Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫӑка сăмах пирĕн базăра пур.
ҫӑка (тĕпĕ: ҫӑка) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫав йывӑҫсем чечекӗсене тӑка пуҫласанах ҫӑка, пилеш, палан, акаци, шӑлан йывӑҫҫисем хӑйсен илемлӗ те тутлӑ шӑршӑллӑ чечекӗсене сапаҫҫӗ, спирей тӗмисем, ҫӗклейми йышлӑ чечекӗсене ҫӗре ҫитиех усса, пуҫ тайсах саламлаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Чугун ҫулӑн икӗ енӗпе // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с. — 67–71 с.

Кӑшт ларсанах: — Манӑн тата тепӗр лаптӑк, кӑҫал ҫӑка каснӑ вырӑн пур-ха. Унта та кӗрсе тухӑпӑр. Ҫула майлӑ ҫеҫ, нумай утмалла мар, — терӗ.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Часах кӑҫал каснӑ ҫӑка делянкине тухрӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Эпӗ ӑна ачашлакаласа, урине ҫӑка хуппипе ҫыхрӑм.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Ҫулла, тырӑ вырма тухиччен, ҫӑка касса хутнӑ, хуп сӳнӗ.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Пире, виҫӗ ҫамрӑка, ҫӑка хуппи сӳсе курӑс хуттарчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Тарӑн юра аша-аша Салука вӑрманне кӗрсе икшер-виҫшер ҫӑка шанки касса йӑтаттӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Махорка туртсан йытӑ ҫыртмасть // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 41–47 с.

Ҫӑка мар-мӗн ҫунать — Вӑл аннеҫӗм чӗри.

Куҫарса пулӑш

8. Мӗн ҫинчен юрлатӑн, Какшан? // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Эп шутлаттӑм ҫапла: Мӑн ҫӑка ялкӑшать.

Куҫарса пулӑш

8. Мӗн ҫинчен юрлатӑн, Какшан? // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Илет шыв хӗрринче Мӑн ҫӑка ялкӑшать.

Куҫарса пулӑш

8. Мӗн ҫинчен юрлатӑн, Какшан? // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ашшӗпе ывӑлӗ картишӗнчи ват ҫӑка айне сарлака сӗтел вырнаҫтарса лартрӗҫ, ҫӑка аялти тураттинчен тӗрлӗ апат-ҫимӗҫ тултарнӑ пӗрне ҫакса ячӗҫ.

Куҫарса пулӑш

4. Юнкӑ шывӗ — тӑрӑ шыв // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Юман йӗкелӗпе ҫӑка ҫулҫи те сахал мар кайрӗ пулас ҫӑкӑр пӗҫернӗ ҫӗре.

Куҫарса пулӑш

5. Мӑян ҫулӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Утар карти ҫумӗнче хӑвӑл ҫӑка пӗрене выртать.

Куҫарса пулӑш

Твикка // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 61–64 с.

Ҫирӗплӗхӗ те ҫук мар: ӑвӑс, ҫӑка е хурӑн пек нӳрӗ ҫӗрте пулнӑ-пулман ҫӗрсе каймасть, шывра е ҫӗр айӗнче выртнӑҫем тата ытларах хытать.

Куҫарса пулӑш

Сивве чӑтайман улӑп // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 53–56 с.

Ӗҫлени пурӗ пӗр харама каймарӗ: пӗтӗмпе те ултӑ ҫӑка ҫеҫ хӑрчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Чип-чипер мӑшӑрсем // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 50–51 с.

Ҫавӑнпа кашни шӑтӑка икшер ҫӑка лартрӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Чип-чипер мӑшӑрсем // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 50–51 с.

— Кӑҫалхисен тымарӗсем начар, чиперех чӗрӗлес шанӑҫ ҫук, кашни шӑтӑка икшер ҫӑка лартӑр, пӗри хӑрсан, тепри юлӗ, — шут тытрӗ Палюк мучи.

Куҫарса пулӑш

Чип-чипер мӑшӑрсем // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 50–51 с.

Ун пек пыла «ҫӑка пылӗ» теҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Чип-чипер мӑшӑрсем // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 50–51 с.

Ҫӑка чечекӗнче пыл нумай.

Куҫарса пулӑш

Чип-чипер мӑшӑрсем // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 50–51 с.

Хурӑн, ҫӑка, хырпа чӑрӑш вӑррисен те пур ун пек ҫунатсем.

Куҫарса пулӑш

Вӗлтӗрти вӗҫевҫӗсем // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 10–11 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех