Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫӑлӑнӑҫ сăмах пирĕн базăра пур.
ҫӑлӑнӑҫ (тĕпĕ: ҫӑлӑнӑҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хими терапине лекнӗ ҫынсемшӗн те ҫак тӗрӗслев меслечӗ чӑн-чӑн ҫӑлӑнӑҫ тесен те юрать.

И для тех, кто попал в химиотерапию, этот метод проверки можно назвать настоящим спасением.

Вӑхӑтра тӗрӗсленни паха // А.ДЕНИСОВА. «Каҫал Ен», 09.06.17

Пӗртен-пӗр ҫӑлӑнӑҫ — «Капкӑна» «Тӑван Атӑлта» пӗчӗк кӗтес уйӑрса памалла.

Куҫарса пулӑш

Шӑннӑ чӗресем пирки // Базиль Кириллов. https://chuvash.org/content/3102-%D0%A8% ... D0%B8.html

Ҫав самантранпа вӑл ывӑлӗсене салтак атти тӑхӑнтартнӑ хӗрарӑмсемшӗн кӑна мар, инкеке лекнӗ ҫемьесемшӗн, тӑлӑхсемпе пурнӑҫӑн тумхахлӑ ҫулӗ ҫинче такӑннӑ ҫынсемшӗн чӑн-чӑн тӗрев, ҫӑлӑнӑҫ пулса тӑнӑ.

Куҫарса пулӑш

Шывра та путман, вутра та ҫунман хӗрарӑм // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016.06.21, 96№

Вак-тӗвекшӗнех ют ҫын куҫӗнчен пӑхма тивнӗ май уйӑхсерен пенсие тивӗҫни те кун пек чухне ҫӑлӑнӑҫ кӳмест.

Куҫарса пулӑш

Ырӑлӑх, чун ӑшши парнелекенсем // Хыпар. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Тӗрӗссипе, ку ярӑм маншӑн чӑн-чӑн ҫӑлӑнӑҫ пулнӑ.

По правде, этот выпуск для меня был настоящим спасением.

Шупашкар калаҫать // Ирина ПАРГЕЕВА. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

22. Эсир хӑвӑр мӗне пуҫҫапнине пӗлместӗр; эпир хамӑр мӗне пуҫҫапнине пӗлетпӗр: ҫӑлӑнӑҫ иудейсенчен килмелле.

22. Вы не знаете, чему кланяетесь, а мы знаем, чему кланяемся, ибо спасение от Иудеев.

Ин 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

10. Вӗсем хытӑ сасӑпа кӑшкӑрса ҫапла каларӗҫ: пирӗн ҫӑлӑнӑҫ — аслӑ пукан ҫинче ларакан Туррӑмӑрта тата Путекре! терӗҫ.

10. И восклицали громким голосом, говоря: спасение Богу нашему, сидящему на престоле, и Агнцу!

Ӳлӗм 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

10. Ҫапла пулмалла пулнӑ та: пурне те пултарнӑ Турӑ, — ӗнтӗ пурте Унӑн, — Хӑйӗн ывӑлӗсене нумайӑшне мухтав патне ертсе пынӑ чухне ҫавсене Ҫӑлӑнӑҫ Паракана асап урлӑ асла кӑларнӑ.

10. Ибо надлежало, чтобы Тот, для Которого все и от Которого все, приводящего многих сынов в славу, вождя спасения их совершил через страдания.

Евр 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Ун ҫинчен малтан Ҫӳлхуҫа Хӑй каласа пӗлтернӗ, кайран пире ҫакна Ӑна илтнисем ҫирӗплетсе панӑ; 4. тата Турӑ паллӑсем, кӗтретсем, тӗрлӗ хӑватсем кӑтартса, Хӑй ирӗкӗпе пире Таса Сывлӑш ырӑлӑхне парса ҫак ҫӑлӑнӑҫ чӑн иккенне ӗнентернӗ.

которое, быв сначала проповедано Господом, в нас утвердилось слышавшими от Него, 4. при засвидетельствовании от Бога знамениями и чудесами, и различными силами, и раздаянием Духа Святого по Его воле?

Евр 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

8. Эпир ӗнтӗ, кун ывӑлӗсем, ӗненӳпе юратӑвӑн ҫапса витерейми тумтирне тӑхӑнса, ҫӑлӑнас ӗмӗтӗн нимӗн витейми калпакне тӑхӑнса урӑ пуҫпа тӑрар — 9-10. Турӑ пире ҫилӗ курмалла туман, Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑр урлӑ — эпир чӗррисем те, вилнисем те Хӑйӗнпе пӗрле пулччӑр тесе, пирӗншӗн вилнӗ Ҫӳлхуҫамӑр урлӑ — ҫӑлӑнӑҫ илмелле тунӑ.

8. Мы же, будучи сынами дня, да трезвимся, облекшись в броню веры и любви и в шлем надежды спасения, 9. потому что Бог определил нас не на гнев, но к получению спасения через Господа нашего Иисуса Христа, 10. умершего за нас, чтобы мы, бодрствуем ли, или спим, жили вместе с Ним.

1 Фес 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

14-15. Эй тӑвансем, эсир ӗнтӗ Христос Иисуса ӗненекенсен Иудейӑри ушкӑнӗ пек пултӑр: вӗсем иудейсенчен — Иисус Ҫӳлхуҫана та, Унӑн пророкӗсене те вӗлернӗ, халӗ ӗнтӗ пире хӗсӗрлекен иудейсенчен — асап тӳснӗ евӗр, эсир те хӑвӑр йӑхташӑрсенчен асап тӳсетӗр; иудейсен ӗҫӗсем Турра юрӑхлӑ мар, вӗсем пурне те хирӗҫ пыраҫҫӗ, 16. вӗсем пире суя тӗнлӗ халӑхсене ҫӑлӑнӑҫ ҫинчен вӗрентме чараҫҫӗ, ҫапла пӗрмаях ҫылӑхсен виҫине тултарса пыраҫҫӗ; вӗсем ҫине Турӑ ҫилли ҫитсе пырать ӗнтӗ.

14. Ибо вы, братия, сделались подражателями церквам Божиим во Христе Иисусе, находящимся в Иудее, потому что и вы то же претерпели от своих единоплеменников, что и те от Иудеев, 15. которые убили и Господа Иисуса и Его пророков, и нас изгнали, и Богу не угождают, и всем человекам противятся, 16. которые препятствуют нам говорить язычникам, чтобы спаслись, и через это всегда наполняют меру грехов своих; но приближается на них гнев до конца.

1 Фес 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

10. Турра юрӑхлӑ хурлану ӳкӗнтерсе ҫӑлӑнӑҫ патне илсе пырать — уншӑн ӗнтӗ пӑшӑрханмаҫҫӗ, тӗнчеришӗн хуйхӑрни вара вилӗм кӳрет.

10. Ибо печаль ради Бога производит неизменное покаяние ко спасению, а печаль мирская производит смерть.

2 Кор 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

2. Ҫырура каланӑ: «Эпӗ майлӑ вӑхӑтра илтрӗм сана, ҫӑлӑнӑҫ кунӗнче пулӑшрӑм сана» тенӗ.

2. Ибо сказано: во время благоприятное Я услышал тебя и в день спасения помог тебе.

2 Кор 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

¦¦ Халӗ пирӗн ҫӑлӑнӑҫ хамӑр ӗненме пуҫланӑ чухнехинчен ҫывӑхрах тӑрать.

Ибо ныне ближе к нам спасение, нежели когда мы уверовали.

Рим 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Анчах та вӗсем ӳкни суя тӗнлисене ҫӑлӑнӑҫ кӳнӗ, иудейсем вара вӗсене ҫакӑншӑн ӑмсаннӑ.

Но от их падения спасение язычникам, чтобы возбудить в них ревность.

Рим 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

9-10. Эсӗ чӗлхӳ-ҫӑварупа ҫирӗппӗн Иисуса Ҫӳлхуҫа теетӗн пулсассӑн, Турӑ Ӑна вилӗмрен чӗртсе тӑратнине чӗрӳпе ӗненетӗн пулсассӑн — ҫӑлӑнӑн: пӗтӗм чӗререн ӗненни тӳрре кӑларать, ун ҫинчен чӗлхе-ҫӑварпа каласа тӑни ҫӑлӑнӑҫ кӳрет.

9-10. Ибо если устами твоими будешь исповедывать Иисуса Господом и сердцем твоим веровать, что Бог воскресил Его из мертвых, то спасешься, потому что сердцем веруют к праведности, а устами исповедуют ко спасению.

Рим 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Израиле чунтан-вартан ҫӑлӑнӑҫ сунса Турра кӗлтӑватӑп.

Желание моего сердца и молитва к Богу об Израиле во спасение.

Рим 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

14. Эй савнӑ тӑванӑмсем, ӗнтӗ ҫавна кӗтсе тӑрса, Унӑн умне ирсӗрленмен халлӗн, пӗр айӑпсӑр халлӗн, канӑҫлӑн пырса тӑма тӑрӑшӑр; 15. Ҫӳлхуҫамӑр вӑрах тӳснине ҫӑлӑнӑҫ вырӑнне хурса хисеплӗр, савнӑ Павел тӑванӑмӑр та хӑйне панӑ ӑслӑлӑхӗпе сире ҫапла ҫырса янӑ, 16. ун ҫинчен вӑл пур ҫырӑвӗнче те ҫавнах калать; ун ҫырӑвӗсенче ӑнласа илме йывӑртарах тӗлсем те пур; пӗлмен ҫынсем тата ҫирӗпех ӗненмен ҫынсем хӑйсене хӑйсем пӗтермешкӗн ҫав тӗлсене те, ытти Ҫырусене те пӑсса улӑштараҫҫӗ.

14. Итак, возлюбленные, ожидая сего, потщитесь явиться пред Ним неоскверненными и непорочными в мире; 15. и долготерпение Господа нашего почитайте спасением, как и возлюбленный брат наш Павел, по данной ему премудрости, написал вам, 16. как он говорит об этом и во всех посланиях, в которых есть нечто неудобовразумительное, что невежды и неутвержденные, к собственной своей погибели, превращают, как и прочие Писания.

2 Пет 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

21. Ҫав шыв — шыва кӗрсе тӗне кӗнин сӑнарӗ; халӗ те эпир тӗне кӗрсе ҫӑлӑнатпӑр; шыва-тӗне кӗни вӑл — вараланнӑ ӳте ҫуса тасатни мар, Турӑ умӗнче таса чун-чӗрепе пурӑнма сӑмах пани; ҫак ҫӑлӑнӑҫ Иисус Христос чӗрӗлсе тӑни урлӑ килет.

21. Так и нас ныне подобное сему образу крещение, не плотской нечистоты омытие, но обещание Богу доброй совести, спасает воскресением Иисуса Христа,

1 Пет 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

8. Эсир Иисус Христоса курмасӑрах юрататӑр, халиччен Ӑна курман пулсан та, Ӑна ӗненсе тӑратӑр, мухтавлӑ та калама ҫук пысӑк савӑнӑҫпа савӑнатӑр; 9. ҫапла ӗненсе юлашкинчен чунӑршӑн ҫӑлӑнӑҫ тупатӑр.

8. Которого, не видев, любите, и Которого доселе не видя, но веруя в Него, радуетесь радостью неизреченною и преславною, 9. достигая наконец верою вашею спасения душ.

1 Пет 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех