҫ харшийӗсем аплах ҫуталса тӑмаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

VI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Ҫырӑ ҫӳҫӗ вӑрӑм, ҫӑра унӑн, пуҫӗ тавра хумлӑн-хумлӑн кӑтраланнӑ; сӑмси тӳп-тӳрӗ, тути ҫӳхе, хӑмӑр куҫӗсем ӑшӑ, ӗлккен ҫутӑпа йӑлкӑшса тӑраҫҫӗ, — пӗвӗ-сийӗпе те, сӑнӗпе те чипер, илӗртӳллӗ йӗкӗт.

Куҫарса пулӑш

IV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Ҫӳҫӗ халех тӑкӑнса пӗтнӗ, ӗнси ҫинче ҫеҫ ҫӑвӑннӑ хыҫҫӑн типсе ҫитме ӗлкӗреймен йӗпкӗн хура кӑтрашкасем йӑлтӑртатаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Ҫӳҫӗ ҫӑра, ӑна вӑл кӑвак хӑю ярса ҫивӗтленӗ, вӗҫне пиҫиххи айне хӗстернӗ (ӗҫленӗ чухне ан чӑрмантартӑр тенӗ ӗнтӗ).

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Настя ҫӳҫӗ аялалла чалӑшнӑ енчен касма пуҫларӗ.

Настя начала стричь со стороны, где челка покосилась вниз.

Павлик // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/601

Самаях ватӑ: ҫӳҫӗ кӑн-кӑвак.

Куҫарса пулӑш

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ҫӳҫӗ тӗм хура унӑн, куҫӗ вара кӑн-кӑвак.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Хулӑн ҫӳҫӗ юр пекех шап-шурӑ пулин те арҫын кӗрнеклӗхӗ пӗтмен-ха унӑн.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ҫӳҫӗ чӑнах та кӑвакарнӑ…

Куҫарса пулӑш

Ҫӑлӑнӑҫ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 105–115 с.

Тӑватӑ кун хушшинче ҫӳҫӗ кӑвакарма ӗлкӗрнӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑлӑнӑҫ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 105–115 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех