Шырав
Шырав ĕçĕ:
— Халь эс кала мана: ҫыранти мӗнле вырӑна пырса тухӑпӑр эпир?
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
Ҫанталӑк начар пирки ҫыранти мӗнле те пулин пач палламан кӗтесре хӳтлӗх шырамалла пулсан, мӗн шутласа тупӗ-ха вӑл?
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
Шыва кӗрсе тухсан, ҫыранти курӑк ҫине типме лартӑмӑр.Искупавшись, мы вылезли на берег и стали сушиться на травке.
Дневник // Макар Хури. Космодемьянская Л.Т. Зойӑпа Шура ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 232 с.
Петр хальхи пек тунсӑхпах ҫыранти тӗмеске ҫинче ларатчӗ, хӗрача та ун умӗнче хальхи пекех йӗретчӗ…Он сидел на холме с такою же грустью, а она плакала над ним так же, как и теперь…
VIII // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Вӑл шӑппӑн утать, ҫыранти вак чулсем ун ури айӗнче шӑппӑн чӑштӑртатаҫҫӗ; хӑй хуллен кӑна полякла юрлать.
V // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
— Ҫурҫӗр енчи ҫыранти экспедици ҫарӗн командующийӗ.
III. Сасӑлани // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.
Ваҫҫук Трубачёв, ура айӗнче ҫыранти тӑпра аялалла тӑкӑннине пӑхмасӑрах, тӗмсенчен тыткаласа, тарӑн шырлантан чи малтан сиксе тухрӗ.
38 сыпӑк // Василий Хударсем. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 1-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 221 с.
Малтан сылтӑм ҫыранти причалсемпе станци ҫывӑхӗнчи причалсенчен тиеме пуҫлатпӑр.Первыми работу начинают причалы правого берега и станционные.
2 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.
Сылтӑм ҫыранти ӗҫсене комиссар хӑй ертсе пыма пулчӗ.
5 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.
Тепӗр ҫур сехетрен сулахай ҫыранти телеграфистсем вӑл ҫырӑва Морзе аппарачӗсемпе шаклаттарма та тытӑнчӗҫ.Через полчаса телеграфисты левобережья уже отстукивали его на аппаратах морзе.
3 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.
Ленин юлташ ҫырана хӳтӗлесси тата ҫыранти оборона пирки — минӑсем лартса тухасси, Ҫурҫӗр Двинан суднӑсем ҫӳрекен пайне пӳлсе картласси пирки юлашки вӑхӑтра панӑ распоряженисене пӗр тӑхтаса тӑмасӑрах, чи кӗске срокра пурнӑҫа кӗртес пулать.
7 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.
Ун ҫинче ҫыранти тӗмӗсен тата халиччен шыв урлӑ каҫмалли вырӑн пулнӑ тӗлте никам та пурӑнман ҫуртӑн мӗлкисем пит тӗрӗс те уҫҫӑн курӑннӑ.
4. «Калта» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Леш, ҫивӗч куҫлӑ пысӑк кайӑксем те яра куна лиман тӗлӗнче ҫӳлте-ҫӳлте вӗҫсе ҫӳреҫҫӗ те, кайран, хӑйсен ҫӳллӗ вӗҫевӗнчен ывӑннӑ пек, ҫыранти лутра чӑрӑшсем ҫине анса, шӑплӑхра канаҫҫӗ-ҫке.
XIII // Асклида Соколова. Фраерман Р.И. Динго йытӑ е пӗрремӗш юрату ҫинчен. Повесть. Чӑвашла Соколова А. А куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983. — 128 с.
Кимӗсене ҫыранти сулӑсем патӗнче сутаҫҫӗ.Челноки обыкновенно покупают с плотов, стоящих на причале у берега.
Вунулттӑмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Ҫыранти тӗмсем айӗнче шыв тӗксӗм те лӑпкӑ тӑрать, вӑтаҫӗрте шыв шупка хӗрлӗ ҫутипе ҫуталса выртать, ӑшӑх, чуллӑ тӗпӗ тӑрӑх шуса, хуллен чӳхенсе юхать.
2 // Михаил Рубцов. Гайдар, Аркадий Петрович. Ман юлташсем: калавсем; вырӑсларан М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 158 с. — 3–53 с.
Ҫаксем, ӗҫ нумаййи ҫине йӑвантарса каласа пӗтерменнисем, Аникея пур енчен те ӑнланмаллах мар ҫав, вӑл ытларах та ытларах иккӗленме пуҫларӗ, шанчӑкне ҫухатса, ҫыранти йывӑҫ пек пулса пычӗ: паян вӑл, сип-симӗсскер, хӑйне мӗн кӗтнине пӗлмесӗр, юхса выртакан шыв ҫине пӑхса капӑрланса ларать-ха, турачӗсемпе ҫиле тытать, ыран акӑ таҫта шалта ӑна ҫӗр ҫинче тытса тӑнӑ тымарӑн юлашки чӗтренчӗк шӑнӑрӗ татӑлать те, йывӑҫ йӑванса шыв ҫине кӗрӗслетсе ӳкет…
23 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Пӗр-пӗринпе кӗрешекен хумсем хушшинче шывалла тухса тӑракан ҫыранти ҫунса хуралнӑ йывӑҫ тункатисемпе чулсем тискеррӗн курӑнаҫҫӗ.Дико чернеют промеж ратующими волнами обгорелые пни и камни на выдавшемся берегу.
X // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Ун пек чухне тӳпери хӗрӳ хӗвеле те ҫӳлтен пӑхма аван, хӑйӗн пайӑркисене вӑл хаваслансах кантӑк пек ҫутӑлса выртакан уҫӑ шыва чикет, ҫыранти вӑрмансем те хӑйсен сӑнне шывра яр уҫҫӑн кураҫҫӗ.
X // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Днепр пӑлханмасть; вӑл, старик пек, вӑрҫать, ӳпкелешет; уншӑн пурте кӑмӑллӑ мар; ун таврашӗнче йӑлтах улшӑннӑ; хуллен ҫеҫ хирӗҫет вӑл ҫыранти ту-вӑрмансемпе, улӑхсемпе, вӗсем хӑйне кӳрентерни ҫинчен каласа пама Хура тинӗселле юхать.
IV // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Пирӗн джонка малаллах пырать, ҫыранти, ӗнтрӗкре тӗксӗм кӑваккӑн курӑнакан тусем вӑраххӑн хыҫа тӑрса юлаҫҫӗ.
Тӑван ял // Николай Иванов. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 17–30 стр.