Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫӑва сăмах пирĕн базăра пур.
ҫӑва (тĕпĕ: ҫӑва) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Пурӑнатпӑр ҫавнашкал сиплешкелесе, ҫӗнӗ тырӑччен кивви пӗтмест, пӗр пичкери сӑра пӗтнӗ ҫӗре тепри йӳҫсе ҫитет, ашпах ҫӑва тухатпӑр, спасра така пусатпӑр.

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 19–41 с.

Ҫӑва тухсан хуралҫӑ пӳрте кӗмест, унӑн вырӑнӗ ҫакӑнта.

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 19–41 с.

«Ҫӑва патне кайтӑр утрав тени. Ӗмӗр тӑршшӗпе усӑ курман унпала, халь те кирлӗ мар!» — илтӗнчӗҫ сасӑсем.

Куҫарса пулӑш

IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хӗвеланӑҫ енче ҫӑва пур, пуслӑх ун еннелле ӳксен, пуласлӑхра вилӗм кӗтме пулать.

Куҫарса пулӑш

VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӑхӑт ҫитӗ, ҫӑва тухсан ак Ту енӗ те вырӑссене хирӗҫ капланса тухӗ.

Куҫарса пулӑш

3. Аллах ярса панӑ ҫын // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ак ҫӑва тухсан ялсем тӑрӑх ҫӳреме пуҫлаҫҫӗ ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

12. Мӑрсасен ыйхӑ вӗҫнӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Килти юлашки пылпа ҫӑва парса тимӗр туянма эпир турхан мар пуль?

Куҫарса пулӑш

10. Пӗр ял ҫыннисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Сӗлле ҫеҫ мар, кӗлетри пыла та, сар ҫӑва та, хаклӑ тирсене те темиҫе лавпа тиесе тухрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

8. Кӑрмӑш ҫулӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вилнисене пытарма ҫӑва ҫук.

Куҫарса пулӑш

12. Икӗ хула // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Шӑпа пурсен килӗп сан патна, санпа пӗр ҫӑва ҫинче канлӗх тупӑп, шӑпа пӳрмесен таҫта ҫичӗ ютра ҫӗрсе выртӗҫ манӑн шӑмӑсем…

Куҫарса пулӑш

2. Хура юпа // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ятламас хӑй тӗллӗн калаҫма пӑрахрӗ те ҫӑва тепӗр хӗрринелле, Альпие пытарнӑ тӗлелле, пӑхса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

2. Хура юпа // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫӑва ҫинче Ятламас хӑй амӑшӗн вил тӑприне шыраса тупрӗ.

Куҫарса пулӑш

2. Хура юпа // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Шӳчӗ-кулли ҫӑва патне, кӗҫӗр эс ман пата кӗретӗн-и?

Куҫарса пулӑш

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 137–154 с.

Ҫӑва тухсанах Филипп Петрович ҫырма хӗррине алтнӑ шӑтӑкра тӗтӗм кӑларма тытӑнать.

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 73–85 с.

Кайса вырнаҫнӑ таҫти ҫӑва шӑтӑкне.

Куҫарса пулӑш

Хавшак вырӑн // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 41–45 с.

Ҫӑва тухсан-ха вӑл, пӗр каҫхине мана Ваҫҫа хӗнеме тытӑнчӗ, эпӗ пусма айне пытанса лартӑм.

Куҫарса пулӑш

Наҫтиҫ каласа пани // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Тепӗр тесен кирек ӑҫта пултӑр, хӑтъ ҫӑва патне, ку фельдфебеле ҫеҫ куҫӑм ан куртӑр.

А хоть куда, лишь бы не видеть больше своего фельдфебеля.

V // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ҫӑва хӗррине икӗ тарӑн шӑтак алтса янтӑланӑ, вилӗсене урапасемпе ҫавӑнта турттара-турттара пырса вырӑс салтакӗсене пӗр шӑтӑка, — кусем сахалтарах, — французсемпе вӗсен майлӑ ҫапӑҫнӑ поляксене теприне йӑвантараҫҫӗ.

И свозят их на подводах к кладбищу, где выкопаны две глубокие братские могилы: в одну складывают русских воинов — их поменьше, в другую — французов и поляков, сражавшихся на стороне врага.

III // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ҫӑва тухсан пӑсса хӑпартас та мӑкпа…

Вот отсеемся, сломаем их, сени-то, на мох посадим и…

Виҫӗ тӗрленчӗк // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ана ҫинчи кантӑртан кӗпе-йӗм пулса тӑриччен — хӗл каҫса тепӗр ҫӑва тухиччен тӑрмашмалла ун.

Она хлопочет без устали и отдыха круглый год:

Виҫӗ тӗрленчӗк // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех