Шырав
Шырав ĕçĕ:
— Федя, ҫых! — хушрӗ Маша.
37-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
— Маргарита, ҫых ун аллисене!
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив
Ҫӗнӗрен ҫых, — терӗ вӑл.
18 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
Хӑрах куҫна бинтпа ҫых та — пулчӗ те.
Математика мыскари // Александр Галкин. https://vulacv.wordpress.com/2017/10/19/ ... %B8%D0%BD/
8. Ангел ӑна: пилӗкне ҫых, уруна сыр, тенӗ.
Ап ӗҫс 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Урӑхла каламӗ-и ӑна: «ман валли каҫхи апат хатӗрле, пилӗкне ҫых та мана пӑхма пуҫла, эпӗ ӗҫсе ҫием, кайран вара ху ӗҫсе ҫи» темӗ-и?
Лк 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Мана Ҫӳлхуҫаран сӑмах пулчӗ: 16. этем ывӑлӗ! акӑ Эпӗ сан куҫу йӑпанӑҫне чирпе илсе кайӑп; анчах эсӗ ан ӳпкелеш, ан макӑр, куҫҫулӗ ан тухтӑр санӑн; 17. пӗр чӗнмесӗр ассӑн сывла, вилӗ хӳххи ан хӳхле, пуҫ ҫыххи ҫых, уруна ура сырри сыр, сухална ан хупла, ют ҫынсем илсе килнӗ ҫӑкӑра ан ҫи, терӗ.
Иез 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
63. Ҫак хут чӗркемне вуласа пӗтерсен, ун ҫумне чул ҫых та ӑна Евфрат варрине ывӑт, 64. вара ҫапла кала: «Вавилон та ҫакӑн пекех путӗ, вӑл Эпӗ яракан хӗн-хуртан ҫӗкленеймӗ, вӗсем пачах халсӑрланса юлӗҫ» те.
Иер 51 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫӳлхуҫа мана ҫапла каларӗ: кай та хӑвна валли йӗтӗн пир татӑкӗ туян, ӑна пӗҫҫӳ тавра ҫавӑрса ҫых, анчах ӑна шыва ан хур, терӗ.
Иер 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Эй хупӑрласа илнӗ вырӑнта лараканӗ, япалусене пуҫтарса ҫых: 18. ӗнтӗ Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: акӑ ку хутӗнче Эпӗ ҫак ҫӗр ҫинче пурӑнакансене кӑларса ывӑтӑп, вӗсем ҫине хӗн-хур ярӑп, тӳссе курччӑр ҫавна.
Иер 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Эсӗ пилӗкне ҫых та Эпӗ хӑвна мӗн хушнине пӗтӗмпех вӗсене кала; вӗсем умӗнче шикленсе ан тӑр — Манӑн сана вӗсен куҫӗ умӗнче пӗтерсе пӑрахмалла ан пултӑр.
Иер 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Ырӑлӑхпа тӳрӗлӗх ан пӑрахчӑр сана: вӗсене мӑйна чӗркесе ҫых, вӗсене хӑвӑн чӗрӳ тӗпнех ҫырса хур — 4. вара Турӑ умӗнче те, ҫынсем умӗнче те ырӑлӑхпа ӑшӑ кӑмӑллӑх тупӑн.
Ытар 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫӳлхуҫа ҫил-тӑвӑл витӗр Иова ҫапла хуравласа каланӑ: 2. ар пулса пилӗкне ҫых: Эпӗ санран ыйтӑп, эсӗ Мана ӑнлантарса пар.
Иов 40 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Ар пулса халех пилӗкне ҫых: Эпӗ санран ыйтӑп, эсӗ Мана ӑнлантарса пар: 4. Эпӗ ҫӗр никӗсне хывнӑ чухне эсӗ ӑҫтаччӗ?
Иов 38 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Елисей пророк пророксен ывӑлӗсенчен пӗрне хӑй патне чӗнсе илнӗ те каланӑ: пилӗкне ҫых, йывӑҫ ҫӑвӗ тултарнӑ ҫакӑ савӑта ил те Галаадри Рамоф хулине кай; 2. унта ҫитсессӗн Ииуя — Намесси ывӑлӗн Иосафатӑн ывӑлне — шыраса туп, пыр ун патне, вара ӑна пиччӗшӗ-шӑллӗ хушшинчен илсе тух та шалти пулӗме ҫавӑтса кӗр; 3. савӑтна тыт та йывӑҫ ҫӑвне ун пуҫӗ ҫине юхтар, вара ҫапла кала: «Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: сана Израиль патши пулма ҫу сӗретӗп» те.
4 Пат 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
29. Елисей ӗнтӗ Гиезие каланӑ: пилӗкне ҫых, аллуна манӑн туяна тыт — кай; кама та пулин тӗл пулсассӑн, ӑна ан саламла, кам та пулин хӑвна саламласассӑн та — ӑна сӑмах ан чӗн; ман туяна эсӗ ача пичӗ ҫине хур, тенӗ.
4 Пат 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.