Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫӑка сăмах пирĕн базăра пур.
ҫӑка (тĕпĕ: ҫӑка) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫавӑнпа ҫемҫе ҫӑка татӑкӗ юманран пысӑкрах, вӑрӑмрах кирлӗ.

Куҫарса пулӑш

Элчӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Юман — хытӑ, ҫӑка — ҫемҫе йывӑҫ.

Куҫарса пулӑш

Элчӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫӑка кӗлӗпе сысна курӑкӗ юн кайсан чарма.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ кайӑк // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӗсемсӗр пуҫне мунчара ҫӑка кӗлӗ тата сысна курӑкӗ пулмалла.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ кайӑк // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

О-о, аслӑ Киремет, ҫак ҫӑка ӑшӗнче пурнакан килӗш Киремет, айӑп ан тусамччӗ эсӗ икӗ ним айӑпсӑр чуна.

Куҫарса пулӑш

Мӑчавар ачи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хӗвелшӗн савӑннӑ ватӑ ҫӑка, ҫил вӗрнине чӑтаймасӑр, енчен енне тайкаланса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Мӑчавар ачи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ватӑ ҫӑка хӗр ҫине тинкерсе пӑхать.

Ватӑ ҫӑка уйрӑмах унӑн уттине юратса пӑрахрӗ.

Куҫарса пулӑш

Мӑчавар ачи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫӳллӗ карта тытса ҫаврӑннӑ ватӑ ҫӑка сивӗ илсе килнӗ ҫу уйӑхне хуҫӑк тураттисемпе юна-юна ятлать, ӑшӑ куна йыхӑрманшӑн вӑрҫать.

Куҫарса пулӑш

Мӑчавар ачи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫавӑн кӗлӗ ӑҫта ҫитсе ӳкнӗ, ҫавӑнта кайран Киремет йывӑҫҫи — юман, ҫӑка, хурама — шӑтса тухнӑ.

Куҫарса пулӑш

Киремет парне ыйтать // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫавалтан сылтӑмра асат хуҫнӑ сӑртра, Сӗм вӑрман сип-симӗс, шалт юман та ҫӑка, Тата чӑлаланнӑ шӗшкӗпеле палан, Ҫӗрле хӳтлӗх тума тӑвансемшӗн аван.

Куҫарса пулӑш

X. Ниме // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Нимӗҫсене тӗл пулсан, выльӑх пӑхакансем пек курӑнма ҫӑка касса пушӑ яврӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Фарвас вӑл вунвиҫҫӗ-вунтӑваттӑри ҫинҫе кӑна хӗрача, тӑлӑхскер, усрама илнӗ ашшӗ-амӑшӗ хушшинче юманпа ҫӑка хушшинчи хӑмла аври пек.

Куҫарса пулӑш

Ҫуркунне // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Мӑнастирте шӑналӑксем ҫинче мӑян, ҫӑка ҫулҫи типӗтеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Туння аппа // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Тепӗр тӗлте, ватӑ ҫӑка ҫинче, салакайӑксем, «профсоюз пухӑвне пухӑнса», хӑйсен пӗр-пӗр айӑпа кӗнӗ тӑван-туканӗн ятран тивекен ӗҫне-хӗлне тавлӑн-шавлӑн сӳтсе явса хаклаҫҫӗ пулас.

Куҫарса пулӑш

Супер! // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 128–143 с.

Тепӗр кунне ирхине (хӑй сӗткенӗпе самаях кӳпчесе вӑй илнӗ чӗрӗ тӗнче тӑп; ҫулҫӑсен пӑшӑл-пӑшӑлӗ илтӗнмест; вӗсем тата тӗллӗн-тӗллӗн курӑксем ҫинче типсех ҫитеймен сывлӑм симӗссӗн-хӗрхӗлтемӗн ялтӑрать; кайӑк-кӗшӗк ҫутҫанталӑк ырлӑхӗпе сапӑрланни те палӑрмасть; кӗвӗлнӗ турӑх тӗслӗ шӗвеке пӗлӗтсем ҫӗр каҫа ҫӗр ҫинех «йӑшса йӑтӑнма» ӗлкӗрнӗ, ҫавӑнпа йывӑҫ, курӑк шӑршиллӗ сывлӑш нӳрӗ, йывӑр; катаран, Атӑл ҫинчен сулхӑн варкӑш туртӑнкалать; хулана тирпейлесе илемлетекенсен, ӗҫлеме иплӗ тумланнӑскерсен, ушкӑнӗ ҫӑка вуллисене пурӑ (е акшар?) шӗвекӗпе шуратать), пӗрремӗш экзамена ҫула тухса, вӗсем, Альберт палӑртнӑ автобус-троллейбуссем чарӑнмалли хӳшӗ умӗнче тӗл пулчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Куҫӗ шӗшкӗ мӑйри тӗслӗ, ҫӳҫӗ ҫӑка пылӗ тӗслӗ пулнӑ ку пикен.

Глаза цвета лесного ореха, волосы цвета липового меда.

Эрнук // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/418

Юман — атте, ҫӑка — анне пулсан, ку чӑваш — ҫармӑс вӑрманне те хӑр-тӑлӑх шӑпи сӗртӗнсе иртнӗ-ши вара.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Тӗлӗнмелле: пӗр юман та, пӗр ҫӑка та курӑнмасть.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Страницăсем:

Меню

Статистика

...тĕплӗнрех