Шырав
Шырав ĕçĕ:
Вӑл сӗмлӗхре хыпашлакаласа тенкел тупрӗ те ун ҫине ларчӗ, ҫурӑмӗпе ҫӑка ҫине таянчӗ, вара пуҫне каҫӑртса куҫне хупрӗ, ӑшшӑн кулчӗ.
13 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Уҫӑ алӑк тимер ҫекӗл ҫинче ҫилпе сулланса тӑрать, сукмаксем нӳрлӗ те ҫӳп-ҫаплӑ; ҫаралса юлнӑ ватӑ хурӑн, тӗмсем, курӑк, вӗлтрен, хурлӑхан, ҫулҫисене шупка енӗпе ҫӳлелле ҫавӑрса хунӑ упа паланӗ — ҫаксем пурте хӑйсен вырӑнӗсенче енчен енне сулкаланса, тымарӗсене татасшӑн пулнӑ пек туйӑнаҫҫӗ; ҫӑка аллейинчен сарӑхнӑ ҫаврака ҫулҫӑсем, пӗр-пӗринчен ирте-ирте кайса, вӗлтӗртетсе, вӗҫсе тухаҫҫӗ те, нӳрленсе, йӗпе ҫине, улӑхӑн тӗттӗм симӗс тӗслӗ йӗпе кайӑвӗ ҫине ӳкеҫҫӗ.
XXXV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ҫуллахи кун ҫумӑрлӑ кичем ҫанталӑкра ҫывӑрма выртма, хӗвел анаспа вӑранса куҫ уҫма, чӳречен анлӑ тӑваткӗтеслӗхӗнче, хӑмпӑлчӑланса чӳрече янахне хулӑ пек пыра-пыра ҫапӑнакан пир каркӑҫ айӗнчен, ҫӑка аллейин ҫумӑрпа йӗпеннӗ сулхӑн хӑмӑр кӑвак енне тата чалӑшшӑн ӳкекен ҫап-ҫутӑ пайӑркасемпе ҫуталнӑ садри нӳрӗ сукмака курма, кӗтмен ҫӗртен садри вӗҫен кайӑксен хаваслӑ пурнӑҫне илтме, кантӑк лаптӑкӗнче хӗвел ҫутипе витӗр курӑнса явӑнакан хурт-кӑпшанка асӑрхама, ҫумӑр хыҫҫӑнхи сывлӑш шӑршине туйма, «каҫ пулас умӗнхи ҫакнашкал вӑхӑта ҫывӑрса ирттерме намӑс мар-и мана» тесе шухӑшлама тата пурнӑҫпа хӗпӗртесшӗн сада чупса тухас шутпа хӑпӑл-хапӑл сиксе тӑма тӗл килнӗ-и сире?
II сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Тепрехинче, вилӗм мана кашни сехетре, кашни минутра кӗтнине сасартӑк аса илтӗм те, паянхи кун ырлӑхӗпе усӑ куракан тата малашнехи ҫинчен шутламан этем кӑна телейлӗ пулма пултарать, текен шухӑш патне пырса тухрӑм, ҫакна ҫынсем епле халиччен те ӑнланманнине ниепле тавҫӑраймарӑм, — вара ҫав шухӑша пула, виҫӗ кун хушши уроксене вӗренмерӗм, юлашки укҫапа туяннӑ мӗнле те пулин романа вырӑн ҫинче выртса вуланипе тата ҫӑка хӑвӑлӗн пылӗпе пӗҫернӗ пӗремӗксем ҫисе реххетлентӗм.
XIX сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Чӳрече умӗнчех ҫул, ун ҫинчи кашни лакӑма, кашни чул муклашкине, уралан кашни-йӗрне тахҫантанпах пӗлсе тӑратӑп, кӑмӑллатӑп та; ҫул леш енче — касса тикӗсленӗ ҫӑка аллейи, ун витӗр тӗллӗн-тӗллӗн ҫатан карта курӑнать, аллея урлӑ пӑхсан — улӑх, унӑн пӗр енче йӗтем, ӑна хирӗҫ вӑрман; вӑрман ӑшнерех хуралҫӑ пӳрчӗ ларать.
I сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Хӑйӗн хурӑн тата ҫӑка ращисене, ашшӗн авалхи ҫуртне епле каймалла мар пулнӑ-ха унӑн, — унта вӗт хуҫана юрама каҫса кайсах тӑрӑшакан дворня тата хӑраса ӳкнӗ сала ҫыннисем ӑна чӗтресе кӗтсе илме, ӑна ҫӗре ҫитиех пӗшкӗнсе пуҫ тайма, унӑн аллисене чуптума хатӗр пулнӑ.
II // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 30–98 с.
— Вӑн лере пӑх-ха эс, Володя, ҫӑка айӗнчи тенкел пирӗн ытла та лутраланса кайнӑ, ҫӗр ӑшне аннӑ пекех.— А вон смотри, Володя, скамейка наша под липами, низенькая, будто в землю вросла.
Кокушкино // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.
Анчах та ҫӗрле, пӑлханакан хула шӑпланса, хӑйӗн хӑрушсӑрлӑхне винтовкисене ҫӑка ҫулҫисемпе илемлетсе тӗттӗм кӗтессенче пӗр шухӑшсӑр хӗрсемпе шуйӑхакан патрулӗсем ҫине шанса парса тутлӑ ыйха кайсан, хамӑр ҫӗршывшӑн, хамӑр ҫынсемшӗн тунсӑхлани мӗнпур вӑйпа пусса илет.
Пӗр хуларан // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 249–269 с.
Каллех акӑ ҫӑка тункати ҫинче ларатӑп эпӗ.
Раштав каҫӗ // Георгий Ефимов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 156–171 с.
Ҫӑка чечекӗнчен вӗретнӗ «чее» сахаринпа ӗҫнӗ, сутӗн, йӳҫӗтнӗ помидор ҫинӗ, турӑхпа апат тунӑ.Пили «чай» из липового цвета с сахарином, ели холодец, соленые помидоры, простоквашу.
Эпир — совет ҫыннисем // Георгий Ефимов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 127–144 с.
Шурик ҫӑка вуллинчен тытрӗ, Серёжа — Шурикрен.
Ваҫкӑпа унӑн пиччӗшӗ // Василий Игнатьев. Панова В. Ф. Серёжа: повесть; Василий Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 116 с.
Ҫуркаланса пӗтнӗ тикӗс мар ҫӑка хуппипе урана шӑйӑрттара-шӑйӑрттара ачасем йывӑҫ ҫине хӑпарчӗҫ те пӗр армак-чармак турат ҫине вырнаҫса ларчӗҫ.
Ваҫкӑпа унӑн пиччӗшӗ // Василий Игнатьев. Панова В. Ф. Серёжа: повесть; Василий Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 116 с.
Ватӑ ҫӑка Тимохинсен пачхи вӗҫӗнче, Ваҫкӑсен садне уйӑрса тӑракан ҫатан карта патӗнче ӳсет.
Ваҫкӑпа унӑн пиччӗшӗ // Василий Игнатьев. Панова В. Ф. Серёжа: повесть; Василий Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 116 с.
Шурик ҫӑка тӑррине чӗнсен, Сережа хаваслансах кайрӗ: унтан йӑлтах курӑнать имӗш.Сережа обрадовался, когда Шурик позвал его к себе на липу, сказав, что оттуда все видать.
Ваҫкӑпа унӑн пиччӗшӗ // Василий Игнатьев. Панова В. Ф. Серёжа: повесть; Василий Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 116 с.
Вӗсем хӳме ҫуммипе малалла кайрӗҫ те, пӗр ҫӑка айӗнчи пысӑк чул патӗнче чарӑнса тӑчӗҫ.Они пошли дальше вдоль забора и остановились у большого камня под липой.
8 // Леонид Агаков. Горбатов Б.Л. Парӑнманнисем (Тарас килйышӗ): повесть; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1944. — 159 с.
Вӗсем бутылкӑна ҫамрӑк ҫӑка кутӗнчи виҫҫӗмӗш вӗлле aйне алтса чикрӗҫ.Они закопали бутылку под третьим ульем, у молоденькой липки.
7 // Леонид Агаков. Горбатов Б.Л. Парӑнманнисем (Тарас килйышӗ): повесть; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1944. — 159 с.
Яланхи пекех, кунта вӑрманти кӑтӑклантаракан шӑршӑсем, ҫӑка чечекӗсен, мята, тата темшӗн, ача чухнехи пек, йӳҫӗтнӗ грушӑсен шӑрши кӗнӗ, — е ку Степана туйӑнчӗ ҫеҫ-ши?
7 // Леонид Агаков. Горбатов Б.Л. Парӑнманнисем (Тарас килйышӗ): повесть; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1944. — 159 с.
Вӗсем ҫакӑн пек, сӑмахсем аран-аран тупкаласа, калаҫӑва чылай вӑхӑтлӑха тата-тата, келейник хӑйсене сӑмавар, тутлӑ шӑршлӑ ҫӑка пылӗ тата пӑсланса тӑракан ӑшӑ ҫӑкӑр илсе пырса париччен пуплекелесе ларчӗҫ.
II сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
— Христос тӳпере пурӑнать Ылтӑн ҫӑка айӗнче.
II сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Ҫӑка ҫумӗнче Петр таянса тӑрать.
I сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.