Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫӑва сăмах пирĕн базăра пур.
ҫӑва (тĕпĕ: ҫӑва) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫӑва ҫинчи пек, чӗрене йывӑр шӑплӑх пусать, пыра кӑтӑклантарать, куҫа кӗҫеттерет.

И тишина, словно на кладбище, давящая на душу, сжимающая горло, застилающая глаза.

Татӑклӑ сӑмах // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Унта та пулин — ҫӑва тулашне, йыт вилли пек…

И то не как все, а за чертой кладбища, как бездомный пес…

Татӑклӑ сӑмах // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Пӗр ирхине Ухтиван ашшӗ тӑпри патне ҫӑва ҫине кайса ҫӑкӑр татӑкӗ пӑрахрӗ.

Однажды утром Ухтиван пошел на могилу отца.

Татӑклӑ сӑмах // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

По старӗм, ҫӑва патне!»

По-старем, к черту все!

Ӗҫ ҫинче // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Кайса чавтар, стараста, ҫӑва тулашне шӑтӑк…»

Давай, староста, вели выкопать за оградой яму и…

Вӗчӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Хӑть те ҫӑва тӗпне анса кайччӑр вӗсем.

Да пропади они все пропадом!

Ҫын ҫухалнӑ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Те чухӑнлӑхне пула, те хӑнӑхнипе, Мултиер ҫӑва тухсанах урине салтса пӑрахать те вара мӗн хӗле кӗричченех — йӗпе-сапара та, шӑрӑхра та — ҫарран ҫӳрет.

Мульдиер от самой пахоты и до первого снега ходит босиком то ли от бедности, то ли уж по привычке.

Хӑна-вӗрле // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ҫыннине палласа юласчӗ, ан тив, хӑй тартӑрах, ҫӑва патне».

Черт с ним, узнать бы только кто, а там пусть бежит.

Савтепи // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ҫӑва патне йӑлтах!

Вот до чего опостылела эта жизнь!

Юлташсем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Тепӗр уйӑхран Яка Илле тата икӗ ачине ҫӑва ҫине ӑсатнӑ.

Через месяц Илле проводил на погост еще двух деток.

Яка Илле // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Анчах ҫӑва тухсан, пуринчен ытла пахчаҫимӗҫ пиҫсе ҫитнӗ вӑхӑталла, Яка Илле хӗллехи шартлама сивӗ кунсене ӑшшӑн аса илме пуҫланӑ.

Но когда наступал сенокос и в огородах поспевали овощи, Илле молился, чтобы быстрее приходила зима.

Яка Илле // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Шахрунне — ҫӑва патне…

А этого пса Шахруна — к черту!

Шупашкар пасарӗнче // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Май килтӗр ҫех — йӗке хӳре пек ҫыртса усӑнӗччӗ вӑл, анчах кашнинчех ҫырттармаҫҫӗ кунта, ҫӑва патне, хӑйсем ҫыртма пӑхаҫҫӗ.

А выпади случай — он не прочь, как крыса, укусить, да не очень-то тут поддаются, скорее сами норовят хватануть.

Шупашкар пасарӗнче // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ирех тӑрать, тумланать, Нарспи ӗҫе тытӑнать: Е пурҫӑн ҫип илет те Юрла-юрла тӗрӗ тӑвать; Е ҫӗлеме ларать те, Ҫӗвви шӑрҫа пек пулать — Сӳс хӳреллӗ хурҫӑ йытӑ Пӗр кӗрет те пӗр тухать; Е пир тӗртме ларать те Вылянтарать ӑсине; Е хултӑрчӑ тытать те Ҫипне тиет ҫӗррине; Е сак ҫинчи кушакӗ Питне ҫӑва пуҫласан, Апат хатӗр хӑнашӑн Алли-ури ҫӑмӑлран…

Куҫарса пулӑш

Сарӑ хӗр // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.

Ҫӑва ҫине анчах ҫул такӑр…

Куҫарса пулӑш

XXVIII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Ҫӑва вырнаҫнӑ айлӑмра, — Баронӑн чунӗ кӑшт сӳлетрӗ, — Ҫӑва ҫинчи пӗччен йӑмра Ун чӗринче салху тивертрӗ.

Куҫарса пулӑш

X // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Аса ил-ха йӑлтах, фронтран таврӑннӑранпа миҫе хутчен ҫӑва хирӗҫ тухрӗ?»

Куҫарса пулӑш

XXI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

«Слава картофелю» агрофирмӑсен ушкӑнӗнче ӗҫлекенсен, механизатор-и вӑл, водитель-и, ҫӑва тухсан ӗҫ нумай.

Куҫарса пулӑш

Яланах рейса тухма хатӗр // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2022/10/28/%d1%8f%d0%b ... 82e%d1%80/

Анчах ҫӑва тухсан халӑха темиҫе хутчен нухайсем шуйхантарчӗҫ те, сехӗрленсе ӳкнӗ арӑма каллех Ҫӗрпӳ патне леҫме тиврӗ.

Куҫарса пулӑш

13. Мӗн тусан лайӑхрах? // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Сахвине инке сасартӑк вӑйран тайӑлса ҫӑва ҫинех ларса юлчӗ.

Куҫарса пулӑш

1. Сывӑ пул, Атӑл! // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех