Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫӑва сăмах пирĕн базăра пур.
ҫӑва (тĕпĕ: ҫӑва) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫумӑр ҫӑва пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫула туясӑр ан тух // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вара, юрла-юрла, ҫӑва ҫинчен тухса, ялалла утрӗҫ:

Куҫарса пулӑш

Стенькке-утаман мӗлки // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— «Ҫӑва патне, типӗшар Тупать Туйсар енкепи.

Куҫарса пулӑш

VIII. Алтутри // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Пирӗн ача ҫурчӗ таҫта, ҫӑва шӑтӑкӗнче темелле — Кантон хули пиртен ҫӗр ҫухрӑмра.

Куҫарса пулӑш

Хурлӑхлӑ кунсем // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Эпӗ, уҫҫи-хупписӗр шухӑша ӳксе, васкамасӑр, ерипе ҫӑва еннелле утрӑм.

Куҫарса пулӑш

Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.

Амӑшӗ чирлесе ӳкмен пулсан, ку кану пирки аса та илместчӗ ӗнтӗ вӑл, ҫӑва тухсан Тимошӑпа пӗрле вӗсен ялне кайма калаҫса татӑлнине Сима хӑй те темиҫе хутчен илтнӗ.

Куҫарса пулӑш

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

Ҫак вӑхӑтра таҫтан пӗр пӗлӗт татки шуҫса тухрӗ те шӑпӑр-шӑпӑр ҫумӑр ҫӑва пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Хыҫсӑмах // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Ҫӑва тухсан – ӑшӑ пулать!

Куҫарса пулӑш

Иккӗмӗш арӑм - чун валли // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 11 с.

Март уйӑхне кӗтсе илтӗмӗр-ха, ҫӑва епле тухасчӗ тетпӗр.

Куҫарса пулӑш

Иккӗмӗш арӑм - чун валли // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 11 с.

Ну, ҫӑва патне вӗсем!

Ну и чорт с ними!

Улттӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Пире халех ҫӑва ҫине васкама ир-ха.

Куҫарса пулӑш

VII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

— Тӑхта, атя ман пата, мӗн эпир кунта, авалхи ҫӑва ҫинче, ларатпӑр?

Куҫарса пулӑш

VII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Вӑл лаштра йӑмрасем айӗнчисем авалхи ҫӑва ҫумӗпе иртсе пыратчӗ — ӑна такам ятран чӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

VII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Пазухин, ҫӑва ҫинчен тухса, улма-ҫырла садне кӗчӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Вилсен те, ҫӑва ҫинче те, ҫынсем пурте пӗр тан мар иккен: пуянсен хӗресӗсем чухӑнсеннинчен виҫӗ хут ҫӳллӗрех, тӗреклӗрех.

Куҫарса пулӑш

II // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Аслӑ сада чиркӳ икке уйӑрса ларать: хӗвеланӑҫ енчи пайӗнче хурӑн, ҫӑка, юман кашласа ӳсет; кунта — ҫӑва; хӗвелтухӑҫ енчинче — улма-ҫырла пахчи; унта, чие тӗмӗсем хушшинче, илемлӗ пӗчӗк часовня пур; вӑл аякран шурӑ чултан тунӑ тетте пек курӑнать.

Куҫарса пулӑш

II // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Ҫӑва шӑтӑкӗнчен сасартӑк Шамраевпа Мирон-Нерон-Декамерон сиксе тухрӗҫ, вӗсем те ман тавра мана юнаса такмакласа ташлама тытӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

— Ятӑм ҫав, ҫӑва патне кайса кӗччӗр!

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

— Эсӗ ху тата ӑҫта ҫӑва шӑтӑкне кайса кӗтӗн?

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 67–78 с.

Ҫӗнӗ тырӑччен кивви пӗтмест, пӗр пичкери сӑра пӗтнӗ ҫӗре тепри йӳҫет, аш-какайпа ҫӑва тухатпӑр, спасра така пусатпӑр.

Куҫарса пулӑш

VI // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 19–41 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех