Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫӳҫӗ (тĕпĕ: ҫӳҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫан-ҫурӑмӗ ун тачка та сарлака, сайрала пуҫланӑ ҫӳҫӗ ҫӑт выртать.

Куҫарса пулӑш

Пӗчӗк акӑшсен ташши // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 57–75 с.

Вӑл — пысӑк хулари мӗнпур хӗрсенчен чи хитри, унӑн кӑпӑш ҫӳҫӗ — тӗнчери чи кӑпӑшши, унӑн кӑвак куҫӗсем — тӗнчери чи ӑшӑ, ачаш куҫсем.

Куҫарса пулӑш

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Ҫӳҫӗ ӗлӗкхи пекех йӗпкӗн хура.

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Ҫӳҫӗ вӑрӑм хӑйӗн, бакенбарчӗ чаплӑ.

Куҫарса пулӑш

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Ун вырӑнне ҫӑра куҫ харшийӗ, хура ҫӳҫӗ илӗртӳллӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Кӗскен кастарнӑ хура ҫӳҫӗ пӑт-пат кӑвакарма пуҫланӑ пулин те, тулли пит ҫӑмартине чӗрӗ юн кӗренлетет.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Кӗске аркӑллӑ ҫанӑсӑр кӗпе тӑхӑннӑ хӗр, хулпуҫҫийӗпе чӗркуҫҫийӗ ҫара пулнӑран-и, сарӑ кӑпӑшка ҫӳҫӗ уйӑх ҫутинче ылтӑн тӗслӗн йӑлтӑртатнӑран-и — юхан шыв тӗпӗнчен ҫӗрлехи улӑха уҫӑлма тухнӑ юмахри вутӑш пек туйӑнать.

Куҫарса пулӑш

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Вӑл ырханкка арҫын, утмӑл урлӑ каҫнӑ ӗнтӗ, ахальтен мар ҫӳҫӗ унӑн кӑн-кӑваках.

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Ара, кӑтрарах хулӑн ҫӳҫӗ хӗп-хӗрлех-ҫке унӑн!

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Кӑтра ҫӳҫӗ тӑвайккинчен анакан пӑрҫа лавӗ пек силленет, пурҫӑн галстукӗ хура пустав костюмӗ ҫинелле тухнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫамрӑксен каҫӗ // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 74-85 с.

Кӑтрарах хура ҫӳҫӗ те, йӑлтӑркка хӑмӑр куҫӗ те, ҫаврака пӗчӗк тути те, ҫинҫерех вӑрӑм ури те — пурте-пурте илӗртӳллӗччӗ унӑн.

Куҫарса пулӑш

Ӑшӑ шыракан арҫынпа ятсӑр хӗрарӑм // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 61-74 с.

Хулпуҫҫийӗ ҫине усӑннӑ хӗрлӗрех хӑмӑр ҫӳҫӗ чӳречерен ӳкекен хӗвел ҫутинче тапхӑр-тапхӑр ҫулӑм пекех хӗмленсе илет.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.

Хӗрлӗрех хӑмӑр ҫӳҫӗ ҫара хулпуҫҫийӗ ҫине лӑстӑр усӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.

Ира тахҫан ҫинҫерех кӗлеткеллӗ, хура ҫӳҫлӗ, вӑрӑм ҫивӗтлӗ хӗрччӗ, умра тӑракан хӗрарӑм вара тулли кӗлеткеллӗ, йӗкӗр янахлӑ, кӗскен кастарнӑ ҫӳҫӗ унӑн хӑмӑр, кӑтра.

Куҫарса пулӑш

Авӑн уйӑхӗнчи тӗлпулу // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 9-21 с.

Ҫавӑнтах, хӑранипе унӑн ҫӳҫӗ вирелле тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗрлехи ҫул ҫӗр тӗслӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Сӗт пек шурӑ ҫӳҫӗ унӑн ҫилпе арпашӑнса кайнӑ.

Куҫарса пулӑш

Стенькке-утаман мӗлки // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Унӑн вирелле лайӑх выртакан ҫӳҫӗ тарпа йӗпеннӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫул ҫинче // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Мӗскӗнӗн пуҫӗ Пинер енчеччӗ, унӑн ҫӳҫӗ вара элем пек сапаланса кайнӑ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Унӑн шӑнкӑр-шӑнкӑр кӗмӗллӗ тухйи айӗнчен курӑнакан хура каҫ пек хура ҫӳҫӗ ункӑн-ункӑн авӑнать.

Куҫарса пулӑш

Мӑчавар ачи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Тытнӑ-тытман Еркиней Салтать тутӑр вӗҫсене: Унта тупать кӑмӑлне Чӗкеҫ ҫӳҫӗ пӗрчине, Чикет ӑна кӗсйине.

Куҫарса пулӑш

VIII. Алтутри // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех